«Руç ăстисем» конкурсра Куславкка маçтăрĕ çĕнтерчĕ

24 Июн, 2017

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакансем икĕ кун хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 59 маçтăрăн тĕрленĕ, тĕртнĕ, çыхнă, йывăçран касса кăларнă, ÿкерсе сăн кĕртнĕ, хурăн хуппипе, ÿсен-тăран материалĕсемпе усă курнă, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ, тимĕртен, пир-авăртан, тăмран, татăк-кĕсĕкрен ăсталанă ĕçĕсене 12 номинаципе хакларĕç. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.

Гран-прие Куславккаран килнĕ Любовь Скворцова (сăн ÿкерчĕкре) тивĕçрĕ. Вăл тăмран хатĕрленĕ композицире çимĕç паракан йывăç айĕнче телейлĕ çемьене кăтартнă. 5 тĕпренчĕке ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнче ăшă та хăтлă. Ÿнер шкулĕнче ĕçлекен Любовь Александровна çак конкурса çиччĕмĕш хут хутшăнать. Ытти çул та малти вырăнсене йышăннă. Кăçал Гран-при çĕнсе илни хăйĕншĕн те кĕтменлĕх пулнине пытармасть хĕрарăм. Çакă ăна тăван халăхшăн хавхаланса ĕçлеме пулăшĕ.

Светлана НЕДВИГИНА, Татьяна СИНЕЛЬНИКОВА, жюри членĕсем:

— Кашнин ĕçĕ хăйне май кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ. Юлашки çулсенче, тĕслĕхрен, вĕтĕ шăрçапа ĕçлекен нумайланса пыни курăнать. Ытти регионтан килнисем чăваш эрешĕсене тĕрлеççĕ. Пукане ăсталакан, сувенир хатĕрлекен йышлă. Ăстасем çитес çулсенче те конкурса хутшăнасшăн.

 

 

Рубрика: 

Комментировать