Шупашкарта иртекен Экономика форумĕ хăнасене кĕтет

13 Июн, 2017

Чăваш Ен кунне халалланă "Раççей регионĕсем - çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" X Шупашкар экономика форумĕ республика тĕп хулинче çĕртме уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче иртет.

"Яланхи пекех регионсен хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" XXIV курав, Фейерверксен пĕтĕм тĕнчери X фестивалĕ пулать, - пĕлтерчĕ пресс-конференцире ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин. - Форума 15 регионтан, Япони, Кăнтăр Корея, Швеци, Польша, Норвеги тата Иран çĕршывĕсенчен 700 ытла представитель хутшăнать. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан çĕнĕ тытăмпа паллаштарĕç. "Професси стажировки" проект диплом илекенсене ĕçе вырнаçма пулăшĕ".

Бизнес тата суту-илÿ палатин ертÿçисем хăйсен ĕç опычĕ, услама аталантармалли майсем çинчен каласа кăтартĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Наци библиотекинче, Наци музейĕнче пуян содержаниллĕ мероприятисем 2 кун çÿллĕ шайра иртĕç.

Иккĕмĕш кунне Федерацин Атăлçи округĕнчи усламçăсем 8 номинацире Наци предпринимателĕн "Бизнес-çитĕнÿ" премине хÿтĕлĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хĕрлĕ тÿремре фейерверксен фестивалĕ умĕн пĕтĕмлетĕç.

 

Рубрика: 

Комментировать