«Пурнăç тытма сана каласа хăваратăп, кинĕм»

5 Сен, 2017

Пулать вĕт çавăн пек: хĕрарăм хăйĕн пурнăçне кăна мар, ăс-хакăлĕпе, анлă тавра курăмĕпе, чун хавалĕпе пĕтĕм яла тытса тăрать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Упакассинче пурăнакан Галина Гаврилова шăпах çавăн пек. Упакасси кĕпĕрнаттăрĕ теме те пулать ăна.

«Тек ан çырăр, вăл качча кайнă»

Галина Петровна Шупашкар районĕнчи Шорчекассинче çуралнă. Ашшĕ, хальхилле калас тăк, ял тăрăхĕн председателĕ пулнă, амăшĕ колхозра тăрăшнă. Галина 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шорчекасси фермине дояркăна вырнаçнă. «1964 çулта пирĕн фермăна «Коммунизм ялавĕ» хаçатран корреспондентсем килнĕччĕ. «Пире хитре хĕрсем кирлĕ. Сĕт нумай суса илни пирки хамăр та çыратпăр», — терĕç те хайхисем пире, хĕр тусăмпа иксĕмĕре, ÿкерсе илчĕç. Пирĕн сăн ÿкерчĕк хаçатра çапăнса тухнă хыççăн пуçларĕç каччăсем çыру çырма! Республикăн пур кĕтесĕнчен те килетчĕç вĕт. 1965 çулта 18 тултарсан качча тухрăм. «Тек ан çырăр, вăл качча кайнă», — йĕкĕтсене çапла хурав çыркаласа аран сивĕтсе пĕтерчĕ аппа», — çапла ăнлантарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ эпĕ стена çинчи сăн ÿкерчĕксене пăхнине кура. Чăнах та, çап-çавра питлĕ, кăн-кăвак куçлă, çутă сăнлă чиперукран куç илме те çук.

Упакасси каччи Геннадий Гаврилов Шупашкар районĕнчи Шемшере качча тухнă аппăшĕ патне çÿрекеленĕ. Çавăнта асăрханă вăл Галинăна, пĕрре курсах юратнă. Нумай та çÿремен вĕсем, 3 курнă хыççăнах пĕрлешнĕ. Çĕнĕ çын тÿрех фермăра ĕçлеме пикеннĕ. Упăшки Геннадий Гаврилович вара шоферта вăй хунă. «Виçĕ ватă çын пулнă манăн: хуняçа, хуняма тата хуняçан йăмăкки /качча тухманни/. Пурне те пăхнă эпĕ. Ваттисен кĕпе-йĕмне йăлт çуса тăнă. Лайăх пурăннă эпир. Мăшăрăмпа икĕ хĕрпе икĕ ывăл — Алина, Алена, Владик, Коля — пăхса ÿстертĕмĕр. Ирина вара 11-те чухне шыва кайса вилчĕ. Мăшăрăма 2001 çулта юлашки çула ăсатрăмăр. Эпир темиçе çул та лаша усранă. Упăшка вилсен те 8 çул тытрăм Касаткăна. Унпа вутта та, утта та кайнă. Пахча сухаланă, çĕр улми лартнă, ял çыннисене те пулăшнă. Маларах шоссе пулман, аптăранисене чĕлхесĕр янаварпа больницăна леçеттĕм. Шел, утă нумай хатĕрлемелле тесе сутма тиврĕ ăна. Выльăх-чĕрлĕх яланах картиш тулли пулнă пирĕн. Халĕ те çавах: сăвакан икĕ ĕне, вăкăр, пăру, 8 сурăх, 3 сысна, чăхсем. Кашни çулах сысна çăвăрлаттаратăп», — калаçăва сыпăнтарчĕ маттур хĕрарăм.

