Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Университетра 46 çĕршыв çамрăкĕсем ăс пухаççĕ
Ÿссен кам пуласси пирки пирĕнтен кашниех пĕчĕк чухнех пуç ватма тытăнать. Аслă классенче хамăр каяс вĕренÿ учрежденине суйлама пуçлатпăр. Пĕрисем ют хулана талпăнаççĕ, теприсем тăван республикăрах юлаççĕ. Чăваш Енри аслă шкулсенчен пĕри, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, уçăлнăранпа кăçалхи çурла уйăхĕнче 50 çул çитрĕ. Сумлă юбилее палăртакан университет ректорĕпе Андрей Александровпа вĕренÿ заведенийĕн ĕнерхи ĕç-хĕлне, паянхи талпăнăвне, малашлăх ĕмĕтне тишкертĕмĕр.
Тивĕçĕ — чун киленĕçĕ те
— Андрей Юрьевич, этемшĕн 50 çул — пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Ку вăхăтра пирĕнтен чылайăшĕн ачисем ÿссе ура çине тăнă, çав вăхăтрах вăй-хал та тапса тăрать. Вĕренÿ учрежденийĕшĕн çур ĕмĕр мĕнлерех тапхăр-ши?
— Çул пирки каласан çур ĕмĕр, чăн та, нумаях та мар. Уйрăмах — вĕренÿ учрежденийĕшĕн. Тĕнчери малтанхи университетсем темиçе çĕршер çултине шута илсен пушшех те. Пирĕн вĕренÿ учрежденийĕн çулне кĕçĕн класри ача çулĕпе танлаштарма пулать. Пуçламăш шкулта вĕренекен-сен ÿсĕмĕнче кăна пулин те Чăваш патшалăх университечĕ сулмаклă утăмсем тума ĕлкĕрчĕ, çĕршывăн вĕрентÿ тытăмĕнче те ăна пĕлеççĕ. Пирĕн аслă шкул Мускаври энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн никĕсĕ çинче /ăна вăл вăхăтра А.А.Федоров ертсе пынă/ уçăлнă. Тĕрлĕ çулта университета С.Ф.Сайкин, П.А.Сидоров, Л.П.Кураков, В.Г.Агаков тивĕçлипе ертсе пынă.
— Сирĕн биографие тишкерсен кун-çулăр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа тачă çыхăнни курăнать, кунтах вĕреннĕ, ĕç кĕнекинчи пĕрремĕш йĕркене те кунтах çыртарнă. Апла пулсан çак вĕренÿ заведенийĕ сирĕншĕн çывăх. Университет та сирĕн куç умĕнче улшăннă…
— Университетпа 1983 çулта çывăхлантăм. 2 çул хĕсметре пулнине тата республикăн Патшалăх Канашĕнче 2 çул ĕçленине шута илмесен вĕçĕмех кунта: студент, преподаватель, ректор. Маншăн кунти тивĕçĕм — ĕç те, чун киленĕçĕ те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80- мĕш çулĕсенчен пуçласа паянччен çĕнĕ корпус нумай тунă, çĕнĕ факультетсемпе кафедрăсем уçăлнă, студентсене саманапа килĕ-шсе тăракан вĕренÿ стандарчĕсем тата технологийĕсем ыйтнă пек ăс пама пуçланă, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çыхăну тытасси самай урăх шая куçнă.
— Ректор пулма сире 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Студентсен активĕ» конкурсра пĕлтĕр «Çулталăк ректорĕ» пулса тăтăр. Тĕрлĕ шайри чыслава, хисеплĕ ятсемпе наградăсене епле йышăнатăр?
— Лăпкăн тата философла. Патшалăх е общество наградисемпе хисеплĕ ятсене тивĕçме, паллах, чыслă та кăмăллă. Вĕсене илекенсен хăйсене тĕрлĕ çĕрте кăтартма тивет. «Çулталăк ректорĕ» ята илме мана студентсем «Ректор — студентсен тусĕ» номинацире сĕннĕ. Кун пирки эпĕ кайран çеç пĕлтĕм. Çамрăксемпе ялан пĕрле пулма тăрăшнă май спорт лапамĕнче, ЧПУн культура çуртĕнче, ытти çĕрте вĕсемпе курнăçатăп, калаçатăп, савăнăçĕ-пăшăрханăвне итлетĕп.
