Уçă итлев: республика бюджечĕ шайлашуллă пулмалла

14 Ноя, 2017

ЧР Патшалăх Канашĕн 6-мĕш созыври депутачĕсем, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федерацин территори органĕсен ертÿçисем тата официаллă ытти çынсем паян Правительство çурчĕн пысăк залне Чăваш Республикин 2018 çулхи тата планпа палăртнă 2019 тата 1020 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проекчĕ тĕлĕшпе уçă итлев ирттермешкĕн пухăнчĕç.

Чи малтанах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина проектăн тупăш тата расхут пайĕсемпе паллаштарчĕ, малашлăх бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăммăн палăртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн , промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин çумдокладра çирĕплетнĕ тăрăх, 2018-2020 çулсем валли çирĕплетмелли бюджет ун умĕнхисенчен уйрăлса тăрать, вăл социаллă тĕллевлĕ пулнипе пĕрлех экономика тăнăçлăхĕпе тивĕçтерме май панипе пĕрлех аталанма ăнтăлакан çĕнĕ хăват парса тăраканни те. Ăна финансăн чăнлăхпа килĕшсе тăракан мелĕсене тĕпе хурса экономикăн кирек епле коньюнктуринче те социаллă обязательствăсене пурнăçламалла йĕркеленине ЧР контролбпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, ЧР Патшалăх Канашĕн эксперт канашĕн председателĕн заместителĕ Василий Харитонов та палăртрĕç.

Уçă итлеве хутшăннисем пурте тенĕ пекех асăннă проекта ырласа ЧР Патшалăх Канашне пĕрремĕш тата иккĕмĕш вулавпа йышăнмашкăн тăратма сĕнчĕç. КПРФ тата «Справедливая Россия» партисен фракцийĕсен представителĕсем яланхиллех «хĕвел çинчи» пăнчăсене шырама пикенчĕç. Вĕсен ыйтăвĕсене финанс министрĕ хуллин те уçăмлăн хуравларĕ.

Чăн та усăллă сĕнÿсем те пулчĕç. Сăмахран, «Чăвашпотребсоюз» правленийĕн председателĕн Валерий Павловăн шухăшĕпе, бюджета пуянлатмалли майсемпе анлăн усă курмалла: республикăра тымар янă федерацин суту-илÿ тытăмĕсенче хамăр хутлăхра туса кăларнă тавара сентре çине ытларах кăлармашкăн ыйтмалла. Чăваш хутлăхĕнче юлашки вăхăтра эрех-сăра завочĕсенчен иккĕшĕ вăй илнĕ май вĕсен таварне те хамăр патра ытларах сутмаллине тĕпе хурса муниципалитетсенче çак ыйтăва çивĕч çĕклемелле.

Сĕнÿсене тишкернĕ хыççăн шута илмеллисене уйрăммăн палăртса республикăн 2018-2020 çулсем валли хатĕрленĕ бюджет проектне пурте пĕр саслăн ырласа йышăнчĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать