Чăваш эстрада юррин амăшĕ, е «Паян мана эп манса кайнă çăлтăрсем вăратрĕç...»

22 Июн, 2017

Смирнова-Асамат Светлана Васильевна Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăшра çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ – Василий Степановичпа Александра Андреевна Степановсем – иккĕшĕ те Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ ялти интеллигентсем. Аслă хĕрне – Светланăна поэт, журналист, композитор, юрăç, прозаик, фольклорист, режиссер пулма Канашри педагогика училищине, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищине, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтерме пулăшнă.

Раççей Федерацийĕн писателĕсен, журналисчĕсен ретĕнче тăракан С. Асамат чăвашла çырса "Хуркайăк çулĕ", "Ăшă çил", "Сас", "Чăтăм", "Çумăр ташши", "Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк", "Алфавит", "Шахвăртса", "Урам вăранчĕ", "Чунтан, чунтан, чунтан", вырăсла çырса "Стихи под настроение", "В приоткрытую дверь", "Скакало Время…", "Радость", "В лабиринтах Любви…", "Малышня", "Струят капели", "Хĕрарăм чĕри – Сердце женщины" кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Унăн чăвашла тата вырăсла çырнă сăвă ярăмĕсем, калавĕсемпе очеркĕсем, юрă сăмахĕсем çирĕм ытла ушкăнпа тухнă кĕнекесене кĕнĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементерпе Валем Ахун поэт пехилленĕ "Асамат" хушма ятпа 1979 çултанпа "Ялав" журналта "Куççуль" сăвăпа пичетленме пуçланă сăвăç "Йывăр шухăшсем", "Çăварни", "Аслă Пăлхар патшалăхĕн тăпри çăмăл пултăр", "Тăван ялăмри "Кантăр кÿлли" çăлкуçа асăнса", "Кантăк витĕр пăхса", "Ода Поэту", "Мементо мори" поэмăсен; "Пĕр кайăк" сонетсен кăшăлĕн; "Чун", "Пĕлес пулсан", "Мул", "Быль?", "Константин Иванова" пентимăсен"; "Çеçпĕл Мишшипе калаçни", "Ана", "Ал тупанĕ çинчи ăрăскалăм вучахĕ", "Эсĕ – Эпĕ – Вăл", "Яндоушские эскизы", "Ухсай ячĕпе" триптихсен; "Чăн сăмахăн суйи çук" автобиографиллĕ, историпе публицистикăллă поэма-фарсăн; "К.В. Ивановăн "Нарспи" поэма вăрттăнлăхĕ" наука тĕпчевĕн авторĕ. Унăн сăввисемпе чăваш композиторăсем çирĕме яхăн юрă хывнă. Чăваш халăх артисчĕсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем, паллă юрăçсем, Чăвашри, Чăваш ен тулашĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем С. Асамат кĕвĕленĕ юрăсене хăйсен репертуарне кĕртнĕ.

 Кăçал Шупашкарта В.К. Кузьмина ячĕллĕ регионсен хушшинче ирттерекен вулакансен конкурсĕнче, аслă пĕлÿ паракан учрежденисем хушшинче ирттерекен сăвă вулакан студентсен конкурсĕнче, республикăри шкулсенче вĕренекен ачасен конкурсĕнче те – С. Асамат сăввисене вуланисем малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кăçал тата С. Асамат ачасем валли чăвашла çырнă сăввисене вырăсла куçарнă "Урам вăранчĕ – Улица проснулась" кĕнеки Чăваш наци библиотеки ирттернĕ "Чи вуланакан кĕнеке" конкурс дипломне тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Композиторĕсен ассоциацийĕн ушкăнĕнче тăракан С. Асамат пухса илемлетнĕ чăваш халăх юрри çитмĕле яхăн. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.