Яппун профессорне чăваш мунчи килĕшнĕ
Пин-пин çухрăмра вырнаçнă Япони çĕршывĕпе пире, чăвашсене, мĕн çыхăнтарать? Тĕрĕссипе, эпир çак çĕршыва вырăссем хыççăн Япони теме хăнăхнă, ку тĕрĕсех мар иккен: хăйсем Ниппон теççĕ, апла пулсан çапла калани вырăнлăрах. Ниппонсем Ниппон çыннисем чăвашсем пекех ĕçчен, тарават, пуçтахланса çÿренине килĕштермеççĕ. Ĕçченлĕхпе, йĕркене пăхăнма хăнăхнипе Раççейрен 45 хут пĕчĕк çак çĕршыв планетăмăр çинче технологи аталанăвĕпе чи малтисен йышĕнче. Кам тиркетĕр ниппонсем туса кăларнă япалана?.. Технологи наукăсăр аталанаймасть. Индустрие çĕклеме гуманитари наукисем те тивĕçлĕ шайра пулмалла, çав шутра хутшăну хатĕрне — чĕлхене — тĕпчекенни те. Нумаях пулмасть Чăвашра ĕçлĕ çÿревпе Токиори Ют чĕлхесен университечĕн профессорĕ Синдзиро Казама пулчĕ. Унпа ниппонсемпе чăвашсем пирки сăмах ваклама май килчĕ.
— Синдзиро Казама, эсир чăвашсен калаçу чĕлхине диктофонпа çырса илетĕр. Мĕн тĕллевпе?
— Ют чĕлхесене тĕпчетĕп. Çак тĕллевпе тĕрлĕ çĕршыва тухса çÿреме пуçлани 30 çул ытла ĕнтĕ. Чылай халăх калаçăвне çырса илтĕм. Вĕсене чĕлхе тытăмĕ тĕлĕшĕнчен, сасăсен пулăвĕ енчен тĕпчетпĕр. Вăл кăткăс ĕç, пĕр-икĕ сăмахпа калаймăн. Чăвашра та халăх калаçăвĕн тĕрлĕ диалектне районсем тăрăх çÿресе çырса илтĕм. Этнографи материалĕсем пуçтартăм. Çак ĕçе тума чăваш хастарĕсем пулăшрĕç, тавах вĕсене.
— Хăш çĕршывсене çитсе куртăр, Раççейре миçе хутчен пултăр?
— Раççейре нумай хутчен пултăм. Хакас, тыва, бурят, нанай, удегэ, эвенк тата сахал йышлă ытти халăхăн çĕрĕсене ĕçлĕ çÿревпе темиçе те кайрăм, вĕсен калаçу чĕлхине пуçтартăм. Чи малтанхи командировкăсем Раççейĕн Инçет Хĕвел тухăçĕнчи тăрăхĕсенче иртрĕç. Чăвашра пĕрремĕш хут пĕлтĕр пулнăччĕ. Монголи, Китай, Корея, Турци çĕршывĕсенче те ĕçленĕ. Ют çĕршывсене 100 ытла хутчен кайма тивнĕ. Хăш-пĕр çĕрте уйăхĕ-уйăхĕпех ĕçленĕ.
— Вырăсла калаçатăр, çыратăр… Унсăр пуçне миçе ют чĕлхе пĕлетĕр? Хăш чĕлхепе ытларах хутшăнма тивет?
— Ниппон чĕлхисĕр пуçне акăлчанла, китайла, нанайла, удегэйла, корейла, турккăлла, вырăсла пĕлетĕп. Нанай чĕлхине нумай тĕпчерĕм, ăна вырăслинчен те аванрах пĕлетĕп. Раççейре ытларах вырăсла калаçма тивет.
— Чăвашла та кăштах пĕлетĕр, лайăхрах вĕренес килет-и?
— «Вĕренмелле, вĕренмелле, вĕренмелле», — тесе Владимир Ленин каланă пек, ялан вĕренетĕп, чăвашла та вĕренесшĕн-ха, тепĕр çул та Чăваша килме палăртрăм. Турă пулăшсан килĕп.
— Ниппон халăхĕ мĕнле тĕне пăхăнать?
— Синтоизма тата буддизма.
— Чăвашсем Алтай çемйинчи чĕлхесен йышне кĕнине çирĕплетеççĕ ăсчахсем. Хăшĕ-пĕри унта китай, ниппон чĕлхисене те кĕртет. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?
