Коммуналлă «тĕпсĕр шăтăк»

Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем тĕп хулари «Коммуналлă технологисем» обществăпа миçе çул «çапăçаççĕ» ĕнтĕ — çак «вăрçă» вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Парăмсем чакма мар, ÿссе кăна пыраççĕ. Хĕле кĕрес умĕн парăмсен çивĕч ыйтăвĕ мĕнешкел хăрушлăхпа çыхăнни вара каламасăрах паллă.

Тĕп хулари тата Çĕнĕ Шупашкарти котельнăйсене, ăшă, электричество сечĕсене пĕрлештерсе çак предприятие, паллах, ырă тĕллевпе туса хунă. Анчах компание те ертÿçĕсем тĕлĕшпе ăнса пымарĕ, те урăх сăлтав — КТпа çыхăннă ĕç-пуç çине-çинех шăв-шав çĕклет. Ертÿçĕсем тенĕрен, хăй вă-хăтĕнче вĕсем çине-çинех улшăнса тăни шÿт те çуратнăччĕ: компани пуçлăхĕпе паллашса ĕлкĕрей-местпĕр — улăштараççĕ. Пирвайхи ертÿçĕсенчен пĕрне вун-вун миллион тенке «çухатнăшăн» уголов-лă майпа айăпласа хупса хунине те манман. Пысăк парăмсем капланнине пăхмасăр пуçлăх хăйĕн «замĕсен» шутне ÿстерни, вĕсем ĕç укçи, ытти енĕпе хăйсене кÿрентерменни пирки те ăнсăртран калаçмастчĕç пуль. Йĕплĕ карта леш енне лекнĕ пуçлăх халь ирĕкре ĕнтĕ, анчах «Коммуналлă технологисен» ыйтăвĕ çав-çавах ниепле те сирĕлеймест.

Паян КТ ыйтăвне республика ертÿçисен шайĕнчех тишкерме тивет. Сăлтавĕ — компани газшăн тÿлеменнипе çыхăннă парăм питĕ пысăкки. «Газпром межрегионгаз Шупашкар» общество пĕтĕмлетнĕ тăрăх — кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри ăшăпа тивĕçтерекен организацисен, ытти тытăмăн, уйрăм çынсен парăмĕ 1,8 миллиард тенке çитнĕ. Çак виçен пысăк пайĕ — 1,1 миллиард тенкĕ /71%/ — «Коммуналлă технологисен» тÿпи.

Иртнĕ эрнере прокуратура, Шалти ĕçсен министерствин, Федераци хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн, Шупашкар администрацийĕн представителĕсене явăçтарса ятарласа ирттернĕ канашлура ыйту çивĕчлĕхĕ куç кĕрет па-лăрчĕ. «Парăмăн çуррине яхăн пайĕ юлашки икĕ çулта хушăнни сисчĕвлентерет, — пăшăрханăвне пытармарĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Калама пулать: паян общество финанс енĕпе хăрушă лару- тăрура, хăйĕн обязательствисем тĕлĕшпе тÿлеме пултараймасть».

Компанин 2015-2019 çулсенчи инвестици программипе килĕшÿллĕн ăшă сечĕсене аталантарма 300 миллион тенкĕ хывмалла пулнă. 2015-2016 çулсенче вара инвестици программин укçипе 6% кăна усă курнă. Юсав ĕçĕсен планĕ пирки те çавнах каламалла. Çакăн валли кирлĕ укçана тарифсенче шута илеççĕ. Анчах пĕлтĕр тата виçĕм çул юсав программин тăкакĕсем 148 миллион тенкĕ кăна пулнă — тарифсенче палăртнин 48% чухлĕ. Урăхла каласан, халăхран пухакан укçа тарифĕсенче юсав тăкакĕсем пур, анчах ĕçĕ çук.

Çийĕнчен ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби тĕрĕслевсем ирттерсе компани ăшăпа тивĕçтермелли пулăшу ĕçĕсен хăй хаклăхне 2015 çулта 198 миллион тенкĕ чухлĕ ÿстерсе кăтартнине палăртнă. Çав вăхăтрах укçапа тирпейсĕр усă курни те куç кĕрет. Юристсене, бухгалтери енĕпе кÿнĕ консультацисемшĕн укçа хĕрхенмеççĕ — 2014-2016 çулсенче вĕсемшĕн 54 миллион тенкĕ тăкакланă. Тăкаксен тĕллевне палăртмасăрах пысăк кредитсем илнĕ. Юсав валли ямалли 397,6 миллион тенке обществăн финанс кăтартăвĕсемпе сăлтавласа шутран кă-ларнă, çапла майпа налук хумалли никĕсе пĕчĕклетнĕ. Пуçлăхсем хăйсен енчĕкĕшĕн тăрăшас йăла та кăкланман: бухгалтери докуменчĕсем тăрăх — управлени персоналне /9 тĕп менеджера/ çулталăкра 40 миллион тенкĕ патнелле тÿленĕ. Предприятин йывăр финанс лару-тăрăвĕ, тăкаклă ĕçлени вĕсен шалăвĕпе премийĕсене пĕртте витĕм кÿмест тейĕн. Малалла вулас...

 

Дмитрий НИКОЛАЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.