Вероника АРИСОВА: «Ентешсене чăн-чăн искусствăпа паллаштарас килет»
Кашни çын вăл - хăй пĕр тĕнче... Çак пĕчĕк хутлăхсем вара уçлăхри мăн тĕнчере - çĕр çинче - хăйсен телейне шыраççĕ... Этеме телейлĕ тума пултаракан майсенчен пĕри вăл - юрă. Чăваш эстрадинче хăй вырăнне тупнă Çĕмĕрле районĕнчи Янташ ялĕнче 1971 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче кун çути курнă юрăç-композитор Вероника Арисова çынсене юрă урлă телейлĕ тăвас тесе чун-чĕре хавалĕпе тăрăшса ĕçлет. Вăл çак тĕнче телейлĕ пуласса пĕр иккĕленмесĕрех ĕненет. Вероника Ивановна "Чăваш Ен ритмĕсем" фестивалĕн автор юррисен дипломанчĕ (1993), Пĕтĕм Тĕнчери 8-мĕш джаз фестивалĕн лауреачĕ (Чулхула-1997), "Атăлçи тăрăхĕ-98" эстрада юррисен фестивалĕн дипломанчĕ (Волгоград), кунсăр пуçне ЧР Культура министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ (2000), ăна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунишĕн Чăваш наци конгресĕн президиумĕн йышăнăвĕпе Хисеп хучĕпе чысланă (2013). "Тăван тата патшалăх чĕлхипе юрлатпăр" Раççейри нацисем хушшинчи конкурсăн Хисеп грамотине пысăк пултарулăхшăн панă (2016). Вероника Арисова Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш классен факультетĕнче (1993) ăс пухнă. Паян вăл çак институтăн доценчĕ, эстрадăн музыка искусствин эстрадăпа джаз уйрăмĕн вĕрентекенĕ. Çавăн пекех Вероника Арисова педагога ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн Тĕнче, Раççей, Чăваш Ен шайĕнчи тĕрлĕ дипломпа, тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Эпĕ хаваспах "Юрату кĕрекин" тĕпелне "Ĕмĕр пĕрле ялан пулсан Чăваш çĕрĕ чечекленессе" шанакан чипер те пултаруллă чăваш пикине чĕнтĕм.
- Вероника, эсĕ кунран-кун ир те каç Шупашкарти Трактор тăвакансен завочĕн Культура керменне çул такăрлататăн. Кунта санăн хăвăн студи пур. Унта эсĕ ачасене тата çамрăксене сасă лартма, юрлама вĕрентетĕн. Керменĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă 2007 çулта халăх ятне тивĕçнĕ музыка студийĕн алăкĕ çине "Сингл" тесе çырса хунă. Манăн çак акăлчан сăмахне питĕ чăвашлатас килет. Мĕн тенине пĕлтерет-ши вăл?
- "Сингл" - "пĕртен-пĕр" тенине ăнлантарать. Тарăнлатас пулсан "кун пекки урăх çук" тенине пĕлтерекен сăмах. Эпĕ республикăра эстрадăпа джаза аталантарас тесе ятарлă студи уçнă чух вăл пĕртен-пĕрреччĕ. Музыкăра вара "Сингл" - чаплăран та чаплă, чи пĕлтерĕшлĕ юрă тенине уçса паракан сăмах. Чăнах та, пĕр юрра питĕ чаплă юрлама вĕренме, халăх кăмăлне каймалла, итлекене тивĕçлĕ тума нумай вăй хума тивет. Çавăнпах эпĕ студие çÿрекен ачасене хăйсене пысăк сцена çинче пĕлсе тытма вĕрентетĕп, сассисем çирĕпленмесĕр халăх умне кăлармастăп. Пысăк сцена - пысăк профессионализм ыйтать. "Ах, мĕнле лайăх пĕчĕк ача", - тесе куракан ал çупни çак ача аван юрланине пачах та пĕлтермест. Ман яланах пур ĕçре те кашни япалана çÿлти шая çитерес килет. Çавăн пек пулма мана мĕн пĕчĕкрен эпĕ чунтан юратакан тата хисеплекен аттепе анне вĕрентнĕ.
- Республикăри пултаруллă ачасене тупса, вĕсене юрлама вĕрентсе, çепĕç те тарăн шухăшлă чăваш тата вырăс юррисемпе тĕнчене савăнтарма, хăпартлантарма, çунатлантарма, пĕр сăмахпа, ăста вĕрентекен пулма, пурте пултараймаççĕ. Кунта уйрăм ăс-хакăлпа ăс-тăн çеç çителĕксĕр. Ман шутпа, пысăк чунлăх та кирлĕ. Çынсене юратма, суйланă ĕçе парăнса вăй хума аттепе анне вĕрентнĕ терĕн. Мĕнлерех çынсем-ши вĕсем?
- Атте Иван Михайлович Арисов, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Малалла вулас...
Комментировать