«Агро-100» клуб çĕнтерÿçисене чысларĕç

23 Июн, 2017

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Агро-100» клуб çÿнтерÿçисене чысларĕç. Малти виçĕ вырăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Авангард» тулли мар яваплă обществăн Çĕрпÿри «Цивильский бекон» филиалĕ тата «Сувар-2» суту-илÿ предприятийĕ йышăннине палăртрĕç.

Республикăри чи вăйлă 100 ял хуçалăх предприятине ЧР Правительствин АПК енĕпе ĕçлекен комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕ рейтинг тăрăх палăртассине 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.  Ăна вырăнтан ярса панă иртнĕ çулхи экономика кăтартăвĕн отчечĕпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. Чи малтанах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе епле усă курнине, таса тупăш мĕн чухлĕ илнине, 100 гектар пуçне туса илнĕ продукци калăпăшне, ыттине шута илеççĕ.

 

 

Теги: 

Комментировать