Чĕлхене вĕрентес енĕпе пысăк улшăну çук

14 Ноя, 2017

Иртнĕ кăларăмсенче эпир чăваш чĕлхи пирки сăмах пуçарнăччĕ. Паян ЧР вĕрентÿ министрĕн çумне Алевтина Федоровăна чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ тата тăван чĕлхене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕрентесси пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр.

— Алевтина Николаевна, вĕрентÿ заведенийĕсенче тăван чĕлхене вĕрентесси мĕнлерех пулса пырать?

— Паян Чăваш Республикинче 444 шкул ĕçлет. Вĕсенче 134 пин те 500 ача вĕренет. Чăваш Енре чĕлхесене вĕрентме пур услови те пур. 227 шкулта пуçламăш классенче ачасене — чăваш, 16 пĕлÿ çуртĕнче тутар чĕлхипе вĕрентеççĕ. Виçĕ шкулта ачасем пĕлĕве ирçелле ăса хываççĕ. 198 шкулта 1-мĕш класран пуçласа вырăсла вĕрентеççĕ. <...> Республикăра чăваш чĕлхи урокĕсене вырăс чĕлхи шучĕпе нихăçан та вĕрентмен. Тăван чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме 4-6 сехет уйăрнă. Вырăс чĕлхиллĕ шкулсем чăваш чĕлхине 2-3 сехет вĕренеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн ача мĕнле тăван чĕлхе вĕренме кăмăл тунине палăртмалла. Кам мĕнле тăван чĕлхе суйланине кура ачасем икĕ е ытларах ушкăна пайланаççĕ. Çак ушкăнсене малтан ĕçленĕ учительсемех вĕрентеççĕ. <...>

2017 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсенчен 350-шĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытрĕç. Муркаш, Патăрьел, Канаш, Вăрнар районĕсенче 40-шер ачаран кая мар пулчĕ. Çулсеренех республикăра чăваш чĕлхи олимпиади иртет. 2017 çулта чăваш чĕлхи олимпиади пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче пулчĕ. Унта тĕрлĕ регионтан тата çĕршывран 300 ытла ача хутшăнчĕ. <...>

— Интернетра чăваш чĕлхине вĕрентесси пирки те чылай çыраççĕ. Лару-тăрăва уçăмлатмаллах пуль.

— ФГОСпа килĕшÿллĕн пирĕн шкулсенче «тăван чĕлхе» предмета пурин те вĕренмелле. Çак предмета вĕренмесен ачасем аттестат илеймеççĕ. «Тăван чĕлхе» предмета вырăсла тата чăвашла вĕренме пулать. Çакна ашшĕ-амăшĕн шухăшне шута илсе йĕркелеççĕ. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнипе Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн ăна пурин те вĕренмелле.

— Сас-хура тăрăх, чăваш чĕлхине вăйă, факультатив шайĕнче вĕрентме юрать.

— Чăваш чĕлхине факультатив шайĕнче вĕрентме пултараймастпăр, вăл тĕп предметсен шутне кĕрет. Ашшĕ-амăшĕн кăмăлне шкулсенче протокол е заявлени çырса шута илеççĕ. Çакна епле меслетпе тумаллине кашни шкул хăй татса парать. Чăваш Республикинче пурăнакансен чăваш чĕлхине пурин те вĕренмелле. <...> 5-мĕш класран пуçласа чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те тăван чĕлхе шайĕнче вĕрентнĕ чухне паллăсем лартаççĕ. Чĕлхене вĕрентес енĕпе пысăк улшăнусем пулмаççĕ. Малтан шкулсенче чăваш чĕлхине мĕнле вĕреннĕ, малашне те çавăн пекех вĕренĕç. Чăваш чĕлхине вĕрентме уйăрнă сехетсене кĕскетместпĕр, учительсене ĕçсĕр хăвармастпăр.

— Хăш-пĕр шкулта 5 кун вĕренмелли йĕркене куçнăран чăваш чĕлхи урокĕсене чакармаççĕ-и?

— Вĕренÿ организацийĕ эрнере миçе кун вĕренмеллине, мĕнле программăпа тата хăш вĕренÿ планĕпе ĕçлемеллине санитари нормисене пăхăнса хăй татса парать. Вĕренÿ стандарчĕсенче килĕшÿллĕн предмета вĕренме миçе сехет уйăрнă, çавăн чухлĕ вĕрентмелле.

— Калăр-ха: вĕренÿ учрежденийĕсенче тăван ен культурин предметне вĕрентессине пăрахăçламан-и?

— ФГОСа пăхăнма тытăннăран 1-7-мĕш классене тăван ен культурине ытти предметпа çыхăнтарса /интеграци мелĕпе/ вĕрентеççĕ. Çав сехетсене историе, географие кĕртнĕ. Вăтам классенче тăван ен культурине уйрăм предмет шайĕнче вĕрентеççĕ. Олимпиада та иртет.

— Вырăс программине пăхăнакан шкулсенчи аслă классенче паян чăваш литературине вырăсла вĕрентеççĕ. Мĕнле шухăшлатăр: çакă йĕркеллĕ пулăм-и?

— Чăваш шкулĕсенче 10-11-мĕш классенче тăван литературăна чăвашлах В.Г.Родионовпа Г.И.Федоров профессорсем хатĕрленĕ хрестомати-учебникпе вĕрентеççĕ. Вырăс шкулĕнче чăваш литературин пуянлăхĕпе вĕренекенсем куçарусем урлă паллашаççĕ.

— Шкул программине астрономи предметне кĕртесси пирки пĕлтернĕччĕ. Çакна чăваш чĕлхи урокĕсене хĕссе тумаççĕ-и?

— Хăш-пĕр шкул хăйĕн вĕренÿ программине кăçалтан пуçласа астрономи предметне кĕртрĕ. Ăна физика предмечĕн шучĕпе вĕрентеççĕ, чăваш чĕлхи сехечĕсем чакмаççĕ.

— Апла пулсан чăваш чĕлхине вĕрентес шай чакмĕ.

— Чăваш чĕлхине вĕрентесси йĕркеллех пулса пырать. Вĕрентекенсем уроксене çÿллĕ шайра ирттереççĕ. Халĕ паллă лартманнине шута илсе тата лайăхрах вĕрентмелле. Учительсем уроксене çĕнĕ меслетсемпе, вăйă мелĕсемпе усă курса йĕркелеççĕ. Çав вăхăтрах вырăс ачисен йышĕнче те чăваш чĕлхине юратса вĕренекенсем пур. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пире ачисем тăван чĕлхене юратса вĕренни пирки телефонпа шăнкăравласа калать. Ытти тăрăхран куçса килекенсем те чăваш чĕлхине вĕренмелли çинчен калаççĕ. Эпĕ çуркунне Вăрнар районĕнче пулнăччĕ. «Садиксенче чăвашла мĕншĕн вĕрентмеççĕ? Эпир урăх çĕртен куçса килнĕ, хамăр чăваш мар, анчах Чăваш Енре пурăнатпăр та ачасене чăвашла та вĕрентес килет», — тенĕччĕ пĕр амăшĕ тĕлпулу вăхăтĕнче.

— Çапла, халĕ садиксенче ытларах вырăсла программăпа вĕрентеççĕ.

— Ялсенче те, хуласенче те садикре ачасемпе ĕçлеме чăвашла тата вырăсла программăсем пур. Çав программăсемпе пурте усă курма пултараççĕ. Тулли верси...

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.