«Хăйне мăнна хуракана чăваш хисеплемест»
Музыкăна юратакансене 50 çул ытла ĕнтĕ кĕвĕ тĕнчинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать Станислав Кондратьев. Мĕн пĕчĕкрен артистра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ кĕвĕ ăстин суйланă профессишĕн ÿпкелешесси, кăмăлсăрланасси пулман. Хăйне астăвассах ăна искусство илĕртнĕ, сцена çинче юрлама ĕмĕтленнĕ вăл.
Колхоз уттине çулнă вăхăтра
«Пĕррехинче, эпĕ ун чухне 5-6 çулсенчеччĕ, колхоз уттине çулнă çĕре аннепе пĕрле кайрăм. Аслисем вăрман хĕрринче утă çулнă вăхăтра анне-аттерен илтнĕ юрра шăрантарма пуçларăм. Ĕлĕкрех ĕçленĕ чухне те юрлатчĕç. Эпĕ, вăрман еннелле пăхса тăраканскер, çаврăнтăм та çынсем çулма чарăнсах мана итленине курса вăтанса кайрăм. «Ку ачан артист пулмаллах», «сасси илемлĕ», «еплерех майне килтерет» тесе мухтарĕç вĕсем. Аннен сасси те питĕ уçăччĕ», — ачалăхри «дебютне» аса илчĕ Станислав Алексеевич. Шкул ачисен хорĕнче, учительсен хорĕнче солист пул-са юрланăскер пĕве кĕрсе пынă май сасă хуçăлассине пĕлмен те.
Шкул пĕтернĕ çамрăк 1957 çулта Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Унта пĕр çул ăсталăха туптасан 14 çамрăка пĕлĕве тарăнлатма Хусан консерваторине янă. Станислав 2 çул хатĕрленÿ курсне çÿренĕ, унтан 1-мĕш курс студенчĕ пулса тăнă. Ăнăçсăртарах педагогпа 3 çул аса-планнă вăл, хăйĕн сассине тупаймассине ăнкарса илсен вара факультет деканĕнчен З.Г. Байрашевăран урăх педагог патне куçарма куççульпех ыйтнă. Çапла ăна В.А.Воронов патне куçарнă. Пултаруллă педагог студентпа тимлĕ ĕçленĕ, сасса тĕрĕс лартма пулăшнă, юрлас ăсталăха аталантарнă.
Консерваторирен ăнăçлă вĕренсе тухнă солиста Чăваш патшалăх музыка театрне /халĕ — оперăпа балет театрĕ\ янă. Унта вăл 5 çул ĕçленĕ. Çав вăхăтра тенор театр лартакан мĕн пур спектакльте вылянă, опера партисене юрланă. Ленский, Пинкертон, Палля, Ванюк — кам кăна пулман-ши? Çамрăк çын йĕркеленипех П.Хусанкай керменĕнче студентсене, аслăрах ÿсĕмрисене явăçтарса спектакльсем лартнă, районсем тăрăх концертсемпе çÿренĕ. Пултарулăха ÿстерме ăнтăлаканскер тата вĕренме шут тытнă, аспирантура пирки Хусанти педагогĕпе В.А.Вороновпа, консерватори рек-торĕпе Н.Г.Жигановпа калаçнă. «Мускава кайса аспирантура уçма ирĕк илеетĕн тĕк — тархасшăн», — сĕннĕ вĕсем харсăр çамрăка.
Мускав çулне Станислав Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕпе П.Ф.Филипповпа такăрлатнă. СССР культура министрне Хусан консерваторийĕнче вокал енĕпе тарăн пĕлÿ илме аспирантура кирлине ĕнентерме пултарнă вĕсем. Çапла Хусанта аспирантура уçăлнă, чăваш каччи унăн пирвайхи аспиранчĕ пулса тăнă. 3 çултан ăна питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕскере Шупашкарти музыка училищине чĕнсе илнĕ. 1973 çултанпа 2002 çулччен унти вокал уйрăмĕн заведующийĕнче тăрăшнă вăл.
Концерт шучĕ те çук
«Миçе концерт, тĕрлĕ конкурс, конференци йĕркеленĕ çав çулсенче — шучĕ те çук. 8 опера лартнă, районсем тăрăх гастрольпе çÿренĕ… Дирижер та, режиссер та хамах пулнă. Музыка училищинче вĕрентме пуçланă тапхăрта оперăпа балет театрĕнче 4 чăваш кăначчĕ. Çавăнпа хамăр тăрăхри ăстасене хатĕрлес килетчĕ. Республикăн ку тытăмра вăй хуракан чăваш сахалччĕ. Культура министерстви республика валли кадрсем хатĕрлеме хушатчĕ. Районсене концертсемпе тухса çÿренĕ чухне те тĕллевĕм пултаруллă çамрăксене тупассиччĕ. Чăнах та, каярахпа опера театрĕнче те чăвашсен йышĕ самаях хушăнчĕ. Çакăнта ман тÿпе пурришĕн хĕпĕртетĕп… 2002 çулта ЧР культура министрĕ Ольга Денисова Шупашкарта уçăлнă Культура институтне куçма сĕнчĕ. 30 çулта тăван кил пек çывăх пулса тăнă училищĕрен куçас килместчĕ. Институтра пултарулăха тата вăйлăрах уçма май килессине каласан килĕшрĕм. 2010 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусствăсен факультечĕн деканĕ Морис Яклашкин ыйтнипе кунта куçрăм, вокал искусствин кафедрине ертсе пыма пуçларăм», — каласа кăтартрĕ профессор.
Паян кунчченех ырми-канми тăрăшать вăл унта. 78 çулта пыраканскер çамрăк çын пекех вăр-вар. Хăйĕн магистрĕсемпе уйрăммăн тата кафедра студенчĕсене хутшăнтарса куракан умне çулленех 3-4 концерт кăларать. Чăвашсен пултаруллă ытти юрăç-артисчĕ лартакан концертсенче те унăн студенчĕсем сцена çине тухаççĕ. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Станислав Кондратьевăн магистрĕсем Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 72 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ концертне кайса курма тÿр килчĕ. Концерт умĕн Станислав Алексеевич хăйĕн вĕренекенĕсене ашшĕлле ăшшăн ăнăçу сунчĕ — концерт вĕсен пултарулăхне хакламалли ĕç-çке. Концерт ăнăçлă иртрĕ. Вăрçăпа çыхăннă туйăмлă юрăсем янăрарĕç. Сцена çинчен шăранакан юрăсем чĕрене витерчĕç — çумра ларакансем куçĕсене шăл-каларĕç. Концерта хаклама пынă ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, сцена мĕнне лайăх пĕлекенскер, юрăсене чуна хумхатмалла шăрантарнине уйрăммăн палăртрĕ.
Кăçал профессор патĕнче 12 магистр, 4 бакалавр пулнă. Пĕр хĕр Германирен — сопрано. Мускавран — 3-ĕн, Кировпа Чулхуларан — 4-шарăн, Чăваш Енрен — 6-ăн, Сыктывкартан — 1 хĕр. Пултаруллă профессор 170 ытла специалиста вĕрентсе кăларнă. Вĕсен хушшинче республикăра çеç мар, Раççейре, тĕнчере палăрнă ăста та сахал мар. Станислав Алексеевич пÿлĕмĕ те афишăна аса илтерет: йĕри-таврах пултаруллă юрăçсен сăн ÿкерчĕкĕсене, концерт афишисене çакнă. Калаçăва та вăл хăйĕн юратнă вĕренекенĕсемпе паллаштарнинченех пуçларĕ. Андрей Ланцов — тĕнче конкурсĕ-сен лауреачĕ, халĕ Германири Дюссельдорфри оперăпа балет театрĕн солисчĕ, Лидия Толстова — Канадăра, Алексей Дубенко — Аргентинăра, Даша Михайлова, Алексей Смирнов, Евгения Морозова, Галина Пуклакова, Тамара Локтева, Елена Игнатьева, Михаил Наумов, Алексей Смирнов тата ытти юрăç хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ хулара ăнăçлă аталантараççĕ. «Николай Карелинпа Максим Иванов Раççей çарĕн Александров ячĕллĕ ансамблĕнче юрлатчĕç. Шел, Сочири авиакатастрофăра Максим пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ, — пусăрăнчăклăн илтĕнчĕ кашни вĕренекенĕшĕн чунтан пăшăрханакан педагогăн сасси. — Халĕ Александров ячĕллĕ ансамбле Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пултаруллă солисчĕ, ман патра вĕреннĕ Константин Москалев куçрĕ, — пĕрин хыççăн тепринпе паллаштарчĕ студентсен «ашшĕ». Хăйĕн патĕнче вĕреннĕ кашни студент çинчен кăмăллăн каласа кăтартмалли пур унăн. Хисеплĕ профессора юрă-кĕвĕ тĕнчинче ят-сум çĕнсе илнĕ «ачисем» те манмаççĕ: шăнкăравлаççĕ, пурнăçри улшăнăвĕсем пирки хыпарлаççĕ, çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. — Анчахрах Константин Москалев Чехире гастрольте пулнине, унтан Инçет хĕвел тухăçне тухса каяссине пĕлтерчĕ. Çулĕ ăнса пытăр».
