"Промтрактор" концернăн предприятийĕсене упраса хăварасшăн

30 Сен, 2017

Юлашки вăхăтра "Промтрактор" концернăн завочĕсем панкурта тухасси пикри сăмах тухнине "Хыпар" издательство çурчĕн тусĕсем ет илтрĕç пулĕ. Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "ЧЕТРА" тракторсен операторĕсен чемпионатне кайсан "Хыпар" хаçат корреспонденчĕ концернăн Чăваш Енри предприятийĕсен малашлăхĕпе кăсăкланнă.

"Шел те, МИХсенче Тулашэкономбанк, ытти кредитор "Трактор завочĕсем" концерн тĕлĕшпе панкрутлăх процедури пуçарма ыйтасси пирки пĕлтерчĕç. Çакна каласшăн: хальлĕхе ку енĕпе нимĕнле официаллă йышăну та çук. Çапла, эпир халь темле уçăмсăрлăх тапхăрĕнче. Уçăмлăх çывăх вăхăтрах пулмалла. Анчах панкрутлăх процедури пуçарсан та куншăн пăшăрханма кирлĕ мар — çакă завод ĕçлеме чарăнасса пĕлтермест. Ку процедура — предприятие сыватмалли санаци мерисенчен пĕри. Паян пурте, çав шутра кредиторсем те укçа уйăрассине, конвейера чарма юраманнине ăнланаççĕ", - лăплантарнă Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин.

Унтан вăл тата çакна та палăртнă: "Çынсене ĕçрен хăтарма тивсен вĕсене çĕнĕ специальноçсене вĕрентме эпир бюджетра укçа пăхса хăварнă — ытти предприятире ĕçе вырнаçтарăпăр. Республика Пуçлăхĕ, Министрсен Кабинечĕ кунти ĕç-пуçа сăнасах тăраççĕ. Хуть те мĕнле пулсан та предприятисене упраса хăваратпăр тесе шухăшлатăп".

Рубрика: 

Комментировать