Иртни пирки куççуль юхтармăп
Анатолий Кибеч 1937 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаран тарăн пĕлÿ илме тăрăшнă: шкулта лайăх вĕреннĕ. Çакă малашнехи çулне уçса пынă. Вăл диссертаци хÿтĕлесе наука кандидачĕ пулса тăнă. Чылай çул аслă шкулсенче ĕçленĕ, философипе, эстетикăпа, педагогикăпа ăслăлăх ĕçĕсем çырнă, лекцисем вуланă. Анатолий Ильич паянхи кун та общество ĕçĕнче хастар. Вăл, музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕскер, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче республикăри Хор обществин Шупашкар хулин уйрăмне ертсе пынă, Хула кунне ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Унăн прозăллă сăввисемпе калавĕсене, «Улăп таврăнни» роман- халапне, çĕнĕ кĕнекисене вулакансем ырă кăмăлпа йышăнчĕç.
Ĕç ачи
— Анатолий Ильич, эсĕ сакăр вунна çитнĕ тесен ĕненес килмерĕ. Мĕнлерех туйăмсемпе, ĕмĕтсемпе пурăнать Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч?
— Çуралнă кун пысăк уявах мар ĕнтĕ, çак тарана çити мĕнле пурăнни пирки тепĕр хут шухăшлани кăна. Халăх калашле, йывăç чылай лартрăм, Шупашкарти Гагаринпа Энгельс урамĕсенче йăмрасем ешереççĕ, çурт та хăпартрăм, ачамсене ÿстерсе ура çине тăратрăм. Халĕ ав мăнукăн ывăлĕ,тинтерех утма вĕреннĕскер, хăнана килсе «йĕрке» туса хăварать.
— Ман алăра кăçал тухнă «Кашни çын вăл — хăй тĕнче» кĕнекÿ, сăвăласа çырнă роман-хроника, самай хулăнскер: 710 страницăллă! Çаплипех тухăçлă ĕçлетĕн иккен, Кибеч пичче. Романăн пĕр пайне «Çын хăйне ĕçре тупать» ят панă. Çакна мĕнле ăнланмалла?
— «Ĕç» чăваш чĕлхинче чи кĕске сăмахсенчен пĕри: икĕ сас паллирен кăна тăрать. Пĕлтерĕшĕ вара — чи пысăкки, хисепли, вăйли. Çын аллипе тунă япала тĕнчинче пурăнатпăр мар-и-ха? Ăçта пăхатăн — пур çĕрте те çын ĕçĕ. Çын хăй те ятне, сумне, хисепне ĕçре тупать. Лупăна хĕвеле хирĕç тытсан вут чĕртмелĕх хăват пухать. Ĕç те çавăн пекех: çыннăн пĕтĕм вăйне, ăсталăхне, чун туртăмне пĕр çĕре пухса çитĕнÿсем тума пулăшать, çын шанăçне çирĕплетет, хăй вăйлине ĕнен-терет. Çакна эпĕ çамрăклах сисрĕм пулас, вун çиччĕрен пуçласа пурнăç тилхепине хам тĕллĕн тытса пытăм. Вĕреннĕ чухне те ĕçрен пăрăнман. Халь çаврăнса пăхатăп та самай чăтăмлă пулнă иккен, институтра вĕреннĕ хушăрах виçĕ çĕрте ĕçлерĕм, хам укçапа икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянтăм.
— Çемьеллĕ пулнă-и вара? Е…
— Çук. Ордер илме кайрăм та, памаççĕ. Пĕччен çынна икĕ пÿлĕмли юрамасть теççĕ. Мĕн тăвас? Яла, анне патне, вĕçтертĕм. Паспорчĕ çук. Часрах тутарса икĕ паспортпа кайсан ордерлă пултăм.
Çĕнĕ хваттере — аннепе
— Вара тин авлантăн пуль ĕнтĕ. Хваттерлĕ, аслă пĕлÿллĕ каччă…
— Çук-ха. Малтан ялта пĕччен пурăнакан аннене илсе килтĕм. Психологи тĕлĕшĕнчен ывăлĕпе кинне амăшĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илни тĕрĕсрех. Кин пур çĕре анне пурăнма килни урăхларах туйăм çуратать ĕнтĕ. Сывах мар аннене çирĕм çул пĕрле пăхрăмăр.
— Пултарулăху ытла та нумай енлĕ: вĕрентÿ ĕçĕ, наука, искусство, спорт, хула депутачĕсен канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕ, ентешлĕх ертÿçисен пуçлăхĕ… пурне каласа та пĕтереймĕн.
