Шупашкарти 176 çемье савăнăçĕ: юрăхсăр çуртран вĕсем çĕннине куçрĕç

13 Окт, 2017

Шупашкарта пурăнакан шăпах çакăн чухлĕ çемье паян авариллĕ çуртран çĕннине, пур енĕпе те хăтлине, Магницкий урамĕнчи 10-мĕш çурта пурăнма куçĕ. Кирпĕчрен хăпартнă 9 хутлă çурт тĕп хулари кивĕ, пурăнма юрăхсăр 30 çуртри хула çыннисене йышăнĕ.

Савăнăçлă çак саманта вĕсемпе пайлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç. Вĕсем Ярчеевсен, Петуховсен, Николаевсен, Зайцевсен, Клягинсен, Андреевсен, Хаджиевсен, Артемьевсен тата ыттисен çемйисене хваттерсен çăра уççисене пачĕç.

Михаил Васильевич Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсен пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă мерăсем çинчен» указне пурнăçа кĕртсе республикăра 2013-2017 çулсенче 12860 çынна хăтлă хваттерпе тивĕçтернине, вĕсенчен çуррийĕ Шупапашкарта пурăнакансем пулнине палăртрĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме федераци тата республика бюджечĕсенчен 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрса панă.

  • Магницкий урамĕнчи 10-мĕш çурт — республикăн тăватă çула тăсăлнă «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă авариллĕ пурăнмалли фондран куçарасси» адреслă программине пурнăçа кĕртессине вĕçлесе пыракан тăваттăмĕш тапхăртан пĕри. Асăннă çурта тума 192 миллион тенкĕ уйăрнă.

ШУХĂШ

Михаил ИГНАТЬЕВ, ЧР Пуçлăхĕ:

Авариллĕ çуртсенчен хăтлисене куçарасси çакăнпа чарăнса лармасть. Çĕршыв шайĕпе çĕнĕ программа йышăнĕç, ăна 2019 çулта пурнăçа кĕртме пуçлĕç. Эпир те унта хастар хутшăнăпăр.

Галина ПЕТУХОВА, çĕнĕ çуртра пурăнма пуçлакан:

Çак куна 1993 çултанпа кĕтнĕ эпĕ. Ку таранччен Щорс урамĕнчи 45-мĕш йывăç çуртра, иртнĕ ĕмĕр варринче тунăскерте, пурăннă. Туалет та, шыв та урамраччĕ. Халĕ çăтмахри пекех. Тавах республика, çĕршыв ертÿçисене.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать