Резерв фондĕнчи укçапа больница юсĕç

11 Сен, 2017

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă хыпартан пуçларĕ: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче алă пуснă хушăвĕпе Чăваш Ене çĕршывăн Резерв фондĕнчен 26,5 миллион тенкĕ ытла пама йышăннă.

Çак укçа — тĕп хулари ачасен поликлиникине тĕпрен юсама уйăрнăскер. "Резерв фондĕнчен кашни регионах укçа памаççĕ, — терĕ кун пирки Михаил Васильевич. — Эпир вара унтан çуллен пулăшу илетпĕр. Çак укçапа тирпейлĕ усă курмалла, юсав ĕçĕсене лайăх, пысăк пахалăхпа пурнăçламалла". Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов юсав ĕçĕсене пурнăçлакан организацие суйласа илмешкĕн çак эрнерех аукцион ирттерессине çирĕплетрĕ, эппин, ĕçсене çитес вăхăтрах пуçăнма май пулĕ.

Рубрика: 

Комментировать