Хăналăхри асăнмалăх йĕр
Çĕр çинче этем хăналăхра кăна. Ĕмĕре мĕнле ирттермелле? Хăнари пек савăнса та юрласа е хăвăн хыççăн асăнмалăх йĕр хăварас тесе?
Тăван çĕр туртăмĕ
Пурăннă чухне çакăн çинчен шухăшласах та каймастпăр. Кайран, çын пурнăçран яланлăхах уйрăлсан, унăн ĕçне- хĕлне хаклама пикенетпĕр. Вара тĕлĕнсе: «Вăй питти, лайăх, ĕçчен, пултаруллă çын унта та кирлĕ иккен», — тетпĕр.
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Николай Бикулов шăпах çирĕм çул каялла йĕркеленĕ хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кайсан çак шухăш тепĕр хут çуралчĕ. Ашшĕ çумĕнче пур ĕç патне те çыпăçнă унăн алли: ачаллах техникăна юсанă, машина-тракторпа çÿренĕ, строительство ĕçĕсене типтерлĕ пурнăçланă… Колхоз арканма пуçласан чĕри канăçлăха çухатнă: «Хальччен мĕн тунине салатмалла-и?» Çапла 1997 çулта 16 гектар çĕр илсе хăйĕн пĕчĕк хуçалăхне чăмăртанă. Ыраш, тулă акса çитĕнтернĕ. Кăштах ура çине çĕкленсен пушанса юлнă пекарньăна туяннă, ял çыннисене вырăнтах çăкăр пĕçерсе çитерме пуçланă.
Анчах чун çĕр патнех туртăннă, ялти, кÿршĕри Çĕнĕ Эйпеçри халăхăн пай çĕрĕсене арендăна илнĕ. Техника туянма инçете — Казахстанах — çитнĕ. Пĕр комбайнне Оренбургран илсе килнĕ. Кивĕ, юрăхсăра тухнă техникăран та ютшăнман, ылтăн алли темлине те хута янă. Мăшăрĕ Лидия Владимировна каланă тăрăх, упăшки хăйĕн ĕмĕрĕнче çĕмĕрĕлнĕ 34 автомашина туянса йĕркене кĕртнĕ.
Николай Пантелеймонович лайăх ăнланнă: ял çыннине тупăш параканĕ — выльăх-чĕрлĕх, сĕт. Тĕллеве пурнăçланă: 2007 çулта Çĕнĕ Эйпеçри хуçасăр юлнă фермăна илнĕ. Ăна тĕпрен çĕнетнĕ. Районти «Прогресс» хуçалăхран 58 пушмак пăру туяннă. Паллах, çак ĕçсене пурнăçлама кредит та илме тивнĕ. Ĕç майĕпен-майĕпен йĕркеленсе, фермер хуçалăхĕ ура çине тăрса, аталанса пынă. Мăшăрĕ Лидия Владимировна та, ялти вăтам шкулта поварта вăй хураканскер, фермер хуçалăхне таврăннă. Ывăлĕ Александр, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне тин пĕтернĕскер, ашшĕпе амăшне пулăшма пикеннĕ. Унăн мăшăрĕ Инга та, асăннă университетăн экономика факультетĕнче пĕлÿ илнĕскер, ялтах тымар яма кăмăл тунă. Йышпа ĕç тата ытларах ăнма пуçланă. Анчах… 2013 çулта усал чир хуçалăх пуçлăхне Николай Пантелеймоновича юратнă çемйинчен, ĕçĕнчен яланлăхах уйăрнă.
Ашшĕн ĕçне тăсать
Мĕн тумалла? Çумра чи шанчăклă çын çук, умра — 11 миллион тенкĕ тÿлемелли кредит тата чылай ыйтăва Николай Пантелеймонович кăна татса пама пултарнă йывăр, канăçсăр ĕç. Апла пулин те Бикуловсем пĕртен-пĕр йышăну тунă: «Вăл пуçарнă ĕçе сÿнме памастпăрах». Хресчен фермер хуçалăхне 25 çулти Александр ертсе пыма пуçланă, амăшĕ Лидия Владимировна — унăн заме-стителĕнче вăй хума. Çав тапхăр вĕсемшĕн пур енĕпе те йывăр килнине вулакан ăнланатех, анчах ăна мĕнле чăтса ирттернине — Бикуловсем хăйсем çеç пĕлеççĕ. Малалла вулас...
Комментировать