Аптекăсенче "Асептолин" сутма чарасшăн

30 Июн, 2017

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерстви аптекăсен ертÿçисен ячĕпе çыру ăсатнă. Унта "Асептолин" препарата сутма чарăнма е пĕр алла икĕ флаконтан ытла мар сутма ыйтнă.

"Асептолин" ятлă шĕвек 95 процент таран спиртран тăрать. Эрех ĕçме юратакансем ку препарата черет тăрса тенĕ пекех туянаççĕ. ЧР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, спиртлă тĕрлĕ хутăша аптекăсенче сутассине хытарнă хыççăн çынсем наркăмăшланасси самаях чакнă. 2013-2015 çулсенче кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен вăтамран 400-шер наркăмăшланнă пулсан, кăçал ун пеккисен шучĕ 288-па танлашнă. Наркăмăшланнă кашни тăваттăмĕш çын пурнăçран уйрăлнине те асăрханă тухтăрсем.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерстви Этем сывлăхĕ тата унăн пурнăçĕ иккĕленÿллĕ препарат сутса укçа тунинчен хаклăрах пулнине аптекарьсем ăнланасса шанать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать