Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕрмĕш сезона уçрĕ

29 Сен, 2017

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн кун-çулĕ паллă пулăмпа асра юлĕ: авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл хăйĕн 100-мĕш сезонне уçрĕ.

Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Ун умĕн театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев хăнана фойере йĕркеленĕ куравпа паллаштарчĕ. Унти сăн ÿкерчĕксенче мухтавлă театр утса тухнă çул-йĕр тĕплĕн сăнланнă. Михаил Васильевич пĕрремĕш актерсем — чăваш театрне йĕркелесе яракансем — умĕнче самай вăхăт чарăнса тăчĕ. Вĕсем вĕт — театр никĕслевçисем.

Уяв каçне Валерий Яковлев уçрĕ. Театр пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă май вăл паллă драматургăн Александр Островскин сăмахĕсене: «Театр — наци «пиçсе» çитнине çирĕплетекен пулăм…» — аса илтерчĕ. Çавăнпа пĕрлех театр наци чĕлхи управçи шутĕнче пулнине те асăнса хăварчĕ.

Михаил Игнатьев артистсемпе куракансене паллă пулăмпа саламланă май çак шухăша палăртрĕ: «Эсир — чăваш ăс-пурлăхĕн, ăс-хакăлĕн пуянлăхне упраса хăваракансем, ăна çитĕнекен ăрăва парнелекенсем. Эпир вара сире май килнĕ таран пулăшса пырăпăр».

Михаил Васильевич пушă алăпа килмен: чи-чи хастаррисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Сергей Иванов артист «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ, Аркадий Андреев — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята.

Акă чаршав уçăлчĕ. И.С.Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьеси тăрăх Валерий Яковлев лартнă «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль куракана иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшне илсе çитерчĕ. Кунта чăваш халăхĕн ун чухнехи хастарĕсем пурте — Иван Яковлев та, Константин Иванов та, Федор Павлов та, И. Максимов-Кошкинский те… — пур. Вĕсен пуçарăвĕпе, тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе упранса юлнă, çĕнĕрен чăмăртанса малалла аталаннă пирĕн çырулăх та, музыка та, театр та. Мухтав пĕрремĕшĕсене!

Константин ЯКОВЛЕВ, ЧР культура министрĕ:

- Тăван театрăн 10-мĕш сезонне уçни - пысăк уяв. Театр - халăх чунĕ, вăл наци культурин, йăли-йĕркин управçи. Эпир Чăваш театрĕпе мухтанатпăр. Урăхла пулма та пултараймасть, наци театрĕсенчен тата хăшĕнче сцена çине харăсах СССР халăх артисчĕ ята тивĕçнĕ икĕ çын тухма пултарать.

"Вĕри юнлă çемçе чун" спектакле виççĕмĕш хут пăхрăм. Тата та курас килет. Спектакльте пирĕн мухтавлă çыннăмăрсем сăнланнă.

Лидия ШУМОВА, куракан:

- Чăваш театрне çÿреме питĕ юрататăп. Кунта сцена çинче артистсем вылямаççĕ, пурăнаççĕ тейĕн. Акă театрăн тухрăм та чунра лайăх пулса кайрĕ, тепĕр уйăх канлĕ пурăнмалăх вăй илтĕм.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать