Юрăçсем пысăк машинăсемпе çÿресшĕн
Автомобиль пысăк пуянлăх мар, пĕр вырăн¬тан тепĕр тĕле çитмелли хатĕр кăна теççĕ-и-ха? Çынсем пĕрин хыççăн тепри чаплă автомобиль туянаççĕ. Çуран утни усăллă-ха, анчах машинăпа çÿреме меллĕрех. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем те çаплах шухăшлаççĕ. Ара, концерта каймалла-и е ялтан çĕр улми тиесе килмелле-и — алă айĕнче транспорт пурри пулăшать. Юрăçсен гаражĕнче мĕнле автомобильсем-ши? Тен, Мерседес е Порш Каен? Халех вуласа пĕлĕпĕр.
Çемьепе канма… микроавтобус
Пĕрисемшĕн машина хăтлă та меллĕ пулни, теприсемшĕн унăн «сăн-сăпачĕ» пĕлтерĕшлĕ. Чăваш артисчĕсем ют çĕршыв автомобильне ытларах кăмăллаççĕ. Кулăш ăстине Петр Ермолаева пысăк кузовлă машинăсем килĕшеççĕ. Çавна май юрăç 4 çул каялла Тойота Ленд Крузер туяннă. Салон ирĕклĕхне кăна мар, транспорт хăрушсăрлăхне те шута илнĕ Петр. Çул çинче ку — чи кирли. «Питĕ килĕшет Тойота. Уйрăмах унăн багажникĕ пысăк пулни паха — концертсене илсе çитермелли музыка аппаратурине вырнаçтармашкăн чух кăна. Çĕнĕ машина туянасси пирки шухăшламастăп та. Çапах микроавтобус илес ĕмĕт пур. Унпа çемьепе канма çÿрĕпĕр», — каласа кăтартрĕ артист.
«Хавас» ушкăнăн экс-солистки Светлана Карсакова та пысăк автомобильсене кăмăллать. Çавăнпа юрăç 2012 çулта Опель Зафира рулĕ умне ларнă. 420 пин тенкĕпе туяннăскере Светлана мухтаса пĕтереймест: «Машинăра çичĕ çын вырнаçма пултарни уйрăмах аван. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл çемье автомобилĕсен йышне кĕрет. Минивэнпа ачасемпе тата тăвансемпе яла çитсе килетпĕр. Унпа мăшăрпа черетленсе çÿретпĕр». Асăннă автомобиль маркине кăмăлланăранах артистка çывăх вăхăтра унăн çĕнĕ модельне туянас шухăшлине палăртрĕ. Опель çулĕпе çамрăкрах пулĕ.
Мухтаса пĕтереймеççĕ
Транспортăн кĕске тата инçе, тикĕс тата тумхахлă çулсене те парăнтармалла. Кирек епле çанталăкра та çур çаврăмранах хускалмалла. Константин Рязанов автомобильне шăпах çак самантсене шута илсе суйланă. Чылай шухăшланă хыççăн Фольксваген Поло хуçи пулса тăнă. Уншăн артист çур миллион тенкĕ ытла кăларса хума шеллемен. Чи кирли — машина шанчăклă та меллĕ. Унччен Костя Лада Приорăпа çÿренĕ. Ахăртнех, Ладăпа «иномаркăн» уйрăмлăхĕ чылай. «Ют çĕршыв автомобилĕ çемçе подвескăллă. Çул çинчи пысăках мар шăтăк-путăк туйăнмасть те темелле. Передача куçармалли курупка автомат режимĕллĕ пулни Фольксвагенра шанчăклăрах, кузов комплектацийĕ те кăмăла кайрĕ. Кирек мĕнле передача курупки пулсан та руль умĕнче лараканăн машинăпа лайăх çÿреме пĕлмелле. Унсăрăн пĕр «ăслă технологи» те пулăшас çук», — палăртрĕ шухăшне малашне БМВ Х5 автомобиль рулĕ умне ларма ĕмĕтленекенскер.
Пике юрăçсем те каччăсенчен юлмаççĕ, машинăпа шикленмесĕрех çÿреççĕ. Хĕрсем, яшсемпе танлаштарсан, транспорт тулашне ытларах сăнаççĕ. Илемлĕ, кăмăла каякан тĕс, хăтлă салон илĕртет вĕсене. Сăмахран, Полина Борисовăна кĕмĕл тĕслĕ Хендай Солярис тÿрех хăй патне туртнă. «420 пин тенкĕпе икĕ çул каялла туяннăччĕ ăна. Машина мана пур енĕпе те тивĕçтерет: кузов калăпăшĕ, ăна çÿретме çăмăл пулни килĕшет. Корея автомобильне мĕншĕн суйларăм тетĕр-и? Хендая юсамашкăн çĕнĕ пайсем хаклă мар, вĕсене чылай çĕрте тупма май пур, бензин та ытла нумай тăкакланмасть», — ăнлантарчĕ Полина. Хендая епле хытă кăмăлласан та вăл çĕнĕ машина пирки ĕмĕтленет. Малалла вулас...
Комментировать