Ĕнер Мускавра Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пысăк гастролĕ уçăлчĕ

21 Сен, 2017

Ĕнер, авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Мускавра, "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕн" театрĕнче, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пысăк гастролĕ уçăлчĕ. Мускав çыннисемпе кунта пурăнакан ентешсем Иоаким Максимов-Кошкинскин "Константин Иванов" пьеси тăрăх СССР халăх артисчĕ, Чăваш театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакльпе паллашрĕç.

Ун умĕн "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕн" театрĕн ертÿлĕхĕ саламларĕ. Театр директорĕ Наталия Альшевская Мускав театрĕ чăваш театрĕпе тытакан çыхăну çирĕп пулнине палартрĕ. "Эсир пирĕн ĕçтешсем кăна мар, туссем те", - терĕ. Вăл çавăн пекех театрăн пултарулăх ертÿçин, Раççей халăх артисчĕн Николай Губенкон саламне çитерчĕ. Чăвашсем кунта пĕрремĕш хут гастрольте 2013 çулхи кĕркунне пулнине аса илчĕ. Ун чухне йăхташсемпе тĕп хула çыннисем Федерико Лоркăн "Арçынсёр хĕрарăм", Арсений Тарасовăн "Инçет телей çути", Николай Сидоровăн "Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ" ĕçĕсемпе паллашнă.

Пирĕннисенчен Мускав театрĕн ертÿçисене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, драма театрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Владимиров тата ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев сăмах илчĕç. Константин Геннадиевич театр хăйĕн çĕрмĕш сезонне Мускаври паллă театрăн сцени çинче уçнине, çак пулăм пур енĕпе те яваплине палăртрĕ. Юрий Владимиров "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ" театрĕн ертÿçисене тав турĕ, театра Шупашкара гастроле йыхравларĕ.

Куракансен шухăшĕсене те пĕлес килет. Мĕн канăçсăрлантарать, савăнтарать вĕсене çак самантра?

Елена СОЛОВЬЕВА, ЧР тава тивĕçĕ артистки:

Эпĕ Чăваш театрне питĕ юрататăп, Шупашкарта пурăннă вăхăтра час-часах çÿренĕ унта. Халĕ 10 çул ытла Мускавра пурăнатăп. Шупашкара кайсан та театра кайма вăхăт сахалрах, çывăх çынсемпе пулас килет. Халĕ театр хăй килчĕ Мускава. Мĕнле телей, савăнăç. Тăван хулана кайса килнĕн туйăнчĕ. Тавтапуç артистсене.

 

 

Рубрика: 

Комментировать