Çитес çул бюджетниксен укçи 4 процент ÿсĕ

7 Ноя, 2017

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планерка уяв-кану кунĕсене пула ку хутĕнче паяна куçрĕ.

Канашлăва Михаил Игнатьев çĕршыв Правительствин регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă темăсенчен пуçларĕ. Унта регионсен бюджечĕсене шайлашуллă тумашкăн федераци бюджетĕнчен дотацисем парса пулăшас ыйтусене тишкернĕ. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, республика çакăн валли пĕтĕмпе 10,6 миллиард тенке яхăн илĕ. Ларура регионсен хăйсен тупăшне пысăклатас енĕпе мĕнле ĕçленине хакланă. Ку енĕпе Чăваш Ен кăтартăвĕсем аван. Çапах Михаил Игнатьев çитес çул та Мускав пулăшăвĕ пысăк пултăр тесе халех çине тăрса ĕçлемеллине пайăррăн палăртрĕ.

Паян модель бюджечĕ текен ăнлав тавра калаçу нумай. Сăмах федераци укçине регионсен хушшинче нормативсене кура валеçесси пирки пырать. «Çавна май эпир илекен укçа хушăнмалла, анчах çухатакансем те пулаççĕ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Чылай регион вĕсен нефть, çĕр айĕнчи ытти пуянлăх çуккишĕн айăплă мар». Урăхла каласан шăпах нефть йышши пуянлăхпа мухтанайман субьектсене кÿрекен пулăшу пысăкрах пулмалла. Çĕршывăн çитес çулхи бюджечĕ шăпах çак принцип çинче никĕсленĕ. Анчах регионсен хăйсен чылай условие пурнăçламаллине те палăртаççĕ.

Кирек мĕнле пулсан та бюджетниксен ĕç укçине ÿстересси пирки иккĕленÿ пулмалла мар — вĕсен шалăвне çитес çул пуçламăшĕнче 4% пысăклатма республика бюджетне укçа çителĕклĕ хывса хăварнине ЧР Пуçлăхĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать