Хулана парксем илем кÿреççĕ

18 Июл, 2017

Çак кунсенче Шупашкарти «Амазони» этнокомплекса ятарласа çитсе куртăм — пĕр савăнтăм, пĕр тĕлĕнтĕм. Унта кĕмелли тĕп лапам иртен-çÿрене аякранах илĕртет. Кăçал Республика кунĕ тĕлне ăна планра палăртнă пекех хăтлăлатнă, амазонкăсен кÿлеписене вырнаçтарнă. Мрамортан ăсталанăскерсем хăйсене çывăхарах пырса курма «чĕнеççĕ». Аллейăри чечексем пĕринчен тепри хитре. Çынсем йывăçсен айĕнче уçăлса çÿреççĕ, кăмăлĕ пуррисем ятарласа вырнаçтарнă саксем çине ларса канма пултараççĕ. Лапам варринче тума палăртнă фонтан шăрăхра çеç мар, çуллахи вăхăтра кашни кунах халăха хăйĕн патнелле туртĕ.

Çак йĕркесене мĕншĕн питĕ хавхаланса çыратăп-ха? Мĕншĕн тесен этнокомплекс вырăнĕнче 15-20 çул каялла йывăçсемсĕр тата ÿссе кайнă хыт хурасăр пуçне нимĕн те çукчĕ. Апла пулин те çамрăксенчен хăшĕ-пĕри — Студентсен хули юнашарах-çке — унта уçăлса çÿреме тухатчĕ, çапах ытларахăшĕ Атăл хĕррине каятчĕ. Халĕ вара хĕрсемпе каччăсем çеç мар, аслăрах çултисем те этнокомплекса васкаççĕ. Палăртни вырăнлă: ăна хальлĕхе туса пĕтермен. Строительсем хĕрсех ĕçлеççĕ. Пирĕн вулакансенчен нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ: «Амазонире» аквапарк та, «Шывармань» ресторан та пулĕ.

Халĕ этнокомплекса кĕрекен «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче те ырă улшăну нумай. 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан унта аттракционсен шучĕ ÿснĕ, малтанхисене те çĕнетнĕ. Кунта çынсем çемйисемпе канма килеççĕ. Киосксенче ĕçме-çиме туянма пулать. Çула юсанăран паркра утма чăнласах та кăмăллă. Унпа юнашарах ав çынсем велосипедпа ярăнаççĕ, хăшĕсем велоçул çине çемйисемпех тухнă.

Шупашкарти ытти паркра та юлашки вăхăтра ырă улшăну нумай пулчĕ. Маларах Энгельс урамĕнче пурăннă Любовь Иванова çĕнĕ хваттер туяннăран урăх микрорайона куçса кайнăшăн кăшт пăшăрханать. «Эпир ачасемпе кашни кунах Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркне каяттăмăр. Ывăлăмпа хĕрĕм зоокĕтесри чĕр чунсене питĕ юратса сăнатчĕç. Паркри скульптурăсемпе юнашар тăрса мĕн чухлĕ сăн ÿкерĕнмен-ши? Ачасем валли кăсăклă мероприятисемпе занятисем, уявсенче вара концертсемпе конкурссем иртетчĕç. Çак тăрăхра пурăннă чухне паркран тухма та пĕлмен темелле, халĕ вара канмалли кунсенче кашнинчех килме тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен вăл çулсеренех хитреленсе пырать», — каласа кăтартрĕ икĕ ача амăшĕ.

Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх — çак ача-пăча паркĕнче кăçал пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ăна тирпей-хăтлăх кĕртес енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Акă çак уйăхра «Хуракăшсем» скульптура композицине реставрацилесшĕн. Кăçалах тĕп аллейăри клумба сăн-сăпатне улăштарасшăн, ку енĕпе ландшафт дизайнерĕсем ĕçлеççĕ. Фонтана тепĕр çул юсасшăн. Кăçалах паркри зоокĕтесре лекцисемпе ăсталăх класĕсем ирттермешкĕн ятарлă геокупол вырнаçтарнă, çавна май çумăр çунă чухне те ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ вăхăтне усăллă ирттерме пултараççĕ. Çул çитменскерсем валли экскурсисем, акăлчан чĕлхине вĕрентекен вăйă евĕрлĕ уроксем, ÿкерес, тĕрĕ тĕрлес, ташă енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Уçă сывлăшра сывлăха çирĕплетме пулăшакан гимнастика тума сĕнеççĕ. Паркра кашни шăматкунах çуллахи кинотеатр ĕçлет, юратнă фильмсене тÿлевсĕрех кăтартаççĕ.

«Лакрей вăрманĕ» парка хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе те нумай ĕçлеççĕ. Çак тĕллевпе кăçал çеç 19 миллион тенкĕ тăкакланă, çав шутран 5 миллион тенки — хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа. Лакрей вăрманне юлашки вăхăтра кайса курнисем вăл палламалла мар улшăннине çирĕплетеççĕ: тĕп паркра çулсене юсаса çĕнетнĕ, аттракционсен дизайнне урăхлатнă. Ачасен лапамĕнче чечеклĕ лабиринт пур: ăна шахмат хăми евĕрлĕ тунă, унта пысăк шахматсемпе выляма пулать. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паркра «Алиса тĕлĕнтермĕшсен тĕнчинче» проект ĕçлет, çавна май унта кашни канмалли кунах çынсене асăннă юмахри сăнарсем кĕтсе илеççĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн театрализациленĕ 25 программăпа концерт кăтартаççĕ. Кăнтăрла ытларах ачасем валли курăнусем хатĕрлеççĕ тĕк, каçхине çамрăксен ушкăнĕсем, ди-джейсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, ташă енĕпе ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.