«Пĕр миллион тенкĕ памасан та Муркашах кайăттăм»

20 Окт, 2017

Муркаш районĕн тĕп больницине «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курса 27 çамрăк ĕçлеме вырнаçнă. 1 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнисен йышĕнче пĕлтĕр «Республикăри чи ăста çамрăк тухтăр» ята тивĕçнĕ Александр Григорьев та пур. Травматологра тата хирургра ĕçлекенскер вун-вун конкурса хутшăнса палăрнă, вăл çулленех вĕренÿ семинарĕсене çÿресе ăсталăхне ÿстерет, çапах таçта йыхравласан та Муркаш больницинчен каясси пирки шухăшламасть. Мĕнпе илĕртет ăна ял сыватмăшĕ? Çак тата ытти ыйтăва 30 çулти тухтăрпа сÿтсе яврăмăр.

Ашшĕн çулĕпе

— Александр, аçун çирĕп сăмахĕнчен пăрăнайманнипе тухтăра вĕренме тиврĕ-и?

— Чăннипех те, манăн атте — врач. Республикăн клиника больницинче вăй хурать. Эпĕ те ун пекех — хирург тата травматолог. Анчах çак çула эпĕ вăл хĕтĕртнипе суйламан. Мĕн пĕчĕкренех аттепе пĕрле ĕçе çÿренĕрен, тухтăр тивĕçĕсене курса ÿснĕрен, вăл чуна кĕрсе вырнаçнăран шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Урăх професси пирки эпĕ ĕмĕтленмен те.

— Аннÿ — республикипе кăна мар, тĕнчипе паллă çын. Спортсмен, ЧАССРăн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче спорт мастерĕ, çĕршыв тата тĕнче кубокĕсен çĕнтерÿçи, 5 километра утас енĕпе Европа тата тĕнче рекордсменки Александра Деверинская. Хăйĕн çулне суйламаншăн аннÿ кăмăлсăрланмарĕ-и?

— Спорт вăй-хала питĕ нумай илет. Мĕн пур вăхăта тенĕ пекех спорта пама тивет, çĕр çывăрман каç аннен темĕн чухлĕ пулнă. Çавăнпа хĕрхенчĕ пулĕ — мана спортра асаплантарас темерĕ. /Мĕн тери сăпайлăн калаçать Александр. Тухтăрăн та çĕр çывăрман каç темĕн чухлĕ-çке, медикăн та ĕçе чунĕпе парăнма тивет.-Авт./ Практика вăхăтне чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, часрах ĕçлес килетчĕ. Университет хыççăн Шупашкарти хула клиника больницине вырнаçрăм.

— Аннÿ — Патăрьел тăрăхĕнчен, аçу та Муркаш енчен мар. Унта мĕншĕн кайма шухăшларăн?

— 2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче «Земство тухтăрĕ» программа вăя кĕчĕ. Кун пирки радиопа хыпар илтрĕм те пĕр кана шухăшласа çÿрерĕм, нарăсра документсене хатĕрлесе патăм, пуш уйăхĕнче Муркаш районĕн тĕп больницинче ĕçлеме пуçларăм. Пытармастăп: унччен эпĕ вăл тăрăха кайса та курман, вăл ăçта вырнаçнине пĕлмен тесен те юрать. Коллектив килĕшрĕ, ертÿçĕсем кăмăллăн йышăнчĕç. Çавăнпа иккĕленмесĕрех тухса кайрăм. Аттепе аннене вара Муркаша куçса кайни пирки икĕ эрнерен кăна каларăм. Унччен виçсĕмĕрĕн пĕрле каçхи апата ларма май пулмарĕ. Вĕсем тĕлĕнчĕç, анчах сивлесе нимĕн те каламарĕç. Халĕ: «Эпир сана 1 миллион тенкĕ памастпăр. Мурка-ша ĕçлеме кай», — тенĕ пулсан пĕр сăмахсăрах килĕшĕттĕм. Ку тăрăха питĕ кăмăлларăм, вăл тата мана хапăл тунине туятăп. Малтанах 40 сотăй çĕр лаптăкĕ туянтăм, атте-анне пулăшнипе унта çурт лартрăм. Вĕсем те Муркаша килĕштерчĕç, çу кунĕсене унта ирттереççĕ. Кăçал салара хваттер туянтăм — малашлăх, çемье çавăрасси çинчен шухăшламалла-çке-ха.

Сумлă конкурсра çĕнтернĕ

— Районăн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Николай Кожевников эсĕ сумлă конкурсра çĕнтерни пирки мăнаçланса каласа кăтартнăччĕ.

— Республика, çĕршыв шайĕнчи нумай конкурса хутшăннă эпĕ. Ахăртнех, Николай Алексеевич Раççей, Беларуç, Украина тата Казахстан тухтăрĕсен хушшинче 2015 çулта иртнĕ ăслăлăх конкурсĕнче эпĕ 1-мĕш вырăн йышăнни çинчен каланă. «Пысăк шăмăсене сипленĕ чухне ортезотерапипе усă курасси» наука ĕçне пысăк хак пачĕç. Ăна эпĕ хам шухăшласа кăларнă, кулленхи ĕçре унпа анлăн усă куратăп. Малашлăхра патент илме ĕмĕтленетĕп. «Травматология и ортопедия» йышши сумлă журналсем эпĕ çырнă çичĕ монографие пичетлерĕç. Çав статьясемпе паллашнă хыççăн-ши — ĕçлеме йыхравласа Шупашкартан та, Хусантан та, Чулхуларан та, Мускавран та шăнкăравлаççĕ. Килĕшместĕп. Мĕншĕн тесен, каларăм ĕнтĕ, Муркаша, ку тăрăхра пурăнакан çынсене питĕ килĕштертĕм. Отпуск вăхăтĕнче аякри хуларан йыхравланипе кайкаласа ĕçлесе куртăм. Çав шутра — Мускавра та. Çапах та унта çынсем урăхларах.