— Студентсем хăйсем пуçарнă терĕр те — унашкал хăй тĕллĕнлĕхе епле хаклатăр?
— Паянхи студент — ыранхи специалист. Унăн хушнă ĕçе çеç туса лармалла мар, пуçарулăх кăтартмалла. Ун пеккисене производствăра та юратаççĕ. Усăллă, лайăх, ырă сĕнÿ пама пултарсан пушшех хаклаççĕ. Эпир те хамăрăн хастар студентсене пур енлĕн хавхалантаратпăр.
Ĕçлеме те хăнăхаççĕ
— Университетăн юлашки çулсенчи пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсенчен хăшне уйрăммăн палăртнă пулăттăр?
— Партнер-предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлессине вăйлатрăмăр: халĕ пирĕн никĕс кафедра — тăваттă. Электроаппаратура заводĕнче, «ЭКРА» предприятире, «Кей-системс» IT-фирмăра, «Миконт» трактор завочĕн конструктор подразделенийĕнче вĕрентÿ класĕсем пур. Унта студентсем производствăра ĕçлеме хăнăхаççĕ. Эпир Раççей шайĕнчи темиçе гранта çĕнсе илтĕмĕр. <...>
Хамăр патра паха пĕлÿ илччĕр
— Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пуçланă хыççăн шкул пĕтерекенсем валли урăх регионсенчи — Мускаври, Питĕрти, Хусанти — сумлă аслă шкулсене кĕме çул уçăлчĕ. Çамрăксене хамăр патрах хăварас тесен мĕн тумалла?
— Çĕршыври тата чикĕ леш енчи ят-сумлă вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илме ăнтăлни — çын хăйне сума сунине палăртакан йĕркеллĕ пулăм. Юта талпăнакансем пирки начар калаçма ирĕк çук. Тивĕçĕмĕр — хамăр регионта та паха пĕлÿ парасси, ĕçе вырнаçсан специалистсене тивĕçлĕ шалу тÿлесси. Аякка тухса каякансем çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те пур, унран тĕлĕнме кирлĕ мар.
— Паха пĕлÿ терĕр те, ăслă-тăнлă та пултаруллă студентсем вĕрентсе кăларас тесен преподавательсен пĕр вырăнта тăпăртатмалла мар, вĕçĕмех аталанмалла, темиçе теçетке çул каялла пĕлÿ илнипе çырлахни вырăнсăр…
— Аслă çулти преподавательсене, университет йĕркеленнĕ вăхăталлах ĕçлеме пуçланисене, питех те хаклатпăр. Сумлă ĕçченсене çамрăк преподавательсене наставник пулса ăс пама ыйтатпăр та çак тивĕçе чунран пурнăçлаççĕ. Никĕс наукăсене — математикăна, физикăна, химие — вĕрентесси унчченхиллех юлнă. Çав вăхăтрах квалификацие ÿстерсе пымаллине пирĕн преподавательсем аван пĕлеççĕ. <...>
— Аслă шкулăн малашлăх планĕсенчен хăшĕ чи малтан пурнăçламалли?
— <...> Паянхи кун интерактивлă тата дистанци мелĕпе вĕрентессине йĕркелемелле. <...>
— Аякрисем Чăваш Ене вĕренме килеççĕ-и?
— Пирĕн университетра çĕршывăн 69 регионĕнчи 17 пине яхăн тата 46 ют çĕршыври 1400 çамрăк пĕлÿ пухать. Мĕн пур студентран 15-20 проценчĕ — ытти регионтан. Кÿршĕллĕ Мари Элпа Тутарстанран пуçласа çурçĕртен тата Чукоткăран килнисем те пур. ЧПУна вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа суйлаççĕ: пĕлĕшĕсем е тăванĕсем ырланăран, аслă шкул Раççейри вĕренÿ заведенийĕсен сумлă йышне лекнĕрен, çывăх çыннисем пирĕн республикăра пурăннăран… <...>
Комментировать