Ывăлĕсене тÿпе ытларах илĕртнĕ
Тăрăшуллă педагог — 6 томлă вокал хрестоматийĕн /«Хрестоматия по пению»\, вун- вун вĕренÿпе методика пособийĕн авторĕ. Хастар ĕçне кура 200 ытла тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ вăл. РФ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Президенчĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕç пулнă. 1987 çулта ăна Раççейĕн куль-тура енĕпе ĕçлекен наукăпа методика канашĕн йышне кĕртнĕ. Чăваш Енри музыка ăстисенчен пĕчченех вăл унта.
— Çакнашкал курăмлă ĕçсем тăвассишĕн çемье нушине манма тивмен-и, мăшăр тарăхмасть-и?
— Кил-çурта тытса тăрасси пĕтĕмпех мăшăрăм çине тиенчĕ. Мана ăнланать вăл, çемьене чăмăртаса тăрать. Икĕ ывăлăмăра ÿстересси те ытларах амăшĕ çинче пулчĕ. Эпĕ кунĕ-кунĕпе ĕçре вĕт. Игорьпе Артур иккĕшĕ те музыка шкулне пĕтерчĕç. Асли — сĕрме купăс, кĕçĕнни фортепиано класĕнче вĕренчĕç. Артур музыка училищи пĕтерчĕ, анчах Хусанти авиаци институтĕнче ăсталăха туптанă пиччĕшĕпе пĕрле ĕçлеме пуçларĕ, иккĕшĕ те авиацие суйларĕç. Мăнукăм Ян та тÿпенех суйларĕ. Тепĕр икĕ мăнукăм пурнăç çулĕ çине тăрса ĕлкĕреймен-ха.
— Паянхи эстрада шайĕ сире тивĕçтерет-и?
— Ку хăйне евĕр тĕнче. Эстрадăра вĕренекенĕмсем пур, начар мар юрлаççĕ. Стас Владимиров, Алина Федорова, Константин Ефремов… Концертсене час-часах чĕнеççĕ. Пултарулăх каçĕсене пĕрле йĕркелени те пулнă. Валерипе Миша Семеновсем те пултаруллăччĕ.
— «Кĕмĕл сасă» тата çавнашкал ытти конкурс талантлисене тупма пулăшаççĕ-и?
— Паллах. Хам та жюри комиссийĕнче пулнă. Кашни конкурсанта малтан итлесе пăхаççĕ. Пултаруллă çамрăксене аталанмашкăн çул уçса паниех вăл. Республикăри культурăна хамăрăнах малалла туртмалла, çак ĕçе пирĕнсĕр пуçне урăх никам та тумĕ.
— Тĕрлĕ çынпа ăш пиллĕн калаçатăр. Педагог ăсталăхĕ-и çакă?
— Чи малтанах çынлăх пулĕ, эпир пурсăмăр та чи малтанах çын вĕт. Эпĕ ялта, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшра, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кĕçĕнни пулнă. Ял, кил-йыш воспитанийĕ çапла-çке. Хăйне мăнна хуракана чăваш хисеплемест. Атте, вăрçăран хăрах алăсăр таврăннăскер, музыка училищине каятăп тесен хирĕç пулнăччĕ. «Артист ĕç-им вăл?» — тетчĕ, çапах кăмăлăма хирĕç каймарĕ. Малалла вулас...
Комментировать