Ял кинофестивалĕпе ялтан яла çÿреççĕ

18 Окт, 2017

Çак кунсенче пирĕн республикăра "Пирĕн аннесем, пирĕн аттесем" ял кинофестивалĕ иртет. Тунтикун, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, уçăлнăскер пилĕк куна пырать. Аса илтерер: пирĕн тăрăхра ку фестивале кăçал виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Ăна "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕ тата электрон документацин архивĕ пуçарнă.

Кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалланă май кинокартинăсене те çавна кура суйланă: "Мамы", "Отцы", "Дневник мамы первоклассника", "Дочь", "Страна хороших деточек". Фильмсене киномобильпе пĕр вырăнтан тепĕр çĕре илсе çÿреççĕ. Пилĕк кунта Шупашкар, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсене çитме палăртнă.

Шупашкар районĕнчи Çĕньялти культура çуртне (киномобиль чи малтанах унта çитнĕ) ватти те, яшши те пуçтарăннă (сăн ÿкерчĕкре). Кино курма пынисене маларах асăннă киностуди директорĕ Николай Медведев саламланă. Çĕньялсене 2012 çулта ÿкернĕ "Мамы" кинона кăтартнă. Ĕнер кинофестиваль Элĕкре ĕçленĕ. 

 

Рубрика: 

Комментировать