«Кайăк юрри те илемлĕрех кунта, сывлăшĕ те тасарах...»

10 Ноя, 2017

Чăваш Енре пурăнакан виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе Раççейри пекех çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн программипе, Чăваш Ен Президенчĕн «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» указĕпе тата «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн 2011 çулхи ака уйăхĕнчен тÿлевсĕр тивĕçтерме тытăннă. Патшалăх пулăшнипе тата хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çавăрма пултарнă çынсенчен пĕрисем — Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Тишаковсем.

«Ывăл-хĕрĕм — куç тулли телейĕм»

Ирина Николаевнăпа Алексей Николаевичăн иксĕлми пуянлăхĕ — ултă хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ. Аслисем, Ольгăпа Юлия, Шупашкарти Никольский ячĕллĕ колледжра информаци тытăмĕн специалисчĕсем пулма хатĕрленеççĕ. Павел, Софья, Федор, Матвей тата Мария шкулта ăс пухаççĕ, Верăпа Ирина садике çÿреççĕ. Каçсерен туслă çемье тăван киле пуçтарăнать. Хулари хваттере мар, паллах, ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе çĕкленĕ икĕ хутлă хăтлă çурта. Канмалли кунсенче вăл ачасен хаваслă сассипе янăраса тăрать. Тунсăхлама вăхăт çук вĕсен: аслăраххисем ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ, пĕчĕккисем те вĕсенчен юлмаççĕ. Хуçалăхĕ пысăк вĕт, кашнин валлиех ĕç тупăнать: 226 тăваткал метр лаптăка тасатса-тирпейлесе тăмашкăн амăшĕн вăхăт та çитес çук. Ахаль те кухньăран тухма пĕлмест вăл, кунĕпех апат янтăлать. Унсăр пуçне пахчара та ĕçлемелле, уйрăмах çурхи кĕрхи кунсенче: хăярĕ-купăстине хăйсем çитĕнтереççĕ. Кăçал çĕр çырли уйрăмах ăнса пулнă, хăмла çырлипе хурлăхан та тухăçпа савăнтарнă. Ахах-мерченĕн çиçекен чечек-çеçке çăвĕпех хăйĕн илемĕпе чуна тыткăнланă.

Арçын ачасем вара ашшĕ çумнелле туртăнаççĕ. Ылтăн алăллă Алексей Николаевич вĕсене платник ĕçне хăнăхтарать. Пысăк çурта чăн-чăн хуçа пек тытса тăмашкăн пĕчĕклех хăнăхмаллине ăса хывтарать.

Иринăпа Алексей йышлă çемьере çитĕннĕ, çапах çĕр ĕçĕпе аппалансах кайман. Хула çыннисене çакă кирлех те пулман. Халĕ, авă, иккĕшĕ те хуçалăха йĕркеллĕ тытса пырассине тивĕçлипе хаклаççĕ. Вĕрентсен упа та ташлама хăнăхать тенĕ евĕр, вĕсем те ăнăçтарса пыраççĕ. Чылай чухне амăшĕ, мăнукĕсен кукамăшĕ эппин, пулăшса, ăс парса тăрать.

«Çĕр айĕнчи шыв çывăхра пулнăран улмуççи чĕртме кансĕррине пăхмасăр йывăç-тĕм чылай лартрăмăр. Кайăк-сем те илемлĕрех юрланăн, сывлăшĕ те тасарах пулнăн туйăнать вĕсен хушшинче, — тет Ирина Николаевна. — Мария çут тĕнчене киличчен хулари хваттерте тĕпленнĕ вĕт эпир. Халĕ вара хамăра ятăн çуртра çăтмахринчен кая мар туятпăр. Ывăл-хĕре ирĕклĕ кунта, никама та кансĕрлеместпĕр, пире те чăрмантаракан çук». Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.