— Вăхăт çитмест тенине ĕненместĕп. Унпа усă курма майне пĕлмелле. Сахалрах çывăрмалла. Маншăн «канмалли кун» сăмах çук. Отпуск та чи тухăçлă ĕçленĕ тапхăр. Урă пурнăç йĕрки, спортпа тусли усă паратех. Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне диссертацие пĕр çул маларах çырса пĕтертĕм. Шупашкара килсен аслă шкулсенче эстетика пĕлĕвне сарас тĕллевпе ĕçлерĕм. Унччен Чăвашра ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ çын пулман. Лекципе семинара студентсем пĕр сиктермесĕр çÿретчĕç. Халĕ «эстетика» сăмах шкулта та, университетра та çукпа пĕрех. Сисĕм-туйăмран, культурăран чухăн ăру тапхăрĕ пуçланчĕ курăнать.
Çынлăхшăн, илемлĕхшĕн…
— Ку енĕпе Мускавсем тăрăшни те сисĕнмест. Телевизорпа мĕн кăна кăтартмаççĕ – этикăпа эстетика пирки маннă тейĕн...
— Эпĕ çынлăхшăн, илемшĕн, чăн искусствăшăн кĕрешĕве тухни кăçал утмăл çул çитет. Çырса та ăнлантарнă, ĕçпе те кăтартнă. Калăпăр, юрă мĕнле пулмаллине, хорпа ĕçлемеллине, уявсене мĕнле ирттермеллине. Литературăра та çавах, ыттисем хускатман сюжетсемпе пулăмсене кăтартнă, «Улăп таврăнни» кĕнекепе роман-халап жанрне пуçартăм. «Ĕмĕр сакки сарлака» юрă та хальхи тарăн шухăшлă юрăсенчен ăнăçлăраххи пулса тухрĕ пек. Никам пек те пулас темен, хам сукмакăма шыранă.
— «Кашни çын вăл — хăй тĕнче» кĕнекÿ «Хаклă ентешĕмсене» чĕнсе каланипе вĕçленет. Пурнăçра мĕн пулнине историпе, политикăпа çыхăнтарса уçса панă. Шел, тиражĕ пысăк марри пăшăрхантарать.
— Хамăр çине тăнипе кăларатпăр вĕт-ха. Пысăк калăпăшлă кĕнекен тăкакĕ те пысăк. Юрать, ырă чăвашсем ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Кăçал тата тепĕр кĕнеке те тухрĕ. «Юлашки çыру» — калавсен пуххи. Чăваш кĕнеке издательстви тăрăшрĕ, майсем тупрĕ. Кĕске калавсем çырса пăхнăччĕ. Çăмăл мар иккен. Пĕри юлташĕ патне: «Çырăвăм вăрăм пулнишĕн каçар, кĕскен çырма вăхăт пулмарĕ», — тесе çырнă тет.
Чăвашлăхшăн
— Общество ĕçĕ пирки чарăнса тăрар-ха. Мĕн асра юлчĕ?
— Чылай çул ЧНКн Ваттисен канашне, «Канашсем» ентешлĕхе ертсе пытăм. Йывăр вăхăтра та сыхласа хăварма май килчĕ. Ăнăçлах ĕçлеççĕ. Хула депутачĕсен канашĕнче вĕрентÿпе культура комиссийĕн пуçлăхĕ пулнă май иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче тунă ĕçсене аса илсен хам тÿпе те пуррине аванах туятăп. Шкулсене чăваш чĕлхине кĕртсе ярасси йывăрччĕ. Наци библиотекин çĕнĕ çурчĕ илем кÿрет: çĕрне ыттисем куç хывнăччĕ, çапах сыхласа хăвартăмăр. Халĕ троллейбус чарăнăвĕсене икĕ чĕлхепе пĕлтереççĕ. Ялан кун пек пулман. Çакă та пирĕн ĕç. Тĕп хуламăр сăнне вăйлатас тесе тăрăшнă. Мĕншĕн каларăм-ха? Эпĕ хама историн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕн çынни пек те туятăп.
— Пур ĕçе те тĕплĕ тума тăрăшнă тенĕ пулăттăм.
— «Пысăк ĕç — пĕчĕк ĕç ачи», — тесе вĕрентнĕ. Çапла ăнланмалла та ĕнтĕ çын хăйне ĕçре тупать тенине. Ĕçлемесĕр халăха усăллă çын пулаймăн. Малалла вулас...
Комментировать