Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлнă

19 Авг, 2017

Паян Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлнă. Вăл Эгер бульварĕнчи 33-мĕш çурт патĕнче вырнаçнă. Савăнăçлă пулăма РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, "Чикĕсĕр футбол" ача-пăча футбол лигин президенчĕ Ирена Петрейките тата паллă спортсменсем хутшăннă.  

Сăмах май, универсаллă спорт лапамĕсем Мускавра пур иккен. Республикăн тĕп хулинче те малашне вĕсене уçасшăн. Шупашкарта вăл хальлĕхе Эгер бульварĕнче тата Йăлăмра пулĕ. Çулла унта футбол, хĕлле хоккей вылĕç. Лапама тума хула бюджетĕнчен 4 миллион тенкĕ уйăрнă. Хула кунĕ тĕлне 10-мĕш, 40-мĕш, 61-мĕш шкулсен умĕнче мини-футбол лапамĕсем уçма палăртнă. 

Рубрика: 

Комментировать