«Яшка çисе тăраннă, халĕ пĕремĕк юрататăп»
«Ырă ĕç туни çын патне ырăпах таврăнать», — тени çав тери тĕрĕс. Çакна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра пурăнакан 95 çулти Анна Рыбакова патĕнче пулнă хыççăн тепĕр хут ĕнентĕм. Кирек епле пулсан та пурнăçра хĕпĕртемелли тупма пĕлмелле. Çакă телее илĕртет.
«Тĕрĕс мĕнле пурăнмаллине çынна никам та вĕрентмест. Темле пулмалла, тем тусан лайăх? Атте чирленĕрен вăрçăчченех вилнĕ. Вăрçă хыççăн аннерен 19-тах юлтăм. Пиччеме Анатолие те çамрăклах юлашки çула ăсатрăмăр. Тăватă йăмăка пăхса ÿстерсе ура çине тăратрăм. Пурте хамăр ялах качча кайрĕç. Икĕ йăмăкĕ пурнăçран уйрăлчĕ ĕнтĕ. Чи кĕçĕнни Нина Карапашра пурăнать. Пĕве кĕрсен колхозра ĕçлеме пуçларăм, Октябрьскине окоп чавма та илсе каятчĕç. Раиса, Луиза, Суссанна, Нина килте юлатчĕç. Раисăна Иваново хулине ячĕç. Эпир выçăччĕ. Кăшкар ути, мăян çиеттĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕр вăхăт çăкăр валеçекен пулма тÿр килчĕ. Хама вара пĕр татăк çăкăр та паман. Раиса мана çитерме уни-куни илсе пыратчĕ. Çын пуçне 200-шер грамм тырă панă. Ăçтан çиттĕр ĕнтĕ вăл? Шкулта тăватă класс çеç вĕренейрĕм. Колхозра кладовщицăра ĕçлесе куртăм. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ĕне те тытаттăмăр. Хамăр хул çинче йăтса утă хатĕрлеттĕмĕр. 1949 çулта тăван ял каччипех Алексейпе çемье çавăртăмăр. Мĕн пу-рăнни ĕнтĕ пирĕн? Салтакран курма килчĕ те — икĕ ачапа пăрахса хăварчĕ. Украинăра майра тупнă та çавăнтах пурăнма юлнă. Кольăпа Тамарăна пĕчченех ура çине тăратма тиврĕ», — каласа кăтартрĕ Анна Афанасьевна.
Анна Рыбакова паян хĕрĕпе кĕрĕвĕ патĕнче пурăнать. Лайăх пăхаççĕ ăна вĕсем. Канмалли кунсенче мăнукĕсем Натальйăпа Марина пыраççĕ, кукамăшне мунча хутса кĕртеççĕ.
«Пирĕн пÿрт питĕ пĕчĕкчĕ. Ура вĕçлĕн выртаттăмăр. Пĕррехинче атте текенни амăшĕсем патне курма килнĕччĕ. Унччен ăна эпир курман та, пĕлмен те, — калаçăва хутшăнчĕ Анна Афанасьевнăн хĕрĕ Тамара. — Вăл пирĕн валли кучченеç нимĕн те илсе килмен. Хăть пĕр канфет туянасчĕ. Карамель… Эпир выçă вĕт… Аса илсен халĕ те куççуль тухать. «Ан макăрăр, ачасем. Коля, сана купăс илсе парăп, Тамарăна качча кайнă чухне çĕвĕ машини парнелĕп», — терĕ асанне пире пуçран шăлса. Хăйĕн сăмахне тытрĕ. Купăсне те, çĕвĕ машинине те туянса пачĕ. Шел, пичче нумай пурăнаймарĕ. 25-ре Чулхулара чĕрине операци тунă чухне вилчĕ. Анне каллех пĕччен юлчĕ. Вунă çул каялла, тивĕçлĕ канăва тухсан, яла таврăнтăмăр. Аннене хамăр пата илсе килтĕмĕр. Хăйĕн çурчĕ тăлăххăн ларать, хапхи, сарай-лупасĕ кĕç-вĕç йăтăнса анаççĕ. Халĕ çывăх çыннăмăр килне утса та çитеймест. Утă çулма тесе пуçтарăнсан мотоблокпа лартса каятпăр. Аттен вара лере икĕ хĕр тетчĕç. Халĕ пурăнать-ши вăл, çук-ши — пĕлместпĕр. Çыхăну çук. Анне урăх качча кайман. Ачи те, амăшĕ те, арçынĕ те, хĕрарăмĕ те хăех пулнă. Вуттине те, уттине те пĕчченех хатĕрленĕ. Кÿршĕре пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе, Рита аппапа, вĕсем вăрмантан тухмасăр хăрăк турат пуçтаратчĕç. Шкула кайиччен мана та пайтах илсе кайнă. Шыв ăсма çырмана çÿреттĕмĕр. Халĕ çăтмахри пек пурăнатпăр: газ та, шыв та, машина-трактор та пур».
Анна аппан хăлхи хытăрах. Çавăнпа унпа калаçма çăмăлах мар. Тамара Алексеевна каласа кăтартнă тăрăх, йăмăкĕсене, хăйĕн ачисене ÿстернисĕр пуçне Анна Афанасьевна кÿршĕ ялти Кĕчкей чиркĕвне çÿренĕ. Ăна хута яма ялти хĕрарăмсемпе пĕрле çÿлти хута пайтах кирпĕч йăтнă. Апат пĕçерсе сумкăсене хыçалалла-малалла çакса кайнă.
«Пĕррехинче Укаç аппапа чиркÿ чанĕ айне кĕрсе тăтăмăр. Стена çине хамăр ятсене çыртăмăр. Çавăнпа нумай пурăнатăп пуль?» — тет халĕ анне. Вăл праçниксенче юрлама юрататчĕ, пире те вĕрентетчĕ. Ĕлĕкхи юрăсене чылай пĕлет. Псалтыре те алăпа çырса илнĕ вăл», — каласа тĕлĕнтерчĕ Тамара. Пирĕн калаçу юрăсем пирки пулнине пĕлсен тÿсеймерĕ ватă, юратнă юррине пуçларĕ: «Пасартан тутăр илмесен Манăн пуçа мĕн çыхас? Юлташсем пулмасан Манăн кампа юрлас?» Малалла вулас...
Комментировать