Шупашкар хули Беларуç троллейбусĕсемпе электробусĕсене туянасшăн

26 Июл, 2017

Шупашкар Беларуç троллейбусĕсемпе электробусĕсене туянасшăн. Ĕнер Чăваш Енĕн тĕп хулин администрацийĕнче Беларуç Республикин Раççейри посольствин Хусанти уйрăмĕн ертÿçи Олег Исаев пулнă май троллейбус управленийĕн паркне çĕнетес ыйтăва сÿтсе явнă.

Шупашкар хули пассажир транспорчĕн реформине пуçласшăннине "Хыпар" хаçат та пĕлтернĕччĕ. Çынсене хальхи вăхăтра турттаракан 756 транспорт вырăнне 531 юлмалла. Çав шутра пĕчĕк автобуссем 128 пулĕç, вăтаммисем - 180, пысăккисем - 11. Кунсăр пуçне 212 троллейбус çула тухĕ. Электричество транспорчĕпе илсе çÿрессине 21 процент ÿстерме тĕв тунă.

Кивĕ троллейбуссем вырăнне çĕннисем пулĕç. Çулсерен 25-шер машина ылмаштарса вунă çулта троллейбус паркне йăлтах çĕнетсе пĕтересшĕн.  Беларуçра кăларакан троллейбуссене унтисем хăтлă, перекетлĕ, илемлĕ тесе ырлаççĕ. Электробуссем пирки каласан, вĕсем те троллейбус пекех ĕçлеççĕ-мĕн. Аккумуляторлăскерсен хăвачĕ 20 километр кайма çитет. 

 

Рубрика: 

Комментировать