«Сăмах сивĕтме те, ăшăтма та пултарать»
Пирĕнпе юнашарах вĕсем, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем. Вĕсем ĕçре те маттур, общество ĕçĕнче те хастар. Кунашкал «пĕчĕк патшалăхра» килĕшÿпе çураçу, юрату хуçаланать. Вулакансене паян Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турханта пурăнакан Иринăпа Петр Васильевсемпе паллаштарар.
«Шкул хыççăн выльăхсемпе чуна уçатăп»
«Пире, Шупашкар тата Красноармейски районĕсенче çуралса ÿснĕ каччăпа хĕре, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ паллаштарчĕ. Эпĕ — ют чĕлхесен, пулас мăшăрăм шкулчченхи педагогика факультечĕсенче вĕреннĕ. Эпир пĕр общежитирех пурăннă. Петр пирĕн хута юлташĕ патне килсе çÿретчĕ. «Ай, мĕнле пултаруллă, тирпейлĕ каччă ку!» — сăнаса пăхаттăм ăна. Пĕррехинче çав йĕкĕт яла килнĕ чухне манăн иккĕмĕш сыпăкри аппапа сăмах хускатнă. «Пирĕн Ирина та пединститутра вĕренет», — тенĕ аппа. Петĕрĕн кăмăл-туйăмĕ çĕкленнĕ. Пĕррехинче вăл общежитири пÿлĕме пырса кĕчĕ. Тĕлĕнсех кайрăмăр тантăшăмсемпе. «Ирина Егорова çакăнта пурăнать-и?» — ыйтрĕ вăл. «Акă вăл», — терĕç хĕрсем. Çакă 1986 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче пулнăччĕ. Вăт çав кунран туслашса кайрăмăр та — студент чухнех пĕрлешрĕмĕр. Пире уйрăм пÿлĕм пачĕç. Çулталăкран Елена çуралчĕ. Упăшка вĕреннĕ вăхăтрах общежитире сантехникре ĕçлетчĕ. Лайăх вĕренеттĕмĕр, пысăклатнă стипенди илеттĕмĕр. Ачана пăхма пулăшатчĕç, кÿршĕсем те лайăхчĕ. Диплом илнĕ хыççăн мана Янăш тăрăхне /упăшка çавăнтанччĕ/ 2-мĕш классене вĕрентме илсе килчĕç. Эпир хунямапа пĕрле пурăнаттăмăр. Упăшкана «Ивушка» ача сачĕн заведующине лартрĕç», — çапла пуçларĕ калаçăва Ирина Борисовна.
Васильевсен çемйинче кĕçех йыш хушăннă — Наталия çуралнă. Туслă çемьере аслисемпе çамрăккисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Çĕнĕ шухăш пур-и е çĕнĕ ĕçе пикенмелле-и — пĕр-пĕрне хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ. Çемье пуçĕ Петр Ильич 1994 çулта теплица тума шухăшланă. «Пирĕн пахча хыçĕнче пысăк пĕве пур. Тепĕр енче сурăх ферми пулнă. Унăн çумĕнче пĕр сăмсах çĕр пурччĕ. Çав çĕр çинче 30 метр тăршшĕ, 8 метр сарлакăш парниксем турăмăр. Хăй вăхăтĕнче «Прогресс» колхоз валли 120 пине яхăн купăста калчи туса параттăмăр. Ку çеç-и? Помидор, пылак пăрăç калчисене çитĕнтерсе Ишек пасарĕнче сутаттăмăр. Ял халăхĕ те пирĕн пата калча илме пыратчĕ. Мана анне мĕн пĕчĕкрен выльăха юратма вĕрентнĕ. Çавăнпа ĕне усрас килетчĕ. Пирĕн ун чухнех 2-3 ĕне пулнă. Вăкăр та, пăру та, сысна та тытнă. Пĕр тапхăрта 10-12 вăкăра яхăн самăртаттăмăр. Пурте пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Çулла йышпа утă хатĕрлеттĕмĕр. Эпир çемьере виçĕ ачаран кая пулмалла мар теттĕмĕр: пĕри — ашшĕ валли, иккĕмĕшĕ — амăшĕ валли, виççĕмĕшĕ — патшалăх валли. Тата ăçта виççĕн — унта Турă пур теççĕ. Аслă хĕр Елена 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕлÿ илчĕ. Тĕп хулара 1-мĕш поликлиникăра медсестрара ĕçлерĕ. Кÿршĕ ял каччинех качча тухрĕ. Ывăлпа хĕре — Иванпа Ольăна — çуратнă хыççăн Шупашкар районĕн больницине чĕнсе илчĕç. Халĕ вăл унта аслă медсестрара вăй хурать. Вăталăх хĕрĕ На-талия коопераци институтне пĕтернĕ хыççăн Мускавра банк тытăмĕнче тăрăшать. Кĕçĕнни Мария 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăмне кĕчĕ. Вăл экстрим юратать. Паллах, ачасене мухтама хушмаççĕ. Хĕрĕмсем çапах та пултаруллă. Елена тăварлă чустаран картинăсем ăсталать, вĕсене тĕрлĕ курава тăратать. Наталия сăвă кон-курсĕсене тăтăшах хутшăнатчĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендине икĕ хутчен тивĕçнĕччĕ. Мария сăвă калас, сочинени çырас енĕпе, алă вăйне виçессипе, кире пуканĕ йăтассипе, йĕлтĕрпе чупассипе малти вырăнсене тухатчĕ. Вăл та ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕччĕ», — паллаштарчĕ телейлĕ амăшĕ. Аслă хĕрне мăшăрĕ Елена ят хунă-мĕн. «Çутă» тенипе килĕшнĕ ăна вăл. Вăталăххи вара Наталия кунĕнче çуралнă, çавăнпа çав ята тивĕçнĕ. Ирина Васильева кĕçĕннине йывăртарах çуратнă. Çăмăлланнă чухне ун умĕнче 5 тухтăр тăнă. Йывăр самантра пулас амăшĕ умне Турă Амăшĕн сăнĕ курăннă. «Çĕнĕ кайăка» вара Мария ят панă.
Ирина Борисовнăпа Петр Ильич халĕ килĕнче иккĕшех пурăнаççĕ. Виçĕ ĕне сăваççĕ, икĕ пушмак пăру тытаççĕ, кайăк-кĕшĕк картиш тулли усраççĕ. Тинтерех кăна виçĕ вăкăрне какая янă. «Шкул хыççăн выльăхсем патне тухса чуна уçатăп. Вĕсемпе калаçатăп, сĕт нумай панăшăн тав тăватăп», — пытармарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Васильевсем кăрлач уйăхĕ тĕлне теплицине хута ярасшăн. Çĕрне хатĕрленĕ, ăшăтмалла туса çитернĕ. Упăшки арăмĕн çуралнă кунĕнче /пушăн 29-мĕшĕнче/ сĕтел çине хăйсем ÿстернĕ хăяра лартма ĕмĕтленет.
«Ачасем чăкăт, хуран кукли юратаççĕ»
Ирина Васильева Янăш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăлах директор çумĕ те. Унсăр пуçне 1991 çултанпа Кĕçĕн Турхан ялĕн старости. Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи те. Хăй вăхăтĕнче депутат та пулнă. Унăн пуçарăвĕпе ял уявĕсем шавлăн иртеççĕ. Вăл пур çĕрте те хастар. Вăхăтне епле çитерет-ши? Вăй-хăватне ăçтан илет?
— Турă пулăшать. Килте ăшă, ачасем яланах ал параççĕ, мăшăрăм, ĕçтешсем, вĕренекенсем ăнланаççĕ. Çавăнпа таçта та ĕлкĕрме пулать. Палăртнине тĕрĕс-тĕкел туса пырсан, вăхăта ытлашши калаçупа сая ямасан ĕç ăнать, — чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
— Эсир чăваш наци апатне хатĕрлессипе те палăратăр. Ку ĕçе хĕрĕрсене те вĕрентнĕ-и? — пĕлес килчĕ манăн. Малалла вулас...
Комментировать