Хусан хĕрĕ паллă фильмра ÿкерĕннĕ
Хире-хирĕçле тавлашусем хыççăн, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа «Матильда» илемлĕ фильм çĕршывĕпех — прокатра. РФ Патшалăх Думипе Культура министерстви те, прокуратура та ăна сарма чармарĕç. Республикăри кинотеатрсенче те кăтартаççĕ. Вăл Раççейĕн пулас патшин II Николайăн тата Матильда Кшесинская балеринăн 1892-1894 çулсенчи хĕрÿ юратăвĕ çинчен.
Режиссер суйласа илнĕ
Матильда ролĕнче — Польша актриси Михалина Ольшанская. Хусанта çуралса ÿснĕ 19 çулти Дарья Тихонова балерина — унăн сцена çинчи дублерĕ, Шупашкарти Ехрем хуçа йăхĕнчи Ирина Максимова /Хусан/ тăванĕ. «Хыпар» ыйтăвĕсене телефонпа хуравлама килĕшрĕ.
Даша Хусанти хореографи училищипе Пермьри хореографи колледжне пĕтернĕ, 22 çулта. «Акăш кÿлли» балетра Одеттăна тата Одиллийăна, «Бахчисарайри фонтанра» Марийăна, «Жизельте», Д.Баланчин балечĕсенче, ытти спектакльте ташлать.
— Дарья, «Матильдăна» хăçан тата мĕнле лекрĕр?
— 2014 çулта, колледжăн юлашки курсĕнче вĕреннĕ чухне. Пермьри оперăпа балет театрĕн балетмейстерĕ А.Мирошниченко А.Адан музыкипе «Кăвак кайăк тата Флорина принцесса» балет лартрĕ. Эпĕ унта çĕрле тĕлĕк тĕлленекен Фея рольне калăпларăм. Темле майпа спектакле А.Учитель режиссер та курнă — ăна килĕшнĕ! Тепĕртакран мана «Матильдăра» ÿкерĕнсе пăхмашкăн Петербурга пыма йыхравларĕ — кайрăм, Фея вариацине ташласа кăтартрăм. Хыççăнах Михалина Ольшанскаян балет дублерне çирĕплетрĕ.
— Эсир сăнран Польша актрисипе пĕрешкелрех пулнăран суйласа илмен-и?
— Калама йывăр… Михалина манран лутрарах. Пирĕн пит-куç пĕр пек курăнтăр тесе вăйлах гримларĕç, çÿç вăрăмĕшĕпе тĕсне пĕрпеклетрĕç.
— Сцена çинче мĕн туса кăтартрăр?
— Фейăн çĕрлехи тĕлĕкне. Чи малтанах — фуэте /хăрах ура çинче çаврăнни/. Кшесинская ăна 32 хут тунă, 1890 çулсенче çĕршывра ăна çитекен балерина пулман. Эпĕ хутшăннă дубльсене Санкт-Петербургпа Мускаври тĕп театрсенче турĕç.
— Фильмра илемлĕ пит-куçăртан ытларах вăрăм та çара урăрсене кăтартнă теççĕ.
— Çапла. Пысăк планпа ÿкернинче вĕсем Михалинăн мар — манăн. Çапах эпĕ сцена маскипе мĕлтлетсе илетĕп.
«Ÿкерĕнме питĕ килĕшрĕ»
— Чи кăткăсси мĕн пулчĕ?
— Лайăх пĕлекен ташшах пĕр дубльтен теприне куçарса пыни. Режиссера килĕшичченех тăрăшма тиврĕ. Вăтамран пĕр сценăна виçĕ кун ÿкерчĕç! Михалинăна фуэте тума вĕрентессишĕн хăрах ура çинче вĕçĕмсĕр çаврăнса ывăнтăм. Хам театрта усă куракан пуантăсемпех /урана тăхăнмалли/ ташларăм. Сцена çине ĕлĕкхине аса илтерекен костюм кĕлеткене аялалла кăштах туртнине сисрĕм. Ара, аркă таврашĕпех кĕленче тÿмесемччĕ.
— Мăйран çакнă чокер бриллиантранччĕ-и?
— Копийĕ çеç.
— Балерина пулнă май драма артистĕнчен урăхларах тăрантармарĕç-и?
— Эпĕ вăл е ку апата уйăрса çиместĕп. Мĕн панине пурне те хĕпĕртесех йышăнтăм: салат, яшка, иккĕмĕш блюдо, чей…
— Киноÿкерÿ лапамĕнчи юлашки сехетсем мĕнпе асра?
— «Матильда» пурнăçа ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Манăн ĕç фильмра пĕчĕк çеç пулин те питĕ килĕшрĕ! Вăл уйăх çурă илчĕ. Юлашки кун Кшесинская ташланă пĕчĕк саманта ÿкерчĕç. Сцена çинчи Матильда хăйне юратакан Воронцов графа асăрхать…
— Сире Кшесинская кăмăлĕн хăш пахалăхĕ килĕшет?
— Çирĕплĕх. Вăл сцена çинче çеç мар, пĕтĕм пурнăçĕнче палăрса юлнă, тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшнă.
— Чăваш Енре чапа тухнă Ехрем хуçа йăхĕ çинчен илтнĕ-и?
— Ефремовсен йăхне Хусанта тăснă Ирина Николаевна нумаях пулмасть каласа пачĕ те — тĕлĕнтĕм. Маларах нимĕн те пĕлмен.
— Сцена çинче ÿлĕм те ташласшăн-и?
— Пытармастăп: çав тĕллевпе пурăнатăп.
Ехрем хуçа тăхăмĕсем
Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефрем Ефимов /1797-1862/ купса çемйинче 6 ача çуралнă. Вĕсенчен пĕри Прокопий та Ефремов ашшĕн çулĕпе кайнă. 1844 çулта суту-илÿ тума ирĕк паракан свидетельство илнĕ, Рыбинск хулине 1350 кулек михĕ ыраш çăнăхĕ ăсатнă. Прокопий мăнукĕ Павăл та купсана тухнă. Унăн ывăлĕ Константин 1915 çулта прапорщиксен шкулне пĕтернĕ, Октябрь революцийĕ хыççăн Хĕрлĕ Çара çырăннă. 1941-1945 çулсенче — стрелоксен дивизийĕн командирĕ, генерал-майор. Г.К.Жуков Урал çар округĕн командующийĕ пулнă чухне — унăн пулăшуçи, генерал-лейтенант. Малалла вулас...
Комментировать