Йÿçĕ пылак
«Аттеçĕм Атăл» роман-трилоги сыпăкĕ
Ура çинче тăрсах çуннă пăтă çинĕ хыççăн патруль хулан пушанса юлнă тĕп урамĕпе малалла утрĕ. Кĕтмен çĕртен салтаксем хăйсене такам чĕннине илтрĕç. Виçĕ хутлă çуртăн подћезчĕ умĕнче плащ тăхăннă ватă нимĕç тăрать. Аллисемпе хăлаçланса тем ăнлантарать.
— Пулăшу ыйтать. Кĕрсе курмаллах пулать, — терĕ аслă лейтенант утнă хушăрах пистолет кобурине тĕрĕслесе.
Нимĕç патруле виççĕмĕш хута ертсе хăпарчĕ. Хваттер алăкĕ яр уçă. Спальнăран хĕрарăм йынăшни илтĕнет. Тимĕр кравать çинче питĕ кĕрнеклĕ морякăн шурă купарчи çуталать. /.../.
— Чар-р-рăнăр! — кăшкăрчĕ аслă лейтенант тимĕр кравать патне чупса пырса. Анчах матрос ăна таканланă пушмакĕпе тапрĕ те, офицер стена патнелле ыткăнса кайрĕ.
— Полундра! — сиксе тухрĕ юнашарти пÿлĕмрен хура бушлат тăхăннă тепĕр матрос. Унăн аллинче — винтовка, штык вĕçĕнчен хĕрлĕ шĕвек тумлать.
— Мĕн пулса иртет, старлей? Мĕн, хамăрăннисене палламарăн-им? — пысăк пÿлĕмри сăран кресло çинче пăтранчăк куçлă ÿсĕр мичман выртать. Аллинчи пысăк парабеллумпа вылять. — Ларсамăр, йĕкĕтсем. Трофейпа хăналанăр.
Сĕтел çинче темиçе пушă кĕленче, хĕрлĕ эрех тултарнă графин тата апат- çимĕç. Салтаксем сĕтел хушшине ларчĕç те çиме пикенчĕç. Мишшук чăх какайĕнчен тунă студень çиме пуçларĕ çеç, пырне ларчĕ: куçĕ умне хăйĕн выçă çемйи, хыткан ывăлĕсем тухса тăчĕç. Вăл амăшĕ ачисене курăкпа вĕретнĕ шывпа тăрантарнине аса илчĕ.
— Кам ирĕк панă сире хăвăра мародерсем пек тытма? — Зарубин çаплах ура çинче тăрать-ха.
— Эс ăçти тĕнчерен тупăнтăн, старлей? — мичманăн куçĕ курайманлăхпа тулчĕ. — Вĕсем пире шеллерĕç-и? Çак фрицсем Минск çывăхĕнче манăн пĕтĕм çемьене тĕп турĕç. Ашотик, таса чунлă офицера нимĕçсем санăн тăванусене епле асаплантарни çинчен каласа пар-ха.
— Туссем, тепри кам унта черетре? Кайсамăр, вăтанса ан тăрăр, хĕрарăмĕ вĕри тĕк вĕри, шашлăк пек, — çывăрмалли пÿлĕмрен хура шăлаварне тÿмелесе çăмламас грузин тухрĕ. Вăл стакана эрех тултарчĕ те ăна аслă лейтенанта тăсса пачĕ, анчах Зарубин стакана тытмарĕ. — Ахалех кÿренетĕн, аслă лейтенант. Вĕсем манăн аннене мăшкăлланă, асаттене çакса вĕлернĕ, йăмăксене Германие хăваласа кайнă. Халь вара эп тавăратăп! Пуриншĕн те!
Зарубин чĕнмерĕ.
— Эс ăçтисем пулатăн, старлей? — мичманăн чĕлхи çыхланать. — Ленинградран? Эс пĕлетĕн-и мĕн чухлĕ ват çынсемпе ачасем сан тăван хулунта выçă вилнине? Милли-и-оншар çын! Эпир хулана кĕнĕ чух урамсенче вилесем çеç выртатчĕç.
Çын виллисем те мар вĕсем — мумисем. Типсе кайнă скелетсем. Пурте выçă вилнĕ. Эс вара нимĕçсене шеллетĕн. Пырăр, кайăр иккĕмĕш хута, курăр вĕсене мĕнле тавăрмаллине! Азиз, ертсе кай вĕсене! — мичман аллипе чеченеца мĕн тумаллине кăтартрĕ.
Чеченец çĕмрĕк алăка урипе тапса уçрĕ. Кунта чăн-чăн çапăçу пулса иртнĕ тейĕн: урайĕнче люстра ванчăкĕсем, сĕтеле çавăрса çапнă, ун айĕнче нимĕç офицерĕ, унăн пуçĕнчен юн юхать. /.../.
Офицерпа салтаксем каллех виççĕмĕш хута улăхрĕç.
— Эпир агрессорсем мар — ирĕке кăларакансем, — Зарубин куç хупса иличчен эрех тултарнă стакана пушатрĕ.
— Эс çакна арăмна каласа парăн, чĕрĕ таврăнайсан паллах. Çырткала кăштах, унсăрăн хăнăхманран ÿсĕрĕлсе каятăн, — мичман аслă лейтенант умнерех какай яшки тĕртсе хучĕ.
— Кăкăр ачи мĕншĕн айăплă?
— Виççĕмĕш тĕнче вăрçипе пирĕн пата ан пырайтăр! — аран калаçать ÿсĕр мичман. — Эй, фашист! Водка пар! Шнапс! Илтетĕн-и, фашист йăх-яхĕ?
Фрау, урăх кофта тăхăнма ĕлкĕрнĕскер, хĕрлĕ эрех тултарнă тулли графин илсе килчĕ.
— А ну-ка, малтан хăв ĕç! Битте, мадам. Мĕн тери кăмăллă вăл пирĕнпе, пичĕ еплерех хĕрелсе кайрĕ. Грузин килĕшрĕ пулмалла ăна. Куратăн-и, мĕнле çиçсе- хĕмленсе тăрать вăл! Çиелтен тав тăвĕ-ха тата — вĕлерменшĕн. Ашотик, тепре майласа ил эс ăна, тепĕр çултан ачуна тĕне кĕртме килетпĕр санпа. Тен, йĕкĕреш çуралать — манпа санăн. Эп хамăнне Марьина Горкăна илсе каятăп, аннене парне пама. Ха-ха-ха!
Фрау аптăраса тăчĕ: кухньăран хăйне те ашшĕ, те хуняшшĕ сăнарĕ. Хĕрлĕ эрех тултарнă стакана тĕппипе пушатнă хыççăн хĕрарăм сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Матроссем черетпе ăна ыталама та хыпашлама пуçларĕç. Фрау текех хурланмарĕ, хăйне хыпашлама чармарĕ.
— Гитлер капут! Фрау гут! Упăшку сан нах Сталинград вилнĕ. Çапла кирлĕ пулнă ăна. Чĕнмен çĕре ан сĕкĕнтĕр. Мĕнле илемлĕ персик пек чиперккене пĕччен хăварнă вăл, ашак, — тути-çăварне шăлса тасатман Ашотик хĕрарăмăн çара кăкăрĕсене чăмăртать, сăрласа хĕретнĕ тутинчен чуптăвать. Малалла вулас...
Комментировать