«Куккуклă сехет» Ĕпхÿре те шаккать

11 Сен, 2017

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ ĕнер Ĕпхÿ хулине гастроле тухса кайнă.

Авăн уйăхĕн 7–14-мĕшĕсенче унта тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен VI фестивалĕ иртет. Пушкăртстанăн тĕп хулинчи сцена çинче пирĕн артистсем Марина Карягинăн «Куккуклă сехет» пьсеи тăрăх лартнă драмăна кăтартрĕç. Унта пьсе авторĕ те тухса кайнă.

Фестивальте ҫичӗ номинаципе чыслӗҫ: «Чи лайӑх режиссура», «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Чи лайӑх сценографи», «Чи лайӑх юрӑ-ҫемӗ», «Иккӗмӗш планти чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» тата «Иккӗмӗш планти чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ».

Ĕпхĕве пирĕн сцена ăстисемпе пĕрлех Казахстанри, Кăркăстанри, Хакас Республикинчи тата ытти хăш-пĕр тăрăхри театрсем пырса çитнĕ. «Куккуклă сехет» спектакле ыран кăтартĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать