Тĕллев лартсан – пурнăçлатăпах!

14 Июл, 2017

Çивĕч çын кирек ăçта та правур. Етĕрне районĕнчи Янăмра çуралса ÿснĕ Галина Григорьевăн йăрăлăхĕ çынпа калаçнă чухне те аван палăрать. Таçта васканăн, сăмахлама чарăнса каллех ĕçе кÿлĕнессĕн туйăнать. Ара, вăхăт уншăн, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçишĕн, ылтăнпа танах-çке.

«Тулли михĕ йăтнине ĕç вырăнне хумастăм»

Галина ача чухне тăван хуçалăха пулăшакан тантăшĕсем пекех çуллахи каникул кунĕсем епле шуса иртнине сиссе юлманпа пĕрех. Çемьере тăваттăмĕш ача пулнă вăл. Шăллĕпе Алешăпа амăшне Зоя Ивановнăна пулăшма фермăна час-часах кайнă. Ĕçĕ вĕсем валли тупăнсах тăнă.

— Атте сывă марччĕ. Аллă пĕрререх çĕре кĕчĕ. Аннене пире пăхма çăмăл килмерĕ. Шухă пулсан та унăн сăмахĕнчен тухман эпир, — аса илчĕ ачалăх çулĕсене Галина Алексеевна. — Ун чухне витесенче хальхи пек электричество вăйĕпе ĕçлекен механизмсем вырнаçтарман. Пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă.

— Тулли михĕсем те йăтнă-и?

— Паллах. Хĕрача тесе ачашланман. Çамрăк чухне вăй- хал тапса тăратчĕ. Арçын ачасемпе пайтах вăй виçнĕрен михĕ йăтнине ĕç вырăнне хумастăмччĕ. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ пулсан та аннене хĕрхенсе ялта юлтăм. Хресчен пурнăçĕн йĕркине, выльăх-чĕрлĕхе юратма вĕрентнĕшĕн ăна тав тăватăп. Выльăх пăхма халĕ те кăмăллатăп. Професси килĕшнĕрен тата вĕренес туртăм пуртан 1986 çулта Вăрнарти совхоз-техникумра куçăн мар майпа зоотехник специальноçне алла илтĕм. Кăçал ЧР Ял хуçалăх министерствин «Нива» вĕренÿ комбинатĕнчи ятарлă курса çÿресе осеменатор пулса тăтăм.

Укçа шута юратать

Вăл мăшăрĕпе Виталипе 4 ача — Сильва, Димитрий, Лилия, Алексей — пăхса ÿстернĕ. Саккас панă пекех: хĕрача, арçын ача, хĕр ача, арçын ача. Вăталăххисем амăшĕпе пĕрле хресчен-фермер хуçалăхне ÿсĕмлĕ аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Ăна пĕлтĕр нарăс уйăхĕнче кăна йĕркеленĕ. Унччен Галина Алексеевна тăван хуçалăхăн ферма заведующийĕ, «Новая жизнь» тулли мар яваплă общество ертÿçи пулнă. Фермăра ĕçленĕ вăхăта вăл çапла аса илет:

— Янăм шкулĕн директорĕ Арсентий Васильев пултăран ĕрчетсен выльăх апачĕ тулăх хатĕрлеме май килнине пĕлнĕ. Вăррине почта урлă туянса çитĕнтерме пуçланă. Пултăранпа тăрантарсан выльăх хăвăртрах самăрăлни çинчен илтнĕ хуçалăхра укçа шута юратнине пĕлекенсем. Силос хатĕрленĕ. Ăна рациона кĕртнĕрен вăкăрсем килограмм ытла ÿт хушатчĕç.

Хуçалăхăн 19 пушмак пăру. Ÿсĕм вăхăчĕ çитнĕçемĕн вĕсене ĕне пулма хатĕрлеççĕ. Тата 12 пуç выльăх туянасшăн. 30 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите тума палăртаççĕ.

— Савăнăç пĕлтерем-ха. "Ĕçе пуçăнакан фермер" программăпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть грант илтĕмĕр. Уншăн çемйипех савăнтăмăр. Кирлĕ чухне вăхăтра пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне чунтанах тав тăватпăр. Нухратпа ферма хуçалăхне аталантарасшăн.

Шведсен тĕслĕхĕпе вăтăршар ĕне валли икĕ вите пулсан мĕнле лайăх вĕт. Пĕринче пĕр доярка хуçалантăр, тепринче — тепри, — сăмахлать мал ĕмĕтлĕ Г.Григорьева. — Хальлĕхе вăл ĕмĕтре пулин те эпĕ хам шухăшран чакакан йышши мар. Тĕллев лартсан пурнăçлатăпах! Строительство вăхăтĕнче кашни тенке перекетлеме тăрăшатăп. Унсăрăн май çук. Хамран та çирĕп ыйтатăп, çынсенчен те. Ял хуçалăх ĕçне пĕлнисĕр пуçне ертÿçĕ çеç мар, психолог та, экономист та, педагог та — такам та пулмалла. Çынпа юравлă калаçма та, килĕшмелле тăхăнма та пĕлмелле. Хамăн кăна мар, ман патра ĕçлекенĕн те тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулмалла. Хăшĕсем ав хушасса кăна кĕтеççĕ. Тавçăрулăх, пуçарулăх тени ăçта кайса кĕнĕ вĕсен? Ваттисем: «Хушнине кĕтнĕ хушăра тихаран лаша пулнă», — тенине мĕншĕн асра тытас мар? Сахал тÿленĕн туйăннăран ан кÿренччĕр тесе кĕсьене мĕншĕн çавăн чухлĕ укçа кĕнине тĕрĕс ăнлантаратăп. Алла паманнине патшалăха налук тÿлетĕп тетĕп.

— Яланах итлеççĕ-и, яваплăха туяççĕ-и?

— Тĕрлĕрен пулать. Пĕр тракторист пур манăн. Пĕр кунхине çирĕпреххине сыпса ĕçе тухнăшăн хытах лектертĕм. Кайран хăй намăсланчĕ, текех апла пулмĕ тесе сăмах пачĕ. Лайăх ĕçлесе илес тесен дисциплинăна çирĕп пăхăнмаллине вăхăтра ăнланса илчĕ пулас. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.