Пайçăсем хăçан хваттерлĕ пулĕç?

16 Ноя, 2017

Паян журналистсем ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Владимир Михайловпа тата çак министерствăн патшалăх стройнадзор специалисчĕсемпе пайçăсене темиçе çул хваттер шантарса çурт-йĕр тăвакан «Алза» организацин хута каяйман объекчĕсенче пулса курчĕç.

Министр «Алзан» икĕ çуртне «хĕрлĕ» зонăна кĕртнине пĕлтерчĕ. Пĕри - Çĕнĕ Шупашкарăн Кăнтăр урамĕнчи 7А çурт. Ăна тăватă çул каяллах тума тытăннă. Предприяти ертÿçи Сергей Лаврентьев пайçăсене 2015, 2016, 2017 çулсенче çурта хута яма темиçе те шантарнă.

Тĕлпулăва министр тата МИХ ĕçченĕсем хутшăннине кура 12 хутлă çуртăн пулас хуçисем йышлăн пухăннă. Телее темиçе çул кĕтсе ывăннăран тарăхсах çитнĕ. Ку вĕсем епле сăмахланинчен те, куçĕсем хаярлăхпа тулнинчен те аван палăрать. 

Владимир Михайлов «Алза» çурта хута яма епле хатĕрленине кулленех тĕрĕслесе тăрасса, саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп ыйтасса пĕлтерчĕ.

Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнчи 52-мĕш çуртăн пĕрремĕш корпусĕ патне те çын нумай пухăннă. 121 пайçă килĕшÿ тунă. Сергей Лаврентьева вĕсенчен ÿпкев сăмахĕ хытах лекрĕ.

- Застройщикĕн яваплăха ÿстермеллех, çынсен нушине ăнланмаллах, - пĕтĕмлетрĕ министр. - Сергей Витальевич, çуртсене кăçалах хута ярăр.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать