Çĕнĕ Шупашкарта икĕ çулти хĕрача тăваттăмĕш хутран ÿкнĕ
Ĕнер, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта икĕ çулти хĕрача тăваттăмĕш хутран ÿкнĕ.
Инкек сăлтавне официаллă çăлкуçсем хальлĕхе уçăмлатман-ха. Анчах ача нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕрин чÿречинчен персе анни, ăна больницăна илсе кайни паллă. Пĕчĕк ача шар курнин сăлтавне палăртассипе яваплă органсем çине тăрса ĕçленине ĕнентереççĕ.
Чăваш Енĕн ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина "Хыпар" издательство çуртне кун пек инкексен шучĕ кăçал саккăр пулнине пĕлтерчĕ. Шел пулин те, иккĕшĕнче ачасем вилнĕ.
Елена Владимировна каланă тăрăх, чÿречерен ĕнер ÿкнĕ хĕрачана Республикăри ача-пăча больницине илсе кайнă. Унта вăл реанимацире выртать. "Ачан тăрăмĕ йывăр. Хальхи вăхăтра тухтăрсем ăна пулăшассипе çине тăраççĕ",- каласа кăтартрĕ ачасен республикăри хÿтĕлевçи.
Елена Сапаркина аслисене тимлĕ пулма чĕнсе калать: пÿлĕмрен самантлăха тухнă чух чÿречене хупса çÿремелле, чÿречене ачасем уçмалла мар ятарлă хатĕрсемпе çирĕплетмелле. Кантăк патне улăхма май паракан сĕтел-пукана та айккине куçармалла. Хăрушсăрлăх правилисене тăршшĕпех тата асăнма пулать. Кĕскен каласан, сисчĕвлĕхе самантлăха çухатни те пысăк инкекпе вĕçленме пултарассине асра тытмалла.
Комментировать