Шуррине хуратаççĕ, е Çĕнĕ Шупашкарти полигона мĕншĕн хурласшăн?

13 Окт, 2017

Юлашки вăхăтра республикăри хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕнче Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяшсен полигонĕнче каяшсене вырнаçтармалли йĕркене пăсни пирки темиçе материал та кун çути курчĕ. Мĕн амакĕ? «Каяшсен управленийĕ» акционерсен обществи аванах ĕçлесе кайнăччĕ-çке, унăн ĕçне ытти регион валли тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатчĕç. Шăв-шавĕ сăлтавсăр иккен, анчах шуррине хура тĕслĕ кăтартни такама кирлĕ пулас...

Тĕрĕссипе, çав шăв-шав кăçалхи авăн уйăхĕн варринче ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви Халăх фрончĕн регионти штабĕн представителĕсем валли полигонта «экскурси» ирттернĕ хыççăн çĕкленчĕ. «Фронтовиксем» унта пулса курнă хыççăн саккуна пăсни пирки МИХсене евитлерĕç: кунта илсе килекен каяшсен пĕр пайне сортламасăр-суйламасăрах полигона тăкаççĕ, ĕçĕн тивĕçлĕ кăтартăвĕсемпе паллашмалли документаци çук имĕш, ытти çитменлĕх те пайтах иккен. Чăннипе вара...

Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районĕ валли «Йăлари хытă каяшсене тирпейлесси тата пытарасси» проектпа килĕшÿллĕн тунă полигон тивĕçлĕ лицензипе ĕçлет. Чăнах та, тепĕр хут усă курма май пур каяшсене уйăрмашкăн ятарлă площадкăна тăкмасăр тÿрех пытарма яракан каяшсем те пур. Вĕсем — каяшсен суйланчăкĕ (инертлă материалсем). Тата — брикетлама, пралукпа çыхма май çук пысăк габаритлă каяшсем. Пысăк япаласене вакланă-тĕпретнĕ хыççăн пулакан каяшсене вырнаçтарассине проектра палăртман.

Çав материалсемпе каяшсене пресласа хатĕрленĕ брикетсен хушшинчи хушăксене тултарма усă кураççĕ. Суйланчăка тата пысăк габаритлă япаласене вакланă май пулакан каяша бульдозерпа тĕртсе сапалаççĕ те катокпа пусараççĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкартан кÿнĕ, апат-çимĕç юлашкисене контейнерсенче нормăран вăрахрах тытнă май çĕрме пуçланă каяшсене те суйламасăр-сортламасăр вырнаçтараççĕ. Ку — рабочисем чирлесрен сыхланмашкăн ирĕксĕртен йышăннă мера. Министерство специалисчĕсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, каяшсене вырнаçтармалли вырăн тавра брикетсем купаласа тухни те каяшсене пытармалли лаптăкăн архитектурăпа конструкци кăтартăвĕсене пăсмасть. <...>

Журналистсем унтан тухма пĕлмеççĕ теме те юрать. Çак йĕркесен авторĕ те темиçе хут пулнă. Юлашки хут çулла кайнăччĕ — метала, пластике, усăллă ытти каяша суйласа тепĕр хут усă курма хатĕрленине курса «мĕнешкел предприяти, мĕнешкел ырă ĕç тăваççĕ!» тесе савăннăччĕ. Хăй вăхăтĕнче полигон ĕçне Раççей Хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕ Николай Патрушев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, РФ строительство министрĕн заместителĕ Андрей Чибис, ыттисем пысăк хак панăччĕ. Пĕтĕмпех куç умĕнче темелле.

<...> Çак кунсенче вара республика прокуратури те МИХсенче асăннă çитменлĕхсем тĕлĕшпе тĕрĕслевсем ирттерни пирки хыпарларĕ, унăн пресс-служби пире вĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕрĕслевсене Росприроднадзор, Роспотребнадзор, Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин специалисчĕсене, экологи енĕпе ĕçлекен общество организацийĕсен представителĕсене явăçтарнă — объективлăх тĕлĕшпе иккĕленÿ пулма пултараймасть.

Документсем йĕркеллĕ: тивĕçлĕ лицензи пур, полигонăн проект документацийĕ тĕлĕшпе патшалăх экологи экспертизин комиссийĕ ырласа пĕтĕмлетÿ панă. <...> Апла пулин те прокуратура «Каяшсен управленийĕн» ĕçне малашне те çирĕп сăнаса тăма шантарать. Тулли верси...

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.