Унчченхи ырă ят-сум таврăнĕ-и?

18 Авг, 2017

1935 çулта Чăваш Ене çул-йĕр строительствинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн Ленин орденĕпе наградăланă. Çакăн хыççăн чылай çул республика чи лайăх çулсемлĕ регионсен шутĕнче пулнă. «Унчченхи ырă ят-сума тавăрасси — пирĕн чыслă тивĕçсенчен пĕри», — тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр канашлура.

Мĕн пытармалли: юлашки 10-20 çулта пирĕн республикăра çеç мар, çĕршывра та çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕччисенчен пĕри пулса тăчĕ. Кашниех çÿрет, курать: çулсем çулран-çул япăхса пыраççĕ. Çуркунне юр айĕнчен шăтăк-путăк çул тухни шÿте те çаврăнчĕ: «Юрпа пĕрле асфальт та ирĕлет». Нуша…

Çул-йĕр строительствине кăçалхи пек хăватпа тата хăвăртлăхпа аталантарнине шута илсен республикăра çак нуша кĕçех вĕçленессине шанас килет. 2017 çулта Чăваш Енри çулсене тума тата юсама 5 миллиард ытла тенкĕ тăкаклама йышăннă. Çак шутран 3 миллиард ытла тенкĕпе çулсене çĕнĕрен тума, ытти укçапа юхăннă çулсене тĕпрен юсама палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлама кун чухлĕ укçа ку таранччен пĕрре те уйăрман-ха. Нухрат пур, апла тăк строительсен ĕçлемелле те ĕçлемелле. Унчченхи пек «укçа çук» тени ĕç-хĕле чăрмантаракан сăлтав пулмалла мар. «Малтанхи çулсенче ведомствăсемпе муниципалитетсем укçа çитменни пирки ÿпкелешетчĕç. Паян укçа пур, унпа вăхăтра тата тĕллевлĕ усă курмалла», — республика Пуçлăхĕ паян çул-йĕр тытăмне аталантарма майсем çителĕкли çинчен час-часах аса илтерет.

Чăваш Ен кăçал федерацин «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» программăна хутшăнать. Ку проектпа килĕшÿллĕн Шупашкар агломерацийĕнче 506 çухрăм автоçула юсамалла. Проектăн тĕп тĕллевĕ — çулсем çинчи хăрушсăрлăха ÿстересси тата çул-йĕре нормативсем ыйтакан шая çитересси. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн ЖКХ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ — ЖКХ, энергетика, транспорт тата çыхăну управленийĕн пуçлăхĕ Герман Александров пĕлтернĕ тăрăх — Шупашкарти «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» проекта кĕртнĕ 27 объектран 22 лаптăка чылай маларах ĕçе кĕртме палăртнă. Строительсем питĕ кăткăс лару-тăрура ĕçлеççĕ, автотранспорта çÿреме чар-масăрах çулсене юсаççĕ. Хула çыннисем каланă тăрăх — вĕсем Шупашкарта пĕр харăс çакăн чухлĕ çул юсанине ку таранччен курман.

Чăваш Республикинче 119 объект /100 процент/ тĕлĕшпе, çак шутран иккĕшĕ федераци пĕлтерĕшлĕ çулсем /вĕсене йĕркене кĕртме Федерацин çул-йĕр агентстви укçа-тенкĕ уйăрать/, иккĕшĕ регион пĕлтерĕшлисем, ыттисем муниципалитетсен, контракт тунă. Хальхи вăхăтра 77 объектра /Шупашкар хулинче — 49, Çĕнĕ Шупашкарта — 10, Шупашкар районĕнче — 2, Муркаш районĕнче — 12/ хĕрÿ ĕç пырать, 19 объектра юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ те ĕнтĕ. Малалла вулас...

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.