Инçе çула кĕскетсе

12 Июл, 2017

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пыракан, 47 çынран тăракан ушкăн черетлĕ çулçÿреве тухрĕ. Кăçалхипе 28-мĕш хут йĕркелерĕç ăна.

Шупашкартан – Ĕренпур тăрăхне

Чи малтанах пирĕн тĕллев инçе çула кĕскетсе Ĕренпур чăвашĕсем патне çитесси пулчĕ. Çавна май Чăваш, Тутар республикисен, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсен çĕрĕсем урлă иртсе, 700 км хыçа хăварса, каçалапа Ĕренпур облаçĕнчи Грачевск районĕнчи Çирĕклĕ Ток ялне çитрĕмĕр. Пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Рыбаков çăкăр-тăварпа, сăрапа кĕтсе илчĕ. Ял историйĕпе тата аваллăха сăнлакан пĕчĕк вакунри стендпа паллаштарчĕ. Ăна уявсене илсе çÿреççĕ. Шалта — кравать, сăпка, çип тĕртмелли станок тата ыт. те.

Çирĕклĕ Ток 1709 çулта йĕркеленнĕ. «Ял тăрăхне Андреевкăпа Çирĕклĕ Ток кĕрет. Вырăнти депутатсем 8-ăшĕ те чăваш. Çирĕклĕ Токра 250 кил, пĕтĕмпе тенĕ пекех чăвашсем пурăнаççĕ. Шкул-та тăван чĕлхене вĕрентеççĕ. Çĕнĕ çуртсем лартатпăр, çулсене юсатпăр. Ялта 17 фермер. Мăшăрпа пĕрле хам та фермер хуçалăхĕнче тăрăшатăп. 400 гектар çинче тырă, хĕвел çаврăнăш çитĕнтеретпĕр. Хуçалăхра 4 трактор, комбайн пур, ĕçре тăваттăн пулăшаççĕ», — терĕ Николай Рыбаков.

Ялта кашни килте тенĕ пекех трактор пур. Фермерсем çĕр çитменнипе юнашар ялсенчи лаптăксемпе усă кураççĕ. Вырăнти депутат, ĕç ветеранĕ Петр Федотов пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсем çавăн пекех Самлай, Хаминка, Строяжкин тата Калекин ялĕсенче пурăнаççĕ.

Тĕлпулу каçĕ ялти культура çуртĕнче иртрĕ. Сăмах май, ăна 1961 çулта хăпартнă. Чи малтанах Олег Цыпленков çулçÿрев çинчен каласа кăтартрĕ, авалхи йăлапа ял тăрăхĕн пуçлăхне кĕпе тăхăнтартрĕ, парнесемпе чысларĕ. Уяв программине малалла РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Галина Николаева ертсе пычĕ. Концерта вырăнти «Нарспи» фольклор ушкăнĕ авалхи чăваш юррисемпе пуçларĕ. Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнчи Николайпа Ирина Фомиряковсем шăхличĕпе каласа юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Ытти ентеш те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Муркаш районĕнчи «Калинка» ушкăн тĕрлĕ халăх ташшипе чуна илĕртрĕ. Артистсемпе пĕрле ял халăхĕ те юрларĕ. Концерт хыççăн вĕсем хăнасене килĕрен йышăнчĕç, мунча кĕртрĕç, апатлантарчĕç.

Каннă хыççăн малалла тапрантăмăр. Çул Казахстан еннелле выртрĕ.

Эпир – Казахстанра

Чи малтанах Уральск, Кобдинск, Актуба хулисене çитсе куртăмăр, унтан — Туркестана. Кунта çанталăк питĕ шăрăх, 43 градус. Пире Туркестан хулин пуçлăхĕн çумĕ Махсат Тангатаровпа культура уйрăмĕн ертÿçи Джамбулай Ибрагимов ăшшăн кĕтсе илчĕç, хăна çуртне вырнаçтарчĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Паллах, кун пек шăрăх çанталăкра шыва кĕрсе çан-çурăма уçăлтарасси пирки çеç шухăшлатăн. Телее, кунашкал майсем те тупăнчĕç, хулари «Олимпийский» комплексра бассейнра пĕр сехет чăмпăлтатрăмăр. «Есимхан аланцы» тÿремĕнче Астана хули йĕркеленнĕ ятпа тата Казахстан Президенчĕ Нурсултан Назарбаев çуралнă кунĕ тĕлне концерт иртрĕ. Унта эпир те куракана хамăр юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Хула пуçлăхĕ Алипбек Усербаев тав сăмахĕ каларĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.