Илĕртет анне укçи

14 Июл, 2017

Суд умне тăваттăн тăрĕç. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх — вĕсенчен пĕри, 41 çултискер, маларах риэлтор пулнăскер, колонире ĕнтĕ — çул çитменнисем тĕлĕшпе секспа çыхăннă преступленисем тунăшăн айăпланнă. Эппин, айăплав вăхăчĕ татах тăсăлĕ.

Суд тенкелĕ çине унпа юнашар ларакансем — потребительсен кредит кооперативĕн 41 çулти председателĕ, 27-ри предприниматель тата 31 çулти хĕрарăм. Следстви комитечĕн Çĕрпÿри пайĕ çак ушкăн тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, пурне те тÿлев илнĕ чух улталама тăнăшăн айăплаççĕ. 41 çулти арçынсен унсăр пуçне каварлашса пысăк виçепе улталанăшăн та явап тытма тивет.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн çак арçынсем иккĕмĕш ача çуралнăшăн амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕç хĕрарăмсене ятарласа шыранă. Вĕсемпе каварлашнă, пурăнма юрăхсăр çуртсем тата хваттер тупса 130- 250 пин тенкĕпе туяннă. Суту-илÿ килĕшĕвĕсенче вара вĕсен хакне пысăклатса кăтартнă: 378 пинрен пуçласа 395 пин тенкĕ таран — шăпах хĕрарăмсем илмелли амăшĕн капиталĕпе шайлашуллă.

Айăпланакансенчен пĕри ертсе пыракан кредит кооперативĕнчен çак виçелĕх кивçен илсе укçана пайланă. Схеми ансат: 130-250 пин тенкĕ — туянакан çурт-йĕр хуçисене тÿлеме, ачаллă хĕрарăмсем валли — 50-ран тытăнса 170 пин тенкĕ таран. Ыттине вара икĕ арçын хăйсен кĕсйине чикнĕ.

Кайран хĕрарăмсем Пенси фондне çурт-йĕр туянма янă кивçене татмашкăн амăшĕн капиталне тÿлеме ыйтса çырнă. Çавна май Раççей бюджетне 1,9 миллион ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Амăшĕн капиталĕпе пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр туянма юрамасть-çке.

Ултавлă тĕслĕхсенчен пĕринче чеескерсем хăйсен тĕллевне тÿрре кăларайман. Çав тĕслĕхре ĕçе 27-ри çамрăкпа 31 çулти хĕрарăма та явăçтарнă. Хĕрарăм хăйне амăшĕн капиталне пама ыйтса çырнине тишкернĕ чухне Пенси фондĕнче «вăрттăнни» çиеле тухнă: çакскер маларах хăйĕн ачине хирĕç преступлени тунă иккен — çавăнпа ăна укçа пама килĕшмен. Ĕç-пуçа тĕпченĕ май 27 çулти предприниматель те преступлени тума хутшăнни тăрă шыв çине тухнă. Хĕрарăмăн çурт-йĕре хутса ăшăтмалли, шывпа тивĕçтермелли система монтажĕшĕн ун умĕнче парăм пулнă — çамрăк çын çав парăма амăшĕн капиталĕн шучĕпе тавăрма тĕв тунă.

Хĕрарăма кредит кооперативĕ панă 394 пин тенкĕлĕх кивçене тавăрайманнине кура кооператив пуçлăхĕ парăма шыраса илмешкĕн суда тавăç тăратнă. Фемида ыйтăва тивĕçтернĕ. Парăма хайхискерĕн тата унăн поручителĕсен пурлăхĕн шучĕпе шыраса илме йышăннине кура поручительсем право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнă та — пĕтĕмпех уçăмланнă. Çул çитменнисемпе ясар шухăшпа çывăхланнă, вĕсене явăçтарса ÿкернĕ порно-графи материалĕсем сарнă, çакăншăн пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче судпа айăпланса 19 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлнă 41 çулти арçын та следстви вăхăтĕнче право хуралĕн органĕсемпе çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿ тунă — вăл та ĕç-пуçа уçăмлатма пулăшнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.