Чăваша кино урлă кăтартĕç

8 Ноя, 2017

"Чăваша тĕнче кино урлă пĕлнĕ", - терĕ Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков кăçалхи "Асам" фестивале халалланă пресс-конференцие уçнă май.

Аса илтерер: ăна хальхинче чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Фестиваль кăçал "Çеçпĕл" кинотеатрта  18 сехетре «FUGA» (12+)  фильмпа уçăлĕ. Кино ÿкересси тата кинофорума ирттересси укçа-тенкĕ енчен çăмăл маррине кура та пулĕ Олег Цыпленков пулăшакансене тав тунине чи малтанах палăртрĕ. Кунта вăл Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республикăн культура министрне Константин Яковлева, РФ Наци ĕçĕсен агентствине асăнчĕ. Фестивале ирттерме хыснаран 167 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçалхи программăра документлă 9, илемлĕ 7 тата мультипликацилле 2 фильм пулĕç. Вĕсене 18 номинацире хаклĕç. Жюри членĕсем пиллĕкĕн: Светлана Асамат, Леонид Трифонов, Юрий Сергеев, Николай Медведев тата Олег Цыпленков. Конкурса кĕмен ĕçсем те пулĕç. Ун пеккисем - 12.

Çĕнĕ ятсем пирки "Хыпар" издательство çурчĕ унччен те çырнăччĕ. Анчах Етĕрне районĕнчи Николай Федоров тем сăлтава пула хутшăнмĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Александр Шумов операторăн "Çавра çил варринче манăн кун" ĕçне вара хаклама май май килĕ.

Фильмсене "Çеçпĕл" кинозалта, "Чăвашкино" çуртĕнче тата Чăваш наци библиотекинче кăтартĕç. Тулли программăпа http://ru.avan-kino.com/a/news/84.html каçăпа иртсе паллашма пулать.

 

Рубрика: 

Комментировать