«Сĕтрен шыв кăна йÿнĕрех-ши?»
Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Йĕкĕт ялĕнче çитĕнсе тĕпленнĕ Сергей Рожков фермерпа пĕр хушă сăмах вакланă хыççăн пĕр çулхине йывăр инкек тÿснĕ хуçалăха çĕнĕрен аталантарма ăна мĕн тери йывăррине лайăх туйса илтĕм. Вăхăтра татăлман ыйтусен тупсăмне шыраса хăшкăлсах çитнĕ вăл.
Малтанах хăйĕнпе паллаштарчĕ. Çак тăрăхри Мăн Йĕкĕт ялĕнче кун çути курнă. 4 çул пурăнсан ашшĕ-амăшĕ халĕ фермер кун кунлакан вырăнта çурт туяннă. Палтай шкулĕнче 8 класс пĕтерсен йĕкĕт Етĕрнери СПТУра 3 çул механизатора вĕреннĕ. «Кайран тÿрех трактор çине лартăм, — терĕ Сергей Викторович. — Малтанах колхозсенче çурт-йĕр, тĕрлĕ обьект тăвакан мехколоннăра вăй хутăм, унтан тăван хуçалăха таврăнтăм. Тимирязев ячĕллĕ колхоз арканнă хыççăн хам тĕллĕн ĕçлес шухăш çуралчĕ. Çĕр пайĕсем валеçме тытăнчĕç. Пире 2 пай лекрĕ. Ăна пĕр çул та ахаль вырттарман. Пурăнмалла вĕт, виçĕ ачана ура çине тăратмалла. Мăшăрпа Таисия Михайловнăпа канашласа выльăх ĕрчетме тытăнтăмăр. Вăл çулсенче сысна çăвăрлаттарса сутни тупăшлăччĕ. Çурасене лайăх хакпа туянатчĕç. Çавăн пекех çĕр улми çитĕнтерни те кĕсьене хулăнлататчĕ. Анчах 5-6 çултан çак ĕç пире услам пами пулчĕ. Вара шултра выльăх çине куçрăмăр. Килти пĕр ĕнерен темиçе çулта пысăках мар кĕтĕве çитертĕмĕр».
Хĕрĕ качча кайнă ĕнтĕ. Аслисем, Сергейпе Вячеслав, ашшĕпе пĕрле АПК аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир пулнă кун кĕçĕн ывăлĕ уйра утă тĕркемне рулона куçаратчĕ. Сергей вĕсене ферма çывăхне турттарать. «Пурĕ 12 ĕне, вĕсене Галина Григорьева сăвать. 10 пуç ытларах пушмак пăру пур. Раштав уйăхĕнче çăмăллансан сĕт антарма тытăнаççĕ. Пăрусене арăм пăхать, — терĕ малалла Сергей Викторович. — Апачĕ çителĕклĕ, саппас та пулать. Çанталăк лайăхланчĕ, ĕçлеме ан ÿркен кăна. Тата 50-шар гектар çинче кĕрхи тата çурхи тулă çитĕнтертĕмĕр. Вăтам тухăçĕ 30 центнер. Пĕрремĕш е иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăх кăна акатпăр. Элитăпа та ĕçлесе пăхас килет-ха та, анчах укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Пире хальлĕхе мĕн пурри те çырлахтарать. Фураж сутлăх тырă мар вĕт. Выльăхшăн клейковина виçи пĕлтерĕшлех мар».
Хуçалăх ертÿçи çуллен пысăк пахалăхлă /элита тата суперэлита/ вăрлăх акасчĕ тесе хыпăнмасăр укçа перекетлет пулин те /çакна эпĕ йывăр вăхăтра тĕрĕс йышăну тенĕ пулăттăм/ продуктивлăха чакарас марччĕ тесе нумай вăй хурать. Пĕр вăхăтра пăрака турттарнине аса илчĕ. Ăна пула ĕнесем сĕт лайăх антараççĕ иккен. Ултă çул каялла республикăри ял хуçалăх специалисчĕсен пĕлĕвне ÿстерекен «Нива» комбината ятарласа кайса осеменатор пĕлĕвне илнĕ. «Ĕнесене килти вăкăрпа чуптарнин усси çук. Ăратлăхпа ĕçлекен «Чувашское» пĕрлешÿпе тачă çыхăну тытатăп, искусствăлла майпа пĕтĕлентеретĕп. Çавăнпа выльăхсем тĕреклĕрех, сĕт нумайрах сăватпăр», — терĕ. Фермер хăйĕн сăмахне хăш-пĕр цифрăпа çирĕплетрĕ: «Çу кунĕсенче куллен 300 килограмран кая мар сĕт илеттĕмĕр. Кашни ĕне çине куçарсан талăксерен 25 литр пулать». «Лайăх кăтарту», — килĕшрĕм эпĕ. Анчах хакĕпе кăсăклансанах кăмăлсăрри палăрчĕ. «Юлашки 7-8 çул хушшинче электроэнерги, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал темиçе хут хакланчĕ. Сĕтĕн улшăнмарĕ. Çулла пĕр литршăн 14 тенкĕ тÿлетчĕç, халĕ — 17. Сивĕтме тытăнсан кăшт хăпарать-ха. Иртнĕ хĕлле те 19-тан мала пулмарĕ. Унран шыв кăна йÿнĕрех пулĕ. Тĕрĕссипе, шывшăн та тăкакланатпăр. Кăçал вара тырă хакĕ питĕ чакса ларчĕ. Çавăнпа сутма тăхтатпăр», — терĕ. Малалла вулас...
Комментировать