Мускав укçи региона тĕревлетĕр

13 Сен, 2017

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн малтанах палăртнă кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуçличчен республика Пуçлăхĕ çĕршыв ертÿçисем ирттернĕ канашлусенче сÿтсе явнă темăсем тавра сăмах хускатрĕ. Ăнсăртран мар: Чăваш Ене тÿрремĕнех пырса тивекен самантсем те пур.

Вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Президенчĕ тивĕçлĕ хушусем хатĕрленĕ. Чи малтанах вăл ял старостисен право статусне çирĕплетме хушнă: çак çынсенчен нумай килет, анчах вĕсен полномочийĕсем тĕтреллĕ — уçăмлатмалла. Ял-хула тăрăхĕсен тирпейлĕхĕ енĕпе правăна пăснă тĕслĕхсем тĕлĕшпе яваплăха çирĕплетессине те палăртнă. Владимир Путин çавăн пекех хуласен хăтлăхĕпе çыхăннă программа валли 2018-2022 çулсенче те кăçалхинчен кая мар субсиди уйăрма хушнă. "Халăхра ку укçа çитес çулхи Президент суйлавĕччен кăна текен калаçусем пурччĕ. Апла мар — çуллен укçа уйăрĕç", — терĕ кун пирки Михаил Игнатьев çак программăна май пур таран хастартарах хутшăнмалли пирки асăрхаттарнă май.

Дмитрий Медведев премьер предприятисенчи ĕç тухăçлăхне ÿстерес ыйтупа анлă канашлу ирттернĕччĕ. Халь паллă: ку енĕпе ятарлă программăна хутшăнакан ултă региона палăртнă, çак ретре Чăваш Ен те пур. Ĕç тухăçлăхне ÿстермешкĕн Мускав укçипе усă курма май пулĕ.

Атăла тасатасипе, юханшыва сыватассипе çыхăннă программа тĕлĕшпе те çĕнĕ хыпарсем пур. Анлă ĕçсем Атăла юхса тухакан пĕчĕк юханшывсене, вĕсем çинчи хăрушлăх кÿрекен обьектсене те пырса тивĕç. Михаил Игнатьев çак ĕçсем валли федераци укçине çитес çулах уйăрма пуçлассине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен бюджетпа çыхăнман укçа-тенке явăçтарас енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле. "Эпир ку ыйтусемпе — темăра. Пирĕн проектсем — ĕçре", — терĕ регион ертÿçи.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать