Халĕ ял та хула пекех
Чăваш Республикин аял енчи чиккинче вырнаçнă Шăмăршă тăрăхĕ ытарайми хитре тавралăхĕпе илĕртет. Талккишпе сарăлса ларакан вăрман-ката район пуянлăхĕпе мăнаçлăхĕ пулса тăнă. Шăмăршă районĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Çак кунсенче Шăмăршăсем район юбилейне паллă тума канупа спорт паркне пухăнчĕç.
Уяв сцени çинчен район ертÿçисем Владимир Денисовпа Менир Хамдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн заместителĕ Владимир Кузюков, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев сăмах илчĕç.
— 90 çулта пирĕн районăн кун-çулне вун-вун ырă пулăм çырăнчĕ. Района аталантарас тĕллевпе предприяти- организаци ертÿçисем, вăрçă ветеранĕсем, колхозниксем, вĕрентекенсемпе врачсем тата тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсем вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Паянхи кун пирĕн районта ял хуçалăхĕ ура çинче çирĕп тăрать, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, килсене шыв кĕрет, çулсем такăрланаççĕ, — терĕ Владимир Васильевич район çыннисем маттур та ĕçчен пулнине палăртса.
Уявра район хастарĕсемпе ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Сăмахран, «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята виçĕ çын тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри — Тури Чаткасри «Восход» колхоза 23 çул ертсе пынă Михаил Ухваркин. «Эпир ĕçленĕ чухне инфратытăм япăх аталаннăччĕ. Колхозниксен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе сахал мар ырă ĕç турăмăр. Ял халăхĕн вăйĕпе клуб, ача сачĕ, ферма çĕкленчĕ. Кĕпер те хутăмăр. Пур ĕçе те ял-йышшăн турăмăр», — иртнине аса илчĕ 87-ри ветеран.
Уява республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем килсе çитнĕ. Юбилейре Тутарстанри Çĕпрелсем те савăнчĕç. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн коллективĕ те — драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев, Александра Зайцева тата Евгений Урдюков артистсем /пурте вĕсем ку тăрăхра çуралса ÿснĕ/ пушă алăпа килмен.
— Юлашки çулсенче Шăмăршă районĕ самай улшăнчĕ: хитреленчĕ, çĕнĕ çуртсемпе пуянланчĕ. Шăмăршă ялĕ те хула пекех ÿссе кайрĕ. 50 çул каялла кунта çулсем те çукчĕ. Ун чухне Канаш станцине трактор çуни çине ларса каяттăмăр. Пурнăç условийĕ лайăхланать пулин те халăх хухса пырать. Çамрăксем хуланалла тухса кайни, ялсенче ача-пăча йышĕ чакни питĕ пăшăрхантарать. Çынсем вырăсланса пыни те, тăван чĕлхерен ютшăнни те шухăшлаттарать. Çуралнă тăрăхалла ялан чун туртать. Мускавра-и, Шупашкарта-и — Шăмăршă пек çывăххи çук, — терĕ Валерий Николаевич.
Шăмăршăсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕ. «Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ÿснĕшĕн мухтанатăп. Пирĕн районтан республика ят-сумне çÿле çĕкленĕ паллă çын сахал мар тухнă. Шăмăршă районĕ паянхи кун аван аталанса пырать. Малашне те район экономики çирĕп пуласса, çĕнĕ проектсем халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшасса шанатăп», — терĕ Татьяна Геннадиевна пурне те «Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан чăваш хаçат-журналĕпе туслашма сĕнсе.
Спорт лапамĕсенче хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Тимĕр вăййине юратакансен турнирĕнче Шăмăршă, Карапай Шăмăршă тата Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕсен командисем мала тухрĕç. Кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕнче тĕп парнене — такана — Денис Ермолаев çĕнсе илчĕ. Лашасен тупăшăвĕсенче Патăрьел тăрăхĕнчи Альберт Хамбитовпа унăн чи çывăх тусĕ Фаянс тата Комсомольски районĕнчи Николай Пыркинпа Пафос лаши çĕнтерчĕç. Тулли верси...
Комментировать