Асăрханулăх — чи шанчăклă çулташ

12 Дек, 2017

Федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă «Воддорстрой» общество, "Чăвашупродор" хысна учрежденийĕ тĕлĕшпе ыйтусем çук-ха, «Мезон» компани тĕлĕшпе вара ÿпкев пур. Çакна ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов иртнĕ кĕçнерникун журналистсемпе черетлĕ хут курнăçнă май палăртрĕ.

«Мезон» — Тутарстанри компани, Чăваш Енри çулсене тасатмашкăн хăйĕн техники те çук-мĕн, анчах конкурсра çĕнтернĕ… Вăл яваплă çулсене тасатмашкăн çак кунсенче ытти компани техникине явăçтарма тивнĕ иккен. Хĕл вара пуçланнă кăна — çул-йĕр организацийĕсен тÿрĕ кăмăллăхне тата пĕрре кăна мар тĕрĕслĕ-ха. Çак условисенче автоинспекци сотрудникĕсене тÿсĕмлĕх кирли каламасăрах паллă.

Раштавăн 2-3-мĕшĕсенче, авă, М-7 автоçулăн 601-608-мĕш километрĕсенче «пăкă» пулнă. «Хам та айăплă: юр вăйлă çунине кура ПАИн пĕтĕм йышне тревогăпа çĕклесе çулсем çине кăлармаллаччĕ пуль… Анчах çынсене хĕрхенни витĕм кÿчĕ-тĕр — ахаль те кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ…» Çав «пăкка» вара инспекторсем часах «уçнă». Çакăнта Владимир Геннадьевич хăйне пăхăнса тăракансем чăннипех хăюллă пулнине те палăртать: «Паян çулсем çинче пысăк грузовик йышлă. Вĕсем пăрлак е юрлă çулпа малалла каяймаççĕ. Пĕр вунă «фура» ларать — темиçе километр тăршшĕ «пăкă» пулчĕ те… Çак лару-тăрура пирĕн сотрудниксем çула пÿлнĕ, çул тасатакан техника умне тăрса ăна çулăн транспорт хирĕç килекен енĕпе ирттернĕ, унтан пысăк «фурăсене» пĕрерĕн-пĕрерĕн малалла ăсатнă, çула уçнă».

Çапах тĕп автоинспектора пăшăрхантаракан чи çивĕч ыйту паян — çынсен пурнăçĕшĕн хăрушă авари нумаййи. Пĕтĕмĕшле илсен 11 уйăхра аварисем те, вĕсенче вилнисемпе аманнисен шучĕ те чакнă-ха, анчах хĕле кĕнĕ май ĕç-пуç çивĕчленни сисĕнет: «Раштав пуçламăшĕнчи çичĕ кунра — çичĕ вилĕм… Каплах пулсан уйăх вĕçленнĕ тĕле 31 çын вилĕ-и?»

Апла ан пултăр-ха, çапах çул çÿреве хутшăнакансем яваплăха туйманнин тĕслĕхĕсем — кашни утăмра. 16 çул тултарман ачасем инкек тÿснĕ тĕслĕх нумайланнă. Груз турттаракан транспорт водителĕсен айăпĕпе пулнă аварисем те хушăннă. Водительсем çул урлă çуран каçакансене таптанă тĕслĕх те — ытларах.

Кăçал хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманнине пула аварисенче 47 çын пурнăçĕ татăлнă, 337 çын суранланнă. Владимир Романов шучĕпе, çак цифра чăннипе пысăкрах та пуль, мĕншĕн тесен хăш-пĕр аварире машинăсенчен тимĕр-тăмăр купи çеç юлать те — çав тĕслĕхсенче пассажир е водитель хайхи пиçиххипе çыхăнни-çыхăнманнине пĕлме те çук. Салонри ачасем тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулмаллине вăл пайăррăн палăртрĕ. Вĕсене алă çинче тытса пыни питĕ хăрушă. Пĕчĕкскерсен çурăм шăмми çирĕпленсе ĕлкĕреймен, водитель тăруках тормоз çине пуссан машина сасартăк чарăннă май ачан çурăм шăмми сенленесси, мăйĕ хуçăласси те часах. Çакна ашшĕ-амăшĕн асра тытмаллах. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.