Хирург пулма çăмăл мар…
Вырăссен паллă писателĕ Антон Чехов ХIХ ĕмĕр вĕçĕнчех врач профессине хакласа: «Тухтăр тивĕçĕ хăйне хăй шеллемесĕр чирлисене сиплеме, чунĕпе тата шухăш-тĕллевĕпе таса пулма хистет», — тени паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатман. Врач хальхи пурнăçра та тепĕр çыннăн кун-çулĕшĕн хăйне яваплă туять, уйрăм пациентăн сывлăхне кăна мар, халăхăнне упрассишĕн тăрăшать. Сиплевçĕ этикине тĕпе хурса пархатарлă ĕçе кÿлĕннисем Хулари 1-мĕш клиника больницинче сахал мар. Вĕсенчен пĕри — хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Анатольевич Анюров.
Асамлăхĕпе тыткăнланă тухтăр…
Сăкăт ялĕнче çуралнăскерĕн ашшĕ- амăшĕ вăл çут тĕнчене килнĕ хыççăн çулталăкранах район центрне ĕçлеме куçнă май ачалăхĕ Патăрьел салинче иртнĕ. Вăхăт çитсен унти 1-мĕш вăтам шкула çÿреме пуçланă, аслисене тăрăшулăхĕпе савăнтарнă. Салари 2-мĕш шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă ашшĕ ывăлне спортра пиçĕхтернĕ, Сергей уйрăмах ирĕклĕ кĕрешÿпе интересленнĕ, çамрăклах ку енĕпе мастер кандидачĕн нормине пурнăçланă.
Тытăçусенчен пĕринче юлташĕ инкеке лекнĕ, кĕрешĕве тухнă иккĕмĕш ăмăртуçă мелсĕр çавăрса тытнипе каччă аллине хуçнă. Чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк — шăмă ванчăкĕ кăнтарса тăни — пурне те пăлхантарса янă. Çийĕнчех район больницинчен чĕнсе илнĕ бригадăн хирург-травматологĕ çамрăк çынна малтанхи пулăшу панă, хăйне наçилкка çине вырттарса сиплев учрежденине илсе кайнă. Тухтăр çухалса кайманни, кăткăслăха хĕвĕшмесĕр сирме пултарни, çынлăх туйăмĕ тапса тăни тантăшĕсемшĕн чăн-чăн асамлăх пек туйăннă. Тепĕр кунне каччăсем тусĕ патне больницăна кайнă. Лешĕ, гипспа çирĕплетнĕ аллине мăй урлă çакса янă бинтпа тытăнтарнăскер, хăйпе пулса иртнине манăçа кăларнăн ним пулман пекех шÿтленĕ, калаçнă, кĕрешÿçĕсен пулас ăмăртăвĕпе интересленнĕ.
«Ун чухне асамлăхĕпе тĕлĕнтернĕ тухтăр тыткаларăшĕ шухăш-кăмăлăма тĕпрен улăштарчĕ. Ратнери тăвансенчен хăшĕ те пулин пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнине астумастăп. Эпĕ вара хирург профессийĕ çинчен ĕмĕтленме тытăнтăм.
Хальхи ăспа хаклас тăк, васкавлă пулăшу бригадин травматологĕ кулленхи тивĕçне кăна пурнăçланă-ха. Çапах та ырă тĕслĕхĕ ун чухне пире чăннипех хĕмлентернĕ», — тет иртнине асилсе Сергей Анатольевич. Малалла вулас..
Комментировать