— Манăн шухăшпа, çакă çынсем паян хăйсен прависене лайăх пĕлнипе çыхăннă. Тÿрех çăхав çырассипе хăратаççĕ. Çав вăхăтрах: «Районти больницăсене вилме кăна каймалла, питĕ япăх тухтăрсем ĕçлеççĕ», — тенине илтме тÿр килет. Çакă вĕчĕрхентермест-и?

— Енчен те чире пула шанчăкне çухатнă çыннăн тухтăрпа калаçнă хыççăн та кăмăлĕ уçăлмасть, чунĕнче ĕненÿ туйăмĕ çуралмасть пулсан ку тухтăр — чăн тухтăр мар. «Чире мар, чирлĕ çынна сиплемелле», — тенĕ Гиппократ авалах. Çапла, шанчăка çухатнă пациент çак тĕнчерен вăхăтсăр ка-ять. Ку тĕрĕсех, çавăнпа та чи малтан пирĕн çакна асра тытса ĕçлемелле. Пĕлместĕп, анчах Муркаш енче кун пек каланине эпĕ пĕрре те илтмен. Паллах, тĕрлĕ пациент пур. Эпир пурте çынсем-çке. Анчах ытларахăшĕ пирĕн патри сиплевпе кăмăллă пулнă пек туйăнать. Çакна фактсем те çирĕплетеççĕ. Енчен те тухтăрсем япăх сипленĕ пулсан пирĕн пата Козьмодемьянскран, Элĕк районĕнчен, ытти тăрăхран ятарласа пымĕччĕç.

Чĕрене те çĕлеме тивет

— Муркаш районĕ урлă М-7 автоçул тăсăлса выртать. Пурте пĕлетпĕр: федераци çулĕсем çинче авари тăтăшах пулать. Çул- йĕр çинчи пăтăрмахсенче аманнисене сирĕн пата илсе пыраççĕ-и?

— Халĕ вĕсене пурне те Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине илсе каяççĕ. Унчченхи çулсенче вара пирĕн пата та илсе пыратчĕç. Чăнах та, аварисенче çынсем хăрушла вăйлă сусăрланаççĕ. Шупашкара васкавлă çитерни лайăх, унти сыватмăшра медицина оборудованийĕ те ытларах, çавна май çыннăн пурнăçне çăлса хăварма та шанăç пысăкрах. Тĕрĕссипе, халĕ эпир те республика больницисен шайĕнче операцисем тăватпăр. Тата кăткăсрах операцисем тума та пултаратпăр, анчах оборудовани çителĕксĕр. Сăмахран, шăмăсен операцине ирттерме артроскоп, операци вăхăтĕнчех рентген тума С-дуга, диагностика витĕмне лайăхлатма томограф кирлĕ. Çакă вăхăта перекетлеме, сиплеве лайăхлатма май парĕччĕ. Юлашки вăхăтра сывлăх сыхлавне питĕ пысăк укçа уйăраççĕ, пирĕн больница та çĕнĕ йышши оборудованипе самай пуянланчĕ. Çак ĕç малалла тăсăласса шанатăп.

— «Тухтăршăн чи хăрушши — хирург çĕççи айĕнче куçне яланлăхах хупнă пациентăн тă-ванĕсене усал хыпар пĕлтересси» теççĕ…

— Телее, çичĕ çул ĕçлетĕп пулсан та манăн операци вăхăтĕнче никам та вилмен. Ун пекки ан пултăрччĕ. Пĕр операцире вара хытах сехĕрленнĕччĕ, ун чухне пăшалтан пенипе сусăрланнă çап-çамрăк йĕкĕте пулăшма тиврĕ. Пуля чĕринех лекнĕччĕ, ăна çĕлерĕм. Мухтав Турра, вăл пурнăçран уйрăлмарĕ, ура çине тăчĕ.

Ÿркенмелле мар çеç

— Юлашки вăхăтра мĕн пур чир «çамрăкланнине» палăртаççĕ…

— Ку чăнах та çапла. Шăмă сыпписен, çурăм шăммин чирĕсемпе аслă ÿсĕмрисем кăна мар, яшсем те нушаланаççĕ. Ытларах чухне çынна сахал хускални, ларса ĕçлемелли çĕрте вăй хуни, курпунланса çÿрени шар кăтартать. Халăх мелĕпе сипленсе чире шала яни те пăшăрхантарать. Чылайăшĕ малтан, каçарăр та, шăкпа сипленет, ларайми-утайми пулсан кăна пирĕн пата килет. Халăх медицинин ырă витĕмĕ çук мар, анчах авалхи меслетсемпе сипленме тытăниччен тухтăрпа канашламаллах, специалист çеç диагноза тĕрĕс палăртĕ, мĕнле сипленмеллине вĕрентĕ.

— Тĕллевÿсемпе паллаштарсам.

— Тухтăрăн пĕр самантлăха та вĕренме, пĕлĕвне тарăнлатма чарăнмалла мар. Малалла вулас...

 

Комментарии

"Сыватмаш" - ??? е "Сываташ"

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.