Шалăва вăхăтра памалла

1 Сен, 2017

Республика çыннисем ĕç укçине вăхăтра илеççĕ-и? Вăл е ку сăлтавпа шалăва катмаççĕ-и? Паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи шалăва вăхăтра тата туллин парассипе, официаллă мар йĕркепе ĕçлекенсен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Канашлăва Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа, ЧР Ĕç инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова пĕлтернĕ тăрăх, ĕç тÿлевĕн саккунне пăхăннине палăртас тĕллевпе 130 тĕрĕслев ирттернĕ, патшалăх инспекцийĕн специалисчĕсем саккуна пăснине çирĕплетекен 566 тĕслĕх асăрханă. Çакнашкал тĕрĕслевсем ирттернин усси куç кĕрет. 11,7 пин ытла çыннăн шалу парăмне — 385 миллион тенкĕ — парса татма май килнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,2 хут пысăкрах. Ĕç тÿлевĕн саккунне пăхăнман ертÿçĕсене 7,8 миллион тенкĕлĕх штрафланă.

Ĕç инспекцийĕнчен çавăн пекех çынсем хăйсем те пулăшу ыйтаççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра, сăмахран, 370 ытла çăхав çитнĕ. Ведомство кашни ыйтăва пăхса тухса яваплисене явап тыттарма тăрăшать. «Анчах, шел те, ертÿçĕсемпе тавлашăва кĕресрен шикленсе чылайăшĕ шалăва вăхăтра паманни çинчен тивĕçлĕ органсене пĕлтермест. Кунашкал тĕслĕхсем вăтам тата пĕчĕк бизнес предприятийĕсенче ытларах тĕл пулаççĕ», — терĕ Раиса Павлова.

Граждансен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе республика прокуратури те ĕçлет. Кăçал предприяти-организацисенче ирттернĕ тĕрĕслевсен вăхăтĕнче прокуратура ĕçченĕсем саккуна пăснă 7 пин ытла тĕслĕх тупса палăртнă, суда ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлеме ыйтса 5,5 пин ытла заявлени панă. Уйрăмах панкрута тухнă предприятисен конкурс управляющийĕсене прокуратура куçран вĕçертмест, вĕсен ĕç-хĕлне сăнасах тăрать.

Хальхи вăхăтра «Чăвашавтотранс» ПУПра, «Чăвашавтодор» ОАОра тата 1-мĕш типографире лару-тăру питĕ кăткăс. Ку предприятисенче ĕçлекенсем темиçе уйăх шалу илеймеççĕ. «Чăвашавтотрансра», сăмахран, шалу парăмĕ 12,7 миллион тенкĕне çитнĕ. Сергей Фомичев генеральнăй директор каланă тăрăх — предприятин ăнăçлă ĕçлесе кайма майсем пур. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тупăшлă ĕçлеме пуçлас шанăç пысăк. Юлашки вăхăтра кашни уйăхрах тăкаксен шайĕ пĕчĕкленсе пырать. «Кăрлач уйăхĕнче предприяти 21,4 миллион тенкĕ тăкак тÿснĕ пулсан утă уйăхĕнче тăкаксен виçи 3,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Авăн уйăхĕ вĕçнелле шалăва вăхăтра памашкăн пуçлама палăртатпăр», — терĕ Сергей Фомичев.

Предприятие шурлăхран тухма республика Правительстви уйăрнă субсиди те самай пулăшнă. Çав укçапа шалу парăмне чакарма май килнĕ. ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева тупăшлă маршрутсене тавăрма май килсен предприяти ĕç-хĕлĕ ăнăçлă аталанса кайма пултарассине палăртрĕ. ЧР транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Тимофеев шухăшĕпе предприяти пысăк тăкак курни водительсемпе кондукторсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменнипе те çыхăннă. «Кулленхи тупăшăн 15-20 проценчĕ вĕсен кĕсйинче тăрса юлать», — терĕ вăл. Укçа-тенкĕ çаврăнăшне сăнаса тăрас тĕллевпе автобуссем çине видеосăнав хатĕрĕсене вырнаçтарма йышăннă. Хальлĕхе кунашкал оборудовани тăватă транспортра ĕçлет. Çавăн пекех предприятин контрольпе ревизи службин ĕçченĕсене тĕпрен улăштарнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашавтотранс» ертÿçисене пĕрмай республика бюджечĕ çине шанса лармалла марри, унитари предприятийĕн хăй тĕллĕн ĕçлесе илессишĕн тăрăшмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех вăл организацин финанс лару-тăрăвне лайăхлатмалли плана çирĕп пăхăнмаллине палăртрĕ. «Сирĕн çав документа тĕпе хурса ĕçлемелле. Унта палăртнă ĕç-хĕле пурнăçласа пымасан каллех кăткăслăхсем пуçланаççĕ. Ун чухне татах Правительствăран ыйтатăр-и вара? Иртен пуçласа каçчен ĕçлĕр, хăвăра шанса панă тивĕçсене тĕплĕ пурнăçлăр», — терĕ Михаил Васильевич. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.