«Килтех хăмла пахчи»

Галина Гаврилова хăмла çинче /ку тăрăхра симĕс ылтăна вăйлă туса илнĕ/ нумай ĕçленĕ, ачисене те явăçтарнă. Ку çеç-и? Килти пахчара та сутлăх хăмла лартса ÿстернĕ. Выльăх самăртса сутнă. Упăшки вилнĕ хыççăн ывăлне Владике çĕнĕ çурт лартса панă. Икĕ пахчана çумласа, тирпейлесе тă-рать. Çав вăхăтрах пускилсене, ял çыннисене утă тиесе килме, кĕртме пулăшать. Ялтисем ăна Галя аппи теççĕ. Ватти те, çамрăкки те хисеплет. Вăл хăй те ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек. Пушă вăхăтра çĕвĕ машинипе кĕпе çĕлет, шăтăкла çыхать, кĕнчелепе çип арлать, тĕрĕ тĕрлет. Мăнукĕсем валли алсиш-нуски те яланах хатĕр унăн. Ял çыннисене чăваш кĕписем те çĕлесе тăхăнтартать, хушпу, тухья ăсталать. Ĕмĕр тăршшĕпех «Хыпар» çырăнса илет. «19 çултанпах кăçатă йăвалатăп. Чăн малтан мана пускилте пурăнакан Анна аппа кăтартнăччĕ. Тытăнтарса панăччĕ те йăлтах хамах тунăччĕ. Паян та юратнă çак ĕçе пăрахман-ха. Ывăлăм Владик те мунчара кăçатă йăвалать. Çынсем пире саккас та параççĕ. Хĕрарăмсем илемлетнисене ыйтаççĕ. Çăмне сутăн илетпĕр. Çапла, ялта ĕçлемесĕр пурăнма çук. Хама 70-ти пек туяс килмест, анчах хулсем йывăрланма пуçларĕç. Шăлсем те ÿксе пĕтрĕç. Хама телейлĕ тетĕп, килти ватăсемпе те, упăшкапа та килĕштернĕ, ачасем сывă, таса, ĕçчен», — чунне уçрĕ Галина Петровна.

«Ял халăхĕ тĕлĕннĕ тет вĕсенчен. Тепĕр чухне кил хушшинче хытăрах калаçасси те пулать. «Ах Турă, Геннадипе Галя ĕнер кăна кăшкăратчĕç, паян хĕрпе каччă пек утаççĕ», — тенĕ. Анне нихăçан та кăтартман харкашусем пулнине», — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕн хĕрĕ Алина. Галина Гаврилова каланă тăрăх, хĕрарăмăн, маттуртарах пулсан та, арçын вăйлăрах пек кăтартмалла. Тавлашуллă самантсенче ытлашши чĕнмелле мар. Вăл каланă сăмахсене аса илтермелле мар. Вăрçăнса ларнипе пурнăç пулмасть, ыран каллех ирех тăмалла, каллех ĕçлемелле… «Эпĕ вилсен санăн Галя инкÿ пур, пĕтĕм ыйтăва унпа сÿтсе явас пулать», — çапла каласа хăварнă Петя пичче /аттен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ/ ывăлне Мишăна. Чăнах та, вăл сĕнÿ-канаш ыйтма яланах анне патне килет. Чылайччен пуплесе лараççĕ вара вĕсем. Вăл кăна мар, ялти ытти çын та ун патне хуйхи-суйхине каласа пама пырать. Мĕн илтни анне патĕнчех юлать, нихăçан та тепĕр çынна эле-клесе памасть. Çавăнпа аннене хисеплетпĕр. Унтан тĕслĕх илетпĕр. «Çынна кÿрентериччен çиччĕ виçĕр те пĕрре касăр», — тет вăл пире яланах. Çĕршыври лару-тăрупа, политикăпа кăсăкланать, артистсене, спортсменсене паллать. Пире каласа парать. «Телевизор пăхмастăр-им? Радио итлеместĕр-им?» — хăтăрса илет пире мĕн те пулин пĕлмесен. «Кин, пурнăç тытма сана каласа хăваратăп», — тесе пил парса хăварнă ăна асатте /аннен хуняшшĕ/ виличчен. Темиçе çул каялла кÿршĕре пушар тухнă. Икĕ çурт çунса кайнă. Çавăн чухне пирĕн анне хăйне тăнлă-пуçлă тытса, çĕтсе каймасăр турăш илсе тухса çурт тавра çаврăннă. «Эх, асать, эх, хуняçа, эх, атте, çак шур пÿрте çунтарса яратпăр-и вара? Эсĕ хăв пиллесе хăвартăн вĕт», — тесе киле чупса кĕрсе стенаран çакнă сăн ÿкерчĕке пăхса тархасланă çывăх çыннăмăр. Халăха пÿртĕнчен пĕр япала та кăларттарман, пĕр вĕçĕм шыв саптарса тăнă. Çапла упраса хăварнă çурт-йĕре», — чунне уçрĕ Алина. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.