Çула тухсан та хÿтлĕх кирлĕ...
Пирĕнтен кашни — пассажир, çăмăл автомобиль хуçисемсĕр паллах: эрне варринче ĕçе васкатпăр-и е киле таврăнатпăр-и, канмалли кунсенче тăван яла е сад-пахчана пуçтарăнатпăр-и — чарăнура общество транспортне кĕтетпĕр.
Çула тухнă çыннăн кун пек чухне çур сехетренех чăтăмлăх пĕтет. Чăвашавтотранспорт предприятийĕн автобусĕсем юлашки вăхăтра рейсра сайра-хутра кăна курăнкаланă май, хак-тариф çинчен шухăшласа тăмасăрах, пырса чарăннă пĕрремĕш «маршрутка» салонне кĕрсе ларма васкатпăр.
Кун пек транспорт вара тĕп хулара кăна мар, районсен хушшинчи çулсенче те пайтах.
Общество транспортне кал-кал ĕçлеттерессипе, çула тухнă пассажирсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене республика ертÿлĕхĕ тĕрĕслесех тăрать. Иртнĕ эрне вĕçĕнче йĕркеленĕ ĕçлĕ канашлура транспортри лару-тăрăва уйрăммăн тишкерни те çакна çирĕплетет. Унта хутшăннисем автомобиль транспорчĕпе пассажирсене йĕркелесе тăракан тата йĕркелесе тăман тарифсемпе илсе çÿрессине сÿтсе явнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, йĕркелесе тăман тарифсемлĕ маршрутсенчи çÿрев хакĕсем тĕлĕшпе республикăра пурăнакансем кăмăлсăрланни час-часах пулать. Çакна вăл тĕслĕхпе çирĕплетнĕ: Шупашкартан Çĕрпĕве çитмелли билетшăн 50, 70 е 100 тенкĕ тÿлеттерекен те пур.
Михаил Игнатьев пассажирсем илсе çÿрессине çирĕп тĕрĕслесе тăмашкăн, маршрутсенче конкуренци туса хумашкăн кирлине асилтернĕ. Республика Правительствин пассажирсене йĕркелесе тă-ракан тарифпа илсе çÿрессине планламалли документ хатĕрлемелле тата йышăнмалла.
ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра хальхи вăхăтри автобуссен 596 маршрутĕнчен 12 проценчĕ кăна йĕркелесе тăман тарифлисем шутланаççĕ.
Федераци саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе тăракан тата йĕркелесе тăман маршрутсене палăртмалли нормативлă тапхăр пур. Министр регионта транспортпа тивĕçтерессине йĕркелес ыйтусене тĕрĕслесе тăма май паракан документа хатĕрлеме тытăннине пĕлтернĕ, шутлавăн пĕрлехи меслетлĕхне 2018 çул пуçламăшĕнче çирĕплетме шантарнă.
Сăмах май, ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ тариф хулаçум çÿревĕнче укçан тÿлесен 2,62 тенкĕ/километрпа танлашать, электронлă майпа — 2,09. Шупашкартан Çĕрпĕве çитмешкĕн 93,74 тенке ларать. Асăннă маршрута Чăвашавтотранс транспорчĕ тата Г.Софронов уйрăм предприниматель тивĕçтереççĕ. Бизнес çыннин тарифĕ — 81 тенкĕ. Унсăр пуçне Çĕрпÿсем хула çумĕпе иртекен пассажир транспорчĕпе те усă кураççĕ: кун пек чухне билетшăн 70 тенкĕрен пуçласа 86 таран кăларса хумалла.
ЧР Пуçлăхĕн контрольпе общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн ертÿçи Алексей Метелкин шухăшĕпе, йĕркелесе тăман тарифсемпе ĕçлекенсем пассажирсене чылай чухне билет татса памаççĕ, налук тÿлемеççĕ, электронлă тÿлев валли салонра терминал вырнаçтарман, çавна май çÿревĕ те йÿнĕ.
Оперативлă рейдсем ирттерни хăшĕ-пĕри предпринимательлĕх йĕркелеменнине, теприсем налук хумалли никĕс шутланакан статистика кăтартăвĕсене пĕчĕклетсе кăтартнине уçăмлатма пулăшнă.
ЧР Транспорт министерствин сотрудникĕсем пассажирсене илсе çÿрекенсем саккуна пăхăннине вырăна тухса 162 /«Кÿкеç- Шупашкар»/, 173 /«Шупашкар- Çĕрпÿ»/, 145к /«Шупашкар-Мамка»/, 112 /«Муркаш-Шупашкар»/, 536 /«Шупашкар-Ваçкасси»/, 548 /«Шупашкар-Йÿçкасси»/ маршрутсем тăрăх тĕрĕсленĕ. Тарифсене чылайăшĕ пăхăннă пулин те йĕркене пăснă 2 тĕслĕхпе административлă материал хатĕрленĕ.
ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 4 муниципалитетра /Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Тăвай тăрăхĕсенче/ пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелемен, асăннă ыйтăва муниципалитетсен хушшинчисем тивĕçтереççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Куславкка, Красноармейски, Вăрмар тата Етĕрне районĕсенче тарифсем çирĕплетнĕ, тепĕр 16 муниципалитетра йĕркелесе тăманнисемпе усă кураççĕ. Малалла вулас...
Комментировать