Кадет шкулĕ пурнăç çулне суйлама пулăшнă
18 çулти Егор Михайлов пĕчĕк чухне кукашшĕн калавĕсене итлеме юратнă. Çарта Китайпа Раççей чиккинче службăра тăнăскер интереслĕ историсем каласа панă. Егор тимлĕн итлесе ларнă та ĕмĕчĕсенче вĕçнĕ. Акă вăл кукашшĕ пек 1-мĕш ранг капитанĕ, пысăк та мăнаçлă караппа тинĕс хумĕсем тăрăх ишет. Вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан симĕс-кăвак кавир инçетре тÿпепе пĕрлешнĕн туйăнать...
Егор хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлама хăнăхнă. Çавăнпах-тăр вăл халĕ — Калининградри Ф.Ф. Ушаков ячĕллĕ Балтийск тинĕс çар флочĕн институчĕн курсанчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çуралнăскер 4 çул ахаль шкултах вĕреннĕ, 5-мĕш класра вара Шупашкарти А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулне куçнă. «Кадет шкулне кайни халĕ те куç умĕнчех. Уйрăмах авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ асра. Унта пур ача та илемлĕ тум тăхăнса килнĕччĕ», — ăшă йăл кулăпа аса илчĕ Егор. Арçын ачан унчченхи тантăшĕсенчен уйрăлас килмен, урăх шкула куçма кăмăл пулман. Ашшĕпе амăшĕ тăрăшнипе вăл хăйне алла илнĕ, кадет класĕнче пĕлÿ пухма тытăннă. Темиçе кунранах Егор çар тематикипе ытларах кăсăкланма пуçланă, уйрăмах ăна тинĕс çарĕ интереслентернĕ. Кадетсен присягине йышăннă хыççăн пушшех те. Çăмăл атлетикăра çитĕнÿсем тăваканскер тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă, класпа та тупăшура малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. 11-мĕш класра Егор тин çеç кадет тумне тăхăннă 5-мĕш класс ачисен старшини пулса тăнă. Ачасене стройпа утма хатĕрленĕ, автомат сÿтсе пуçтарма вĕрентнĕ. Пĕтĕмпех ăнлантарнă, кăтартнă. Хĕр ачасем арçын ачасенчен тимлĕрех пулни, дисциплинăна çирĕпрех пăхăнни тĕлĕнтернĕ ăна. Çак ĕçре ăна ОВС дисциплинине ертсе пыракан Александр Юрьев полковник пулăшнă, сĕнÿсем панă. «Вĕсем халĕ 7-мĕш класа куçрĕç ĕнтĕ. Отпускра шкула килсен мана хупăрласа илчĕç, пĕтĕмпех ыйтса тĕпчерĕç. Хама мĕнле туйни пирки те, вĕренÿри йывăрлăхсем пирки те. Эппин, вĕсем мана манмаççĕ, хисеплеççĕ. Ку питĕ кăмăллă», — каласа кăтартрĕ Егор.
Шкулта каччă малашне ăçталла çул тытмалли çинчен чылай шухăшланă, Интернетра çар вĕрентÿ заведенийĕсемпе паллашнă. 10-мĕш класра суйлава çирĕплетнĕ те урăх улăштарман. Кун пирки ашшĕ-амăшне те, тантăшĕсене те пĕлтермен вăл. Алла аттестат илсенех Егор çар комиссариатĕнче ыйту çырнă, кирлĕ документсем пухма тытăннă. Кун хыççăн çеç яш хăйĕн шухăш-тĕллевне çывăх çыннисене каланă. Ашшĕпе амăшĕ хирĕçленĕ: «Питĕ инçе каясшăн-çке эсĕ. Тен, ахаль колледжа е университета вĕренме кĕретĕн?» — ÿкĕте кĕртме хăтланнă вĕсем. Анчах ывăлĕ çирĕп тăнă. Кукашшĕ пек хастар çар çынни пулас, ашшĕпе амăшне ытлашши укçа тăкакласран хăтарас килни те çамрăка çак тĕллеве пурнăçлама хистенĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухсан, кирлĕ справкăсем пуçтарса пĕтерсен пур документа та вĕрентÿ заведенине ярса панă. Кĕтмелли çеç юлнă. Шкулпа сыв пуллашакансен балĕ кĕрленĕ хыççăн темиçе кунран Егора савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ: унăн докуменчĕсене йышăннă. Эппин, çула тухма пуçтарăнмалла. «Института кĕмешкĕн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрăм. Психологи тесчĕ, калаçу... Физкультура хатĕрленĕвне уйрăммăн тĕрĕслерĕç, 100 метр тата 3 километр чупрăм, турникрен уртăнтăм. Каярахпа ятарлă комиссире эпĕ Балтийск тинĕс çар флочĕн институтне вĕренме кĕнине пĕлтерчĕç. Манăн специальноç карап çинчи зенитлă ракета хĕç-пăшалĕпе усă курассипе çыхăннă. Эпĕ ишекен хатĕр çинчи хĕç-пăшалпа ĕçлекен специалист пулăп. Савăннипе комисси пÿлĕмĕнчех сиккелеме хатĕрччĕ, анчах хама ним пулман пекех тытрăм. Коридорта çеç туйăмсене ирĕке ятăм. Пирĕн хушăра çителĕклĕ балл пухайманнисем те пурччĕ, вĕсене лăплантарма тăрăшрăмăр. Пĕр уйăх çамрăк боецсен курсĕ пычĕ. Унта çар историйĕпе пал-лаштарчĕç, лекцисем иртрĕç. Хĕç-пăшалпа мĕнле усă курмаллине кăтартрĕç. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче чи пăлхануллă самант иртрĕ — присяга йышăнтăм. Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăн-ха çар вĕренÿ заведенийĕнче? Пĕрремĕшĕ — дисциплина, кун йĕрки. Ирхи 6 сехетре тăратăн, каçхи 23 сехетре — отбой. Тин кăна шкул саккинчен уйрăлнă çамрăксемшĕн ку йĕркене хăнăхма йывăртарах. Пĕтĕмпех вĕренсе çитмешкĕн мана çур çул кирлĕ пулчĕ. Тата ротăри ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, пĕр-пĕрне хавхалантарма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ çакна ăнлантăм: санăн çемье — рота. Иккĕмĕш курсра çар темипе занятисем ытларах пулĕç, караппа вăхăтлăха тинĕсе те тухăпăр. Пĕлĕве практикăпа çирĕплетмелле вĕт», — курсант пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ яш.
Çар институтĕнче те ытти вĕрентÿ заведенийĕнчи пекех çулталăк семестрсене пайланать. Кашни çур çулта — зачетсемпе экзаменсем. Хыççăн курсантсем отпуска каяççĕ. Вăл 45 куна тăсăлать. Малалла вулас...
Комментировать