— Кунашкал теори пур, анчах ăна наука енчен çирĕплетмен. Эпĕ Чăваша килнин тĕллевĕ те çакăнпа çыхăннă.
— Раççей нумай нациллĕ çĕршыв, Ниппонра ытти халăх пур-и? Ниппонсем Раççейре тĕрлĕ халăх пурăннине пĕлеççĕ-и?
— Ниппон — пĕр нациллĕ. Ниппонсем унта — 99% ытла. Пирĕн те диалектсем пур паллах. Тĕп халăхсенчен тепри — айн халăхĕ. Анчах вĕсем халĕ питĕ сахаллăн юлнă, айнла калаçакан темиçе çын кăна. Вĕсен культури, сăмах май, пачах урăхла. Çи-пуçĕ те, йăли-йĕрки те пирĕннинчен уйрăлса тăрать. Ахаль çынсем, ют çĕршывсене пĕлменнисем тейĕпĕр, пирĕн çĕршыв пĕр чĕлхеллĕ пулнăран- тăр, Раççейре вырăссем кăна пурăнаççĕ тесе шухăшлаççĕ, урăххисене пĕлсех каймаççĕ. Ытти çĕршыв пирки те çаплах шухăшлаççĕ: Францире французсем, Турцире турккăсем кăна теççĕ.
— Йăла-йĕрке тенĕрен, ниппонсем халĕ эпир кинофильмсенче курма хăнăхнă кимоно е тата нацин ытти тумне тăхăнаççĕ-и?
— Ахаль чухне джинспа, футболка- джемперпа çÿреççĕ, ĕçлĕ çĕрте официаллă стиле пăхăнса тумланаççĕ. Уявсенче кимоно, наци тумне тăхăнатпăр.
— Ниппон апачĕ — суши — модăна кĕчĕ. Чăвашра ăна тутанса пăхрăр-и?
— Çук, тутанса пăхасах килмест. Пĕрре Новосибирскра, тепре Улан-Удэре çисе курнăччĕ. Тутине ăнланаймарăм.
— Сирĕн сĕтел мĕнпе пуян?
— Паллах, тинĕс апачĕсемпе. Пулă, креветка-кальмар, тинĕс купăсти тата ытти пур унта. Пахча çимĕç те çук мар. Рис, çĕр улми, дайкон, сĕт-турăх çителĕклех.
— Тинĕс апачĕ çини ăс-тăна çивĕчлетет теççĕ. Ниппонсем çавăнпа ăслă пулĕ…
— Çĕр чăмăрĕ пĕрре /йăл кулать/. Кирек ăçта та ăсли те, айванраххи те пур. Ниппонра та пур. Шел, хаярлăх та, ăссăрлăх та. Ыррăн пурăннине мĕн çиттĕр?
— Эпĕ нумай ача амăшĕ, пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пулăшаççĕ. Китайра ав пĕр ачаран ытларах çуратсан çемьен хăйĕн налук тÿлемелле теççĕ. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру еплерех?
— Пирĕн патра чару çук. 2 е 4, е ытларах çурат, ирĕклĕ. Анчах патшалăх енчен пулăшу çук. Хальхи çемьесенче ытларах пĕр е икĕ ача çуратаççĕ. Ниппонра халăх нумай, çĕр лаптăкĕ пĕчĕк. Ача çитĕнтересси те йÿнех мар. Вĕрентÿ хаклă. Патшалăх шкулĕсенче 15 çула çитиччен тÿлевсĕр вĕрентеççĕ-ха. Малалла — укçалла. Уйрăм çынсен шкулĕсенче вĕрентес тесен пушшех хаклă. Китай тенĕрен, халĕ унта çемьере арăмĕ е упăшки ача чухне пĕччен çитĕннĕ пулсан икĕ ача çуратма ирĕк панă.
— Хĕрарăмсем ĕçлеççĕ-и?
— Ниппонсем — питĕ яваплă çынсем. Хăйсен ĕçне тĕплĕн тăваççĕ, нумай ĕçлеççĕ. Пуçĕпех ĕçе путаççĕ теме те юрать. Ĕç тиевне чăтаймасăр ĕç вырăнĕнчех вилекенсем те пулаççĕ. Пурнăç йÿнĕ мар. Арçынсен 94 проценчĕ ĕçлет, хĕрарăмсен — çуррине яхăнăшĕ. Халĕ ĕçлекен хĕрарăм нумайланса пырать. Малалла вулас...
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать