Ырăлăхран никам та ывăнмасть
Республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантармашкăн тĕрлĕ шайри бюджетсенчен юлашки çулсенче пин-пин тенкĕ хывнă май вăл тĕрекленсе, вăй илсе пырать. Медицина учрежденийĕсем хальхи йышши кăткăс оборудованипе пуянланаççĕ. Ăста та пултаруллă специалистсем пысăк технологисене пурнăçа кĕртсе унччен шанчăксăр шутланнă пациентсенчен чылайăшне ура çине тăратма хевте çитереççĕ. Çитĕнÿсене тĕнчери малта пыракан патшалăхсеннипе танлаштарма пултарсан та çивĕч ыйтусем çук мар. Тĕпрен илсен вĕсем ытларах чухне çынсен хушшинчи хутшăнусемпе, сиплев учрежденийĕсенче ĕçе мĕнле йĕркеленипе çыхăннă.
Больницăри е поликлиникăри вăл е ку çивĕч ыйтăва пациентсенчен кашниех халĕ уççăн пĕлтерме пултарать: пĕрне медиксен тимсĕрлĕхĕ канăç памасть, теприне — йышăну черечĕ вăрăмми, виççĕмĕшне — специалистсем çитменни. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче сиплев учрежденийĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатас тĕллевпе «Пациент ырлăхĕшĕн» проекта хута янăччĕ. Халĕ те ăнăçлă ĕçлет вăл, усси те курăмлă: министерство ертÿлĕхĕ сыватмăшсенче халăхпа тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлĕпе паллашать, ыйтăвĕсене тĕпе хурса медицина учрежденийĕсене çынсене кирлĕ пек меслетлеме тăрăшать. Ытларах канăçсăрлантараканни çапах та — поликлиникăсенче кардиолог, офтальмолог, эндокринолог тата ытти ансăр специалист патне йышăнăва лекмешкĕн йывăр пулни.
А с ă н н ă м и н и с т е р с т в о к у ç у л пуçламăшĕнче юлашки 5 çулта пирĕн республикăра тухтăрсен йышĕ 5 процент чакса 5152-пе танлашнине пĕлтернĕччĕ, çавна май Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата ытти хулари сыватмăшсенче кадрсем, уйрăмах участок терапевчĕсем, педиатрсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕсем çуккипе йышăнури сиплевçĕсен тиевĕ хушăннипе пациентсен черетре ытларах ларма тивнине палăртнăччĕ. Сывлăх сыхлавĕн республикăри тытăмĕнчи специалистсен дефицичĕпе çыхăннă лару-тăру Раççей субћекчĕсеннипе пĕрешкелех иккен: çакнашкал пулăм халĕ ĕçлекен медиксен ÿсĕмĕпе çыхăннипе те çивĕчленнине шута илмелле. Кадрсене сыхласа хăварас тата отрасль потенциалне аталантарас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă май ку ыйтăва татса парас шанăç пур теççĕ.
Асăннă министерство ертÿлĕхĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пациент ырлăхĕшĕн медицинăна хăтлă та тăнăçлă тăвасси тĕп вырăнта тăрать. Урăхла каласан «Перекетлĕ поликлиника» проектпа килĕшÿллĕн ку енĕпе технологисен çĕнĕ тытăмне туса хурассине тивĕçлипе хаклаççĕ. Ăна Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Росатом» патшалăх корпорацийĕпе пĕрле çынсене кабинетсем тăрăх çÿресе вăхăта сая яртарас мар, регистратура, врачсен тата лаборатори ĕçне оптимизацилес тĕллевпе вăй илтернĕ. Ку çĕнĕлĕхе виçĕ регионта хута яни çирĕплетнĕ тăрăх, логистика процесĕсене çĕнĕлле йĕркелени тепĕр 4-5 уйăхранах сыватмăшсенчи черетсенчен хăтăлма, йышăнăва çăмăллăнах лекме, тухтăрпа хутшăнас тапхăра икĕ хут тăсма, диспансеризаци витĕр пĕрре пырсах тухма, сывă тата чирлĕ пациентсен куçăмне уйăрма пулăшать.
Ялти сыватмăшсенче специалист- врачсем çитменнине шута илсе ачасемпе çитĕннисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн республикăра мобильлĕ икĕ бригада йĕркеленĕ. 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта вĕсем районсенче 22 хут пулнă, ансăр специалистсем /кардиолог, ревматолог, нефролог, уролог, онколог, травматолог/ кашни йышăнура 30 çынна тĕрĕсленĕ.
Кăçал аслă пĕлÿ программисемпе çамрăксене вĕренмешкĕн тĕллевлĕ йышăннă. Килĕшÿ тăрăх диплом илнĕ хыççăн медицина учрежденийĕнче 3 çултан кая мар ĕçлеме кăмăл тунă студента сиплев организацийĕ уйăхсерен социаллă пулăшу мерипе /виçи — 1 пин тенкĕ/ тивĕçтерсе тăрать. Аслă пĕлĕвĕн профессин тĕп вĕренÿ программипе «Сиплев ĕçĕ», «Педиатри» тата «Стоматологи» енĕпе кăçал тĕллевлĕ — 42, ординатурăпа 56 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çапла майпа ку çул вĕçленнĕ тĕле медицина ĕçченĕсен дефицитне 41 процент чакарма май килĕ.
Унсăр пуçне 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче 127 специалист-врача /участок педиатрĕсене, терапевчĕсене, акушер-гинекологсене, анестезиолог- реаниматологсене, неврологсене, рент-генологсене, травматолог-ортопедсене, онкологсене, патологоанатомсене, фтизиатрсене, хирургсене/ ĕçе йышăннă.
Ялти медицина учрежденийĕсене кадрсемпе çирĕплетес тĕллевпе 2012 çулта вăй илнĕ «Земство тухтăрĕ» программа хушма хавхалантару пулса тăчĕ. Пĕр хут тÿлекен 1 миллион тенкĕпе тан-лашакан компенсацие 50 çула çитмен, аслă пĕлÿ илнĕ, яла е рабочи поселока, е хула типлă поселока ытти çĕртен ĕçлеме килнĕ медиксене те иртнĕ çултанпа параççĕ. Кăçал çапла майпа 25 врач-специалиста вырнаçтарнă. Çулталăк вĕçлениччен тата 29 сиплевçе йышăнма палăртнă.
Медицина ĕçченĕсене хăйсен профессийĕпе вăй хума хавхалантарас тĕллевпе республикăра социаллă пулăшăвăн хушма мерисемпе тивĕçтереççĕ: вĕсем федерацин тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн çурт-йĕр лартмашкăн е туянмашкăн социаллă тÿлевсене илме; çак тĕллевпе панă ипотека кредичĕн /займĕн/ проценчĕсене саплаштармашкăн каякан тăкакăн пĕр пайĕшĕн субсидиллĕ пулма; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевне компенсацилеме ялти специалистсене паракан уйăхри укçа тÿлевне тивĕçме пултараççĕ.
Çавăн пекех 35 çула çитмен тата 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен патшалăхăн Чăваш Енри хулисенчи медицина учрежденийĕсемпе 3 çултан кая мар вăхăтлăх ĕçлемешкĕн килĕшÿ тунă уча-сток терапевчĕсене, педиатрсене тата пĕтĕмĕшле практика врачĕсене иртнĕ çултанпа пĕр хут 200 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ.
…Аслă шкула тĕллевлĕ йышăннине, «Земство тухтăрĕ» программăпа хавхалантарнине, ялта ĕçлесе пурăнакансене тĕрлĕ çăмăллăх панине пăхмасăр больницăсенче тухтăрсем çав-çавах çитмеççĕ. Çÿлерех асăннă программăсем тăрăх вăл е ку учреждение пынă специалист унта тымар ярасса кам шантарма пултарĕ? Пĕрремĕшĕ малтанхи 3 çулта опыт пухать те ытти региона, пысăкрах шалуллă вырăна, тухса вĕçтерет. Ун вырăнне тата тепĕр çамрăка вĕрентсе тăккаланма тивет. Е «Земство» тухтăрĕ» программăна хутшăннă çамрăк специалиста илер. Ялти больницăра вăл 5 çул ĕçленĕ хыççăн унта юласси иккĕленÿллĕ. Чăн та, вуннăшĕнчен пĕри пурнăçне ялпа çыхăнтарма пултарĕ. Ыттисем вара… Тĕрĕссипе, халĕ те вĕсенчен чылайăшĕ /сăмах кунта çав тăрăхра çуралса ÿссе унтах тымар янă тухтăрсем пирки пымасть/ инçетри яла тĕп хуларан куллен ĕçе çÿрет вĕт. Патшалăх панă 1 миллионпа та Шупашкартах пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Тепĕр 5 çултан каллех специалист шырама тивĕ, 1 миллион тенкĕпе хавхалантарса. Ку çеç-и? 2012-2016 çулсенче асăннă программăна хутшăннисенчен 24-шĕ /пĕлтĕр — 6/ килĕшĕве пăрахăçласа патшалăх укçине ĕçленĕ тапхăра кура шайлаштарса тавăрса панă.
Нухратпа кăна телейлĕ пулаймăн теççĕ паллах, çапах укçасăр пурăнма май çук вĕт. Малалла вулас...
